Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çĕпрел районĕнчи Матак вăтам шкулĕнче юлашки шăнкăрав хыççăн ачасене çуллахи кану лагерĕ хапăл туса кĕтет. Çуллен кунта 30-шар вĕренекен вăхăта усăллă тата хаваслă ирттерсе канать. Кăçал та лагерь икĕ сменăпа ĕçлерĕ.
Ку тăрăхра шыва кĕрсе киленмелĕх пысăк юхан шывсем çук пулин те ачасен кичемленсе ларма пĕрре те вăхăт çук. Ахальтен мар-çке лагере «Апачи» ят панă вĕсем. Походсене çӳресе вăрманти чĕр чунсемпе ӳсен-тăрансене, сукмаксемпе çул-йĕрсене чăн-чăн индеецсенчен кая мар уйăрма вĕренсе çитнĕ, çĕлен-калта, хурт-кăпшанкă сăхсан çынна пĕрремĕш пулăшу памалли меслетсене те пĕлеççĕ. Паллах, лагерьти пурнăç походсенчен кăна тăмасть, лагерь ертӳçи Т.А.Барышова, Л.П.Шингарева, О.В.Афиногентова воспитательсемпе пĕрле канăвăн кашни кунне ятарлă темăна халалланă: «Чун экологийĕ», «Наркотиксемпе кĕрешмелли кун», «Халапра хăнара», «Сывлăхпа спорт кунĕ», «Экологи кунĕ», «Раççей – манăн çĕршывăм», «Хăрушсăр кустăрма» тата ытти те. Нумай çул çак шкулта тăрăшакан физкультура учителĕ С.Ф.Ульянов та ачасем валли «ĕç тупсах» тăнă: спорт ăмăртăвĕсем, хаваслă старт, пĕчĕк спартакиада…
Хальхи саманара «компьютер», «ача» сăмахсен пĕлтерĕшĕ юнашар, вĕсем уйрăлми тесен те юрать-тĕр, мĕншĕн тесен ача утма вĕренсенех компьютер умне ларать-çке. Паллах, шкулти лагерьте канакансем те компьютерсăр пурăнман. Кун йĕркинче çакăн валли те ятарласа вăхăт уйăрнă. Çав вăхăтрах шахмат-шашка та манăçман, тутлă апат хыççăн ачасем сĕтел çи вăййисенче пĕр-пĕринпе тупăшнă.
Юрă-ташăсăр, пултарулăх конкурсĕсемсĕр мĕнле кану пултăр-ха! Матак вăтам шкулĕнчи «Апачи» лагерьте те акă, концерт та, «Миспа мистер çулла-2010» конкурссем те, КВН та иртнĕ.
– Лагерьти 18 кун мĕнле иртнине сиссе те юлаймарăмăр, – терĕç лагерьте каннă ачасем хăйсен канăвĕ пирки. Çак сăмахсем çумне тата мĕн хушайăн, ачасене килĕшнĕ, вăхăт сисĕнмесĕр иртнĕ-тĕк – лагерь хăйĕн тĕллевне çĕр проценчĕпех пурнăçланă.
 
: 1011, Хаçат: 31 (865), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: