Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çăва тухса мĕн хĕле кĕриччен сад-пахчасенче ĕç пĕтмест. Кашни уйăхра хăйне тĕрлĕ ĕç. Хăш-пĕр пахча çимĕçе пуçтарса та илнĕ ĕнтĕ. Çапах та купăста, уйрăмах кĕркуннехи сортсем, тин çеç вăй илме пуçланă-ха. Анчах та хитре çулçăсемпе пĕчĕк пуçсене хурт-кăпшанкă илешни пĕтерет. Халĕрех вĕсемпе кĕрешмесен купăстана ӳсмешкĕн питĕ хĕн пулĕ. Çавăнпа та пĕр витре шыва икĕ апат кашăкĕ уксус эссенцийĕ ярса купăста çулçисене сапса тухмалла.
Тата тепĕр меслет те пур. Пĕр витре шыва хĕрĕх тумлам йод тумлатмалла. Унтан кашни пуç çине пĕр литр раствор сапмалла. Купăста пуçĕсем вара шултра та сĕткен пулĕç. Çаплах витрене çур стакан сахăр песокĕ ярса ирĕлтернĕ шывпа та сапма юрать.
Пахча тăрăх çара уран çӳресен питĕ усăллă теççĕ, анчах та урана тăхăнмасăр хăяр пуçтарма тухаймастăн. Ара, кăткăсем тапăнаççĕ-çке.
Тăрăшсан вĕсене те пĕтерме пулать иккен. Пĕр пакет бор кислоти, 2 грамм тăвар тата 2 грамм известь хутăштарса кăткă йăвине сапмалла.
Виктори çинчен те манса каймалла мар. Çырлине пуçтарнă та ĕçĕ пĕтнĕ темелле мар. Вĕсен «мăйăхĕсене», «сухалĕсене» веçех татса тухмалла. Кивĕ çулçисене те кассан аван. Мĕншĕн тесен сивĕ кĕркунне виктори çĕнĕ çулçăсем ярать.
Сухан, ыхра кăларнă вырăнсем пушанса юлнă. Лаптăксене çум ан пустăр тесен çĕнĕрен укроп, салат тата петрушка акма юрать. Вара юпа уйăхĕчченех, урăхла каласан сивĕтиччен, витамин çиме пулать.
 
: 1142, Хаçат: 33 (711)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: