Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Темиçе уйăха тăсăлнă çумăрсăр шăрăх çанталăк çитес вăхăтра та улшăнасси курăнмасть. Çавна кура республика влаçĕ халăха тĕрлĕ инкеке хатĕр пулмаллине аса илтерет.
Пушар хăрушлăхĕ пуçланнă вăхăтранпа кăна Раççей территорийĕнче мĕнпурĕ 558 пин гектарта 22 930 пушар тухнă, вĕсенчен 800-шĕ торфлă вырăнсем. Июль уйăхĕн 31-мĕшĕ тĕлне Федерацин Урал, Атăлçи, Çурçĕр-Хĕвел анăç, Тĕп округĕсенче 18 торфлă вырăн, Раççейре 61 вăрман вăйлă çунма чарăнман.
Пушарсен тапхăрĕ пуçланнăранпа кăна Раççейре 40 çын çунса вилнĕ, вĕсенчен 19-шĕ Чулхула облаçĕнче. Сăмах май, Чулхула облаçĕнчи пушарсем Раççейре чи пысăккисем. Выкса районĕнче пурĕ 759 çурт çунса кайнă. РФ Гражданла оборона тата Чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, 341 çуртран тăракан Верхнаяя Верея тата ултă çуртлă Шернавка ялĕсем вăйлă вут хумĕпе темиçе минут хушшинче тĕпĕ-йĕрĕпе çунса кĕлленнĕ. Ытти ялсене те вут тивмесĕр иртмен.
Кун пек инкекрен паянхи кун никам та сыхланман. Çав шутра Тутарстан та. ТР вăрман хуçалăхĕн министрĕ Наиль Магдеев каланă тăрăх, июлĕн 29-мĕшĕ тĕлне республикăри вăрмансенче 69 хут пушар тухса 138 гектара сиен кӳнĕ. Чи нумай пушарсен шучĕ Агрыз (13), Хусан çумĕнчи (10), Мамадыш (9), Елабуга (8) вăрман хуçалăхĕсенче. Вăрмансем çуннипе кӳнĕ тăкак 9 миллион тенкĕпе танлашать.
Пушарсен сăлтавне типĕ те шăрăх çанталăкпа кăна çыхăнтарни тĕрĕс пулмĕччĕ, мĕншĕн тесен нумай чухне çынсем вутпа асăрхануллă пулманнипе пулать кун пек инкек. Лару-тăру çивĕчлĕхне, шел пулин те, çынсенчен чылайăшĕ паянхи кун та ăнланма тăрăшмасть. Вăрмансенче, вăрманлă вырăнсенче кăвайт чĕртме юраманнине пĕлсе тăрсах, унта шашлык пĕçерекенсем тупăнаççĕ. Хуласенче те нумай хутлă çуртсен балконĕ çинчен пирус тĕпне пăрахма чарăнакан сахал.
Тĕслĕхрен, Çӳлту районĕнчи торфлă Горимый шурлăхĕ хыпса кайнинче те çанталăкран ытла çынсен айăпĕ пысăк, пушар вырăнĕнче мангал асăрханă. Кунсăр пуçне республикăра тата Лайăш, Актаныш районĕсенче икĕ торфлă шурлăх çунать. Вĕсене 12 çул каяллахи пекех хăйăрпа хупласа сӳнтерме шутлаççĕ.
– Тутарстан çыннисене тепĕр хут чĕнсе калатпăр: вăрмана кĕмелле мар. Унта халĕ шырамалли нимĕн те çук, кăмпа та, çырла та. Лару-тăру мĕнле пулнине ăнланмалла. ТР ШĔМĕн тата МЧС ĕçченĕсемпе пĕрле эпир халĕ халăха вăрмана кĕртес мар тесе тăрăшатпăр, – тесе хыттăн асăрхаттарчĕ Тутарстанăн тĕп вăрманçи Наиль Магдеев. Çак тĕллевпе канмалли кунсенче Хусан хулинчи вăрманлă вырăнсен хĕррипе студентсен отрячĕсем, çар училищисенче вĕренекен 499 курсант пушартан сыхлама тухнă.
Лару-тăру çивĕчлĕхне пăхмасăр республикăн районĕсенче пушар сӳнтерме шыв пухмалли вырăнсемпе тивĕçтересси, шыв башнисемпе пушар гидранчĕсен юсавлăхĕ мĕнпур районта тивĕçлĕ шайра мар. Ку енĕпе Елабуга, Çĕпрел, Заинск, Камское Устье, Нурлат тата ытти районсенче çитменлĕхсем нумай.
Çапах та пысăк инкекрен республика сыхă пулма тăрăшать. Иртнĕ эрнере кăна пĕтĕмпе пушар сӳнтерме 86 искусствăлла пĕвесем тунă, 377 башньăна пушар сӳнтермелли техника шыв тултарма хатĕрленĕ, пĕвесем патне пымалли çулсене йĕркене кĕртнĕ. Пушар тухас пулсан сӳнтерме ятарлă 809 техника уйăрнă.
ШĂРĂХ ХЫÇÇĂН ÇИЛ-ТĂВĂЛ
Чăтма çук шăрăх çанталăк тепĕр хăрушлăх та кăларса тăратать: сывлăш температури хăвăрт анса ларсан вăйлă çил-тăвăл тухассине кĕтмелле. Атмосфера пусăмĕ, сывлăш температури кăшт улшăнсанах çил-тăвăл тухасса асăрхаттараççĕ. Кун çинчен мобильлĕ телефон çине SMS яраççĕ, телевидени, радио пĕлтерет-тĕк, халăхăн сыхă пулмалла. РФ МЧСĕн Тутарстанри управленийĕ август уйăхĕнче мĕнле улшăнусем пуласси пирки асăрхаттарчĕ. Вĕсем пĕлтернĕ тăрăх, 36-40 градуслă шăрăх август уйăхĕн пуçламăшĕнче те тăрать. Сивĕ сывлăш фрончĕ тăрук çитсен вăйлă çил-тăвăл, аçа-çиçĕм, çавра çилсем, витрелетсе тăкакан çумăр, пăр çума пултарать. МЧС ĕçченĕсем кун пек чух халăха чӳречесемпе алăксене лайăх хупма, электроçутта, кăмакари вута сӳнтерме, газ вентилĕсене, шыв кранĕсене хупма хушаççĕ. Аçа-çиçĕмрен пӳртри шалти стенасен хĕрринче, коридорсенче, ванна пӳлĕмĕсенче, çирĕп шкапсенче, нӳхрепсемпе путвалсенче пытанмаллине аса илтереççĕ. Енчен те аслатиллĕ çумăр вăхăтĕнче урамра пулсан, реклама щичĕсенчен, электролини юписенчен, çуртсен çывăхĕнчен, кĕперсенчен, промышленность объекчĕсенчен, йывăçсенчен, киоск таврашĕнчен, çырма-çатраран аяккарах каймалла. Вĕçекен кĕленче катăкĕсенчен фанера, хытă хут, пластмасс татăкĕсемпе хупланмалла. Ишĕлчĕк çуртсенче пытанмалла мар, мĕншĕн тесен çилпе вăл тата ишĕлсе анма пултарать.
ПĂЧЧА МĔНЛЕ ТӲСМЕЛЛЕ?
Шăрăх çанталăк тата кислород çителĕксĕрри организм çине калама çук пысăк витĕм парать. Уйрăмах кун пек çанталăка ват çынсем чăтаймаççĕ. А.Н.Бакулев ячĕллĕ чĕрепе юн тымар наука центрĕн директорĕ, кардиохирург, Лео Бокерия академик сăмахĕсемпе, ансат правилăсене пăхăнсан çын шăрăх çанталăка çăмăлрах чăтса ирттерме пултарать. Пĕрремĕшĕнчен, чĕрепе аптăракансен яланах çумра седативлă препаратсем (валокордин тата ытти те) пулмалла. Эмелпе пурăнакансем хăйсен тухтăрĕсемпе эмел ĕçмелли графика мĕнле пăхăнмалли пирки канашламалла. Сывă çынсен кунне ăшă шывпа икĕ-виç хут çăвăнмалла. Вăраха кайнă чирсем те шăрăхра амаланма пултараççĕ. Академик сĕнĕвĕпе, çынсем кун пек вăхăтра çăмăл апат (пахча çимĕç) çине куçмалла, пылак шыв вырăнне ахаль тата минераллă шыв ĕçмелле. Хĕртсе хĕвел пăхнă чух хĕвел çине тухма, шăрăхра пуçа тăхăнмасăр (уйрăмах хура çӳçлисем) çӳреме, фастфуд çиме, урамра сутакансенчен хатĕр апат-çимĕç туянма, йывăр ĕç ĕçлеме, алкогольлĕ шĕвексем ĕçме юрамасть. Енчен те çынна ăшă тивнĕ пулсан ăна васкаса сулхăна илсе каймалла, çӳлти тӳмисене салтмалла, чӳречесене уçмалла. Енчен те этем тăнне çухатнă пулсан васкавлă пулăшу чĕнтермелле.
Шăрăх çанталăкра инкекрен сыхланасси, пăчча чăтса ирттересси чи малтан çынран хăйĕнчен килет, ТР Премьер-министрĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Муратов калашле, кун пек çанталăкра пирĕн кирек мĕнле лару-тăрăва та хатĕр пулмалла.
 
«ЕДИНАЯ РОССИЯ» ПАРТИН ТУТАРСТАНРИ УЙРĂМĔН ПОЛИТИКА КАНАШĔ ЧĔНСЕ КАЛАНИ
Хисеплĕ тутарстансем!
Вăраха тăсăлнă шăрăх çĕршыв варринчи регионĕсенче ял хуçалăх культурисене пĕтерчĕ, хăш-пĕр регионсенче ĕçмелли шыв йывăрлăхĕсем кăларса тăратрĕ. Кашни кун тенĕ пек санкцилемен çӳп-çап вырăнĕсенче, вăрмансенче, халăх канакан вырăнсенче пушар тухать.
ТР Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе, республика чрезвычайлă лару-тăру режимне куçрĕ. Чăтма çук шăрăхăн çухатăвĕсене чакарма республика-район влаçĕсем тăрăшаççĕ: ял хуçалăх производителĕсене пулăшаççĕ, пушар сӳнтерекенсен, медицина пулăшăвĕн службисене мобилизациленĕ, халăха ĕçмелли шывпа тивĕçтерессине йĕркеленĕ. ТР Правительстви апат-çимĕç дефицичĕ йĕркелекенсене, чи кирлĕ таварсен хакĕсене ӳстерекенсене чарасси çине тимлĕх уйăрать.
Çакăн пек лару-тăрура патшалăх влаçĕпе вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен пĕрлехи тăрăшулăхĕ кăна халăха çут çанталăк катаклизмĕсенчен сыхлама пултарать. Çакăн пек вăхăтра обществăн мĕнпур вăйĕ пĕрлешмелле, кашни гражданин яваплă пулмалла.
Республика çыннисен ятарлă службăсене пурнăçпа сывлăха, патшалăх тата харпăр пурлăхне упрамалли мероприятисенче пулăшма вăйĕ çитет. Хамăра пĕрлехи хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе вăрмансене каймалла мар, вутпа усă курмалли правилăсене çирĕппĕн пăхăнмалла. Çăлкуçсене тасатма, ялсемпе харпăр хуçалăхсенче шыв запасĕсем хатĕрлеме хушма мерăсем йышăнмалла, инфекцилле чирсем сарăласран санитари требованийĕсене пăхăнмалла.
«Единая Россия» партийĕн Тутарстанри регионти политика канашĕ партин членĕсемпе ун майлисене пурăнмалли мĕнпур вырăнта ĕçсене ертсе пыма, муниципалитетсен ертӳçисене профилактика ĕçĕсене пурнăçлама мĕнпур енчен пулăшмалла. Паянхи тĕп тĕллев – йывăр лару-тăрăва чăтса ирттересси. Эпир пĕрле пулсан кăна тăван ялсемпе хуласене инкекрен сыхласа хăварма пултаратпăр.
 
: 1000, Хаçат: 32 (866)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: