Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.09.2020 15:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 766 - 768 мм, 16 - 18 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çак эрне пуçламăшĕнче Тутарстан делегацийĕ Рустам Миннихановпа пĕрле Туркменистанра пулса таврăнчĕ. Питĕ пысăк ĕçсем тума тӳр килнĕ вĕсен.
Туркменистана машинăсем çитмеççĕ-мĕн, çавăнпа та унта Тутарстанра туса кăларакан пине яхăн «КАМАЗ» автомобильне тата ятарлă техникăна туянасшăн.
– Тутарстанпа эпир тĕрлĕ енлĕ отрасльпе килĕштерсе ĕçлетпĕр. Малашне çаплах суту-илӳпе экономика хутшăнăвĕсемсĕр пуçне тата республикăсен хушшинчи наукăпа техника потенциалне явăçтарма тăрăшмалла, – тенĕ Туркменистан Президенчĕ Гурбангулы Бердымухаметов.
Çаплах унăн сăмахĕпе, Туркменистан паянхи кун карапсем тăвассипе те, ял хуçалăх ĕçĕ-хĕлне те пĕр сăмахлă пулса туса пымашкăн ыйту çĕклеме хатĕр.
– Тутарпа туркмен халăхĕн чĕлхи те, культури те пĕр пек. Çитменнине тата пĕр тĕнпе пурăнатпăр, – тесе палăртнă тĕл пулура Тутарстан Президенчĕ Рустам Минниханов.
Рустам Нургалиевич çаплах ТР Наукăсен академийĕпе Туркменистан Наукăсен академийĕ хушшинче килĕшӳ хатĕрленни пирки сăмах хускатнă. Документа алă пуснă хыççăн ТР Наукăсен академийĕ никĕсĕ çинче Тутарстанпа Раççей вĕрентӳ учрежденийĕсенче специалистсен пĕлĕвне ӳстерессипе пĕрлĕхлĕ центр туса яма шутлаççĕ.
– Кунсăр пуçне тата нефть сферинче те пĕрле ĕçлес шухăш пур, – тенĕ пирĕн Президент.
Рустам Минниханов сăмахĕпе, Тутарстанра «Татнефть» компани нефть кăларас технологие якатса çитернĕ. Çавăнпа та нефть кăларассине ним мар ӳстерме пулать. Тутарстан çаплах нефть отраслĕнче ĕçлемешкĕн Туркменистанран килнĕ çамрăксенчен специалистсем туса вĕрентсе кăларма та хатĕр. Паянхи куна «Татнефть» УАО никĕсĕнче çичĕ специалист пĕлӳ пухать.
Тĕл пулура çаплах «Татнефть» УАОпа «Туркменнефть» ПК хушшинче кăнтăр-хĕвел тухăçĕнче вырнаçнă «Готурдепенефит» 4№ НГДУ нефть промыслĕнче нефть кăларассинче сервис услугисене ӳстересси çинчен калакан контракт çине алă пуснă.
 
: 964, Хаçат: 32 (866)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: