Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Иртнĕ çулсенче август пуçламăшĕнче çĕр ĕçченĕсем акнă тыр-пула пухма кăна тухатчĕç пулсан, кăçал çак ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Трасса çинче ылтăн пĕрчĕсем тиесе элеватора васкакан автомашинăсен вырăнне улăм тĕркемĕсем тиенĕ транспорта ытларах курма пулать. Тӳсме çук шăрăх. Тусан. Сывлăш вĕри, çавăрса илме йывăр. 2010 çулхи вырмана çут çанталăк çакăн пек условисемпе тĕрĕслет. Акнă тыр-пул хăпараймарĕ, курăксем типрĕç, йывăçсен те çулçисем саралаççĕ. Тыр-пул ӳстерес технологисене пăхăнса ĕçлени пĕр усăсăр пулмарĕ пулин те пурнăç нӳрĕкре иккенни çирĕпленчĕ.
Ял хуçалăх предприятийĕсен ертӳçисен кăмăлĕсем япăх. Ял хуçалăхĕнче йывăр лару-тăру. Тыр-пул тухăçĕ питĕ япăх, выльăх апачĕ çитмест, кукуруза ӳсеймест, нумай çул ӳсекен курăксем пĕр хут вырса илнĕ хыççăн тепре хăпараймарĕç. Пăва районĕнчи «Нива» тулли мар яваплăхлă обществăна кĕрекен «Память Ленина» уйрăмĕнчи хирсене çу каçа пĕр хутчен кăна çумăр йĕпетсе кайнă. Ытти çулсенче эпир çак хуçалăхăн пысăк кăтартăвĕсене хамăр хаçат страницисенче пĕрре мар çырса савăннă. Иртнĕ вăхăтсемпе танлаштарсан паян кунта та халсем йывăртарах. «Ĕçлекенсен те кăмăлĕсем япăх», – тет хуçалăх ертӳçи Е.А.Краснов. 400 гектара яхăн лаптăкри акнă тулла вырса сенажа хунă. Сахăр кăшманĕ типет, кукурузăна та вырса улăмпа хутăштарса сенажа хывнă. Тыр-пул тухăçĕ пĕр гектартан чи пысăкки 16 центнер, урпа пĕр гектартан 10–11 центнер тухать, тулă – 9 центнер. Агрофирмăн 8 «Мега Клаас» тата 4 «Дон» комбайнĕ кĕске вăхăтра хирсенчи тыр-пула пуçтарса илеççĕ. Вĕсен тĕллевĕсем ĕлĕкхи пекех: тыр-пула çухатусăр пухса илесси тата техникăна ватмасăр ĕçлеттересси. Выльăх апачĕ хĕсĕкрех пулсан та, алă усмаççĕ кунти ĕçченсем. 1820 пуç ĕне-выльăх шутне чакарасшăн мар хуçалăхра. Выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç вĕçленмен-ха. Тинкеш ял ферминче – 3500 тонна, Нурвахитра – 1500 тонна сенаж хывнă. Утă пурĕ – 260 тонна типĕтсе пухнă. Улăмсене те хирсенчен пуçтарсах пыраççĕ.
«Ĕленте, çак уява августăн 2-мĕшĕнче уявлаççĕ, пĕр ик пĕрчĕ çумăр ӳксен те çĕр тутă юлать», – теççĕ çут çанталăка сăнаса пыракан ватăсем. Çак кун вăл пĕр çул та çумасăр юлмалла мар тет. Эпĕ те çумăра тилмĕрсе тӳпенелле пăхатăп. Инçетре аслати кĕмсĕртетрĕ. Çумăрĕ те пĕр-ик тумлам вĕри çатма çине шыв пĕрĕхнĕ евĕр ӳккелесе илчĕ çак кун. Çĕр-аннемĕр тутă пулайрĕ-ши çак тумламсемпе? Типĕ çул ял хуçалăхĕнчи пĕтĕм ĕçсене çанталăка пăхса йĕркелеме хушать.
 
: 940, Хаçат: 32 (866)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: