Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ПĔРЛЕ ĔÇЛĔÇ
Июлĕн 21-мĕшĕнче Хусанти (Атăлçи) федераллă университечĕн тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕсем Ильшат Гафуров тата Всеволод Агаков аслă пĕлӳ парас тата пысăк квалификациллĕ кадрсем хатĕрлес енĕпе пĕрле ĕçлесси пирки килĕшӳ тунă. Аслă шкулсем малашне стажировка иртес тата квалификаци ӳстерес тĕлĕшпе пĕр-пĕрин преподавателĕсемпе, докторанчĕсемпе, аспиранчĕсемпе тата студенчĕсемпе ылмашăнĕç. Специалистсем пĕр-пĕрин патĕнче лекцисем вулĕç, наукăлла тĕпчевсем ирттерĕç. Университетсем пĕрле ĕçлесе вĕренӳ, методика тата наука литературисем хатĕрлесе пичетлеме, конференцисем ирттерме планлаççĕ. «Хусан тата Шупашкар университечĕсем медицина, нанотехнологи, машинăсем тăвасси, хими технологийĕсем, фармакологи енĕпе пĕрле вăй хурса ĕçлени пысăк çитĕнӳсем тума май парасси пирки иккĕленместпĕр», – тенĕ ЧПУ ректорĕ В.Агаков.
ПРОФЕССИ ЧАПĔ ӲССЕ ПЫРАТЬ
РФ Сывлăх сыхлав тата социаллă аталану министерствине пăхăнса тăракан вузсене вĕренме кĕмешкĕн заявлени паракансен йышĕ кăçал пĕлтĕрхипе танлаштарсан пĕрре виççĕмĕш пай чухлĕ нумайрах. Июлĕн 15-мĕшĕ тĕлне медицина аслă шкулĕсене пурĕ 128321 абитуриент заявлени панă. «Медицина пĕлĕвĕ патне çамрăксен интерес ӳсни куçкĕрет. Отрасле çамрăк кадрсем çав тери кирлĕ», – тет РФ сывлăх сыхлав тата социаллă аталану министрĕ Татьяна Голикова. Кăçал «Сиплев ĕçĕ», «Педиатри» тата «Стоматологи» специальноçсемпе вĕренме кĕрес текенсем уйрăмах нумай.
Кăçал асăннă министерствăна пăхăнса тăракан вузсем аслă пĕлӳллĕ 30 пин ытла специалист хатĕрлесе кăларнă. Çав шутра – 13,5 пин врач-терапевт, 5 пин ытла педиатр, 1,5 пин ытла санитари врачĕ, 4 пине яхăн стоматолог, 3,5 пин провизор, 2 пин медицина сестри.
ЛИДЕР СУЙЛАÇÇĔ
Иртнĕ эрнере Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри VIII «Студенческий лидер – 2010» конкурсăн Атăлçи округĕнчи тапхăрĕ вĕçленнĕ. Мероприяти Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче иртнĕ. Унта Атăлçи тăрăхĕнчи 10 субъект представителĕсем – пурĕ 100 çынна яхăн – хутшăннă. Программăна экскурсисем, мастер-классем, тренингсем тата ăмăртусем кĕнĕ. Регионти тапхăрта Пĕтĕм Раççейри конкурса кайма чи пултаруллисене суйланă.
Конкурсăн тĕп тĕллевĕ – лидерсене тупса палăртасси. Вĕсем кайран хăйсен регионĕнче студентсен хушшинче çамрăксен политикине аталантарĕç. Юлашки тапхăр çĕнтерӳçине автомобиль парса чыслаççĕ. Хусан университечĕн чысне регионти тапхăрта Юлия Виноградова хӳтĕленĕ. Иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕскер, вăл сентябрьте Краснодар крайĕнчи Дивноморска кайса конкурсăн финалне хутшăнĕ.
90 ÇĔРШЫВРАН
Тверь облаçĕнчи Селигер кӳлли хĕрринче пиллĕкмĕш çул «Селигер» вĕрентӳ форумĕ иртрĕ. Кăçал унта 90 çĕршывран 2 пине яхăн тата Раççейрен 1 пин çамрăк хутшăнчĕ. Тутарстанран та 30 студент кайрĕ унта, вĕсем тĕнче политики, массăллă хыпар хатĕрĕсем, тăван тавралăх, бизнес тата инновацисем, пултарулăх тата дизайн енĕпе ĕçлерĕç форумра. Çамрăксем «Селигерта» лекцисем итленĕ, çавра сĕтелсем, мастер-классем йĕркеленĕ, спортпа тата туризмпа аппаланнă. Чи интересли вара кулленхи йăла ыйтăвĕсене татса парассинче пулнă: ют çĕршыв çамрăкĕсем те, пирĕннисем те палаткăсенче пурăннă, апат кăвайт чĕртсе хăйсем пĕçернĕ... Çакăн пек чух чĕлхе пĕлмесен те пĕр-пĕрне ăнланма, çывăхрах туслашма пулать теççĕ форума йĕркелекенсем. «Селигера» хутшăнакансемшĕн чи асра юлмалли самант, паллах, РФ Президенчĕ Дмитрий Медведев килсе кайни.
 
: 1028, Хаçат: 31 (865), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: