Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çанталăк çине çакăн чухлĕ тимлĕх уйăрни юлашки 40 çулта пулман. Темиçе уйăх пĕр тумлам çумăрсăр, шăрăх тăракан кунсем экономикăна калама çук пысăк сиен кӳнисĕр пуçне халăхăн сывлăхĕшĕн те хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Тĕслĕхрен, Хусанта иртнĕ эрнере кăна çынсем васкавлă пулăшăва 7 пин хут чĕнтернĕ. Телее, республикăри лару-тăру Владимир, Чулхула облаçĕсенчи пекех мар (унта çĕршер гектар вăрман,
ял-ял çунать), апла пулин те сисчĕвленмелли пирĕн те пур: вăрмансенче 5-мĕш класлă пушар хăрушлăхĕ тăрать, хăш-пĕр районсенче шыв çитмест. ТР Министрсен Кабинетĕнче июлĕн 27-мĕшĕнче иртнĕ брифинга шăпах çак ыйтусене халалларĕç.
Сăмах та çук, шăрăх çанталăка пула тыр-пул, пахча çимĕç пĕтни чĕрене ыраттарать, çавах та республикăра паян кунтан та çивĕчрех ыйту – шыв çитменни – палăрни, тата хытăрах шухăшлаттарать. Хальхи вăхăтра республикăн 28 муниципаллă йĕркеленĕвĕнче халăха шывпа тивĕçтерессипе йывăрлăхсем пур, 21-шĕнче шыв çитмест. Шыв дефицичĕ Арск, Елабуга, Заинск, Лениногорск, Теччĕпе Пăлхар хулисенче палăрать, çаплах Хусан çывăхĕнчи Северный, Салмачи, Царицынский Бугор, Çĕнĕ Сосновка, Вознесение тата Нагорный поселоксенче те шыв çителĕксĕр.
Чăтма çук шăрăха пула йĕркеленнĕ çак лару-тăрăва çăмăллатас тĕлĕшпе республика мĕнпур енчен тăрăшать. Пĕрремĕшĕнчен, кун пек ялсемпе поселоксене вырăнти хăй тытăмлăх управленийĕсем халăх валли ĕçмелли шыва тӳлевсĕр кӳрессине йĕркеленĕ, иккĕмĕшĕнчен, 10 километр кивĕ шыв пăрăхĕсене çĕннисемпе улăштарнă, 4 шыв башни лартнă, 16 артезиан башнине хута янă, 13 шыв насусне улăштарнă.
Брифинга хутшăннă ТР строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн çумĕ Е.Волков республика халăхне шывпа тивĕçтерес ыйтăва пĕтĕмпех татса пама 350 километр шыв пăрăхĕ, темиçе километр электричество сечĕ тăсмаллине, 85 хушма скважина, 87 насус, 28 шыв башни лартмаллине, пĕтĕмпе çак ĕçсене тума 622,4 миллион тенкĕ кирлине пĕлтерчĕ.
Районсемпе хуласенче шыв çитменнин сăлтавĕ çĕр айĕнчи шыв запасĕ ытла тарăн вырнаçни пулсан, Хусан çывăхĕнчи поселоксенче – шыв парса тăрассине йĕркелеменни. Хусан ĕçтăвкомĕн ÇКХ комитечĕн ертӳçи А.Фролов пĕлтернĕ тăрăх, Хусана куллен Атăлтан 370, çĕр айĕнчи скважинăсенчен 70 пин кубла метр шыв килет. Чăн та, Хусан хулинчи çуртсене шывпа тивĕçтерессинче йывăрлăхсем питех çук. Поселоксенче вара шыв çитменнинче халăхăн хăйĕн те айăпĕ пур. Кунта пурăнакансем çурчĕсене хăйсем тĕллĕн шыв кĕртнĕ, шута илекен приборсем лартманнипе нумайăшĕ шыва кирлинчен ытла тăкаклать, çакна пула каçхине, шăпах пахча шăварнă вăхăтра, шыв пурне те çитмест. Тата хăшĕ-пĕри ытти урамсене каякан шыва ятарласа чарса лартнă тĕслĕхсем те пур. А.Фролов пĕлтернĕ тăрăх, поселоксене те шыв парса тăрас ыйтăва татасси укçа-тенкĕпе çыхăннă, ун сăмахĕсемпе, ку сумма 250 миллион тенкĕ.
Çӳлерех асăннă пекех, ку поселоксене те ĕçмелли шыва тӳлевсĕрех кӳрессине йĕркеленĕ. Шывпа тивĕçтерес ыйтупа хусансен «Водоканалăн» диспетчерне 231-62-60 телефонпа шăнкăравламалла. Мĕншĕн тесен ĕçмелли шыв çитмен вырăнсене шыв кӳрессине район администрацийĕсем «Водоканалпа» пĕрле татса параççĕ.
Чăтма çук шăрăха пула республикăри юхан шывсемпе кӳлĕсенче шыв шайĕ чакнине кашни асăрхама пултарать. Паллах, сăмах кунта пĕчĕк юхан шывсем пирки кăна пымасть. ТР шыв ресурсĕсен уйрăмĕн ертӳçин çумĕ Н.Шинкарева каланă тăрăх, Европăри чи пысăк шутланакан Куйбышев водохранилищинче те çумăр çуккине пула куллен шыв шайĕ 3-5 сантиметр чакать. Юлашки 17 çулта кун пекки Куйбышев водохранилищинче пулман. Телее, хальлĕхе пĕр япала кăна савăнтарать – унти шыв пахалăхĕ пирки пăшăрханмалли çук, вăл вараланни пирки, хальлĕхе, шыв ресурсĕсен уйрăмне хыпарламан.
Çапах та лару-тăру çăмăлах мар пулин те тутарстансен ĕçмелли шыв пирки пăшăрханмалла мар. ТР гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен министрĕн çумĕ Николай Суржко паянхи пек типĕ çанталăк тепĕр икĕ çул тăрсан та республикăри çĕр айĕнчи тĕрлĕ тарăнăшри шыв запасĕсем халăхшăн çителĕклĕ пулнине каларĕ.
Хĕвел кунран кун хытă хĕртнине пула пушар тухас хăрушлăх, уйрăмах вăрмансемпе типĕ курăклă çарансен çывăхĕнчи ялсенче, пысăк. Вăрмансенче 5-мĕш каласлă пушар хăрушлăхĕ тăрать. Çавăнпа пушар хăрушсăрлăхĕн мĕнпур майне пăхăнмалла. Шел пулин те, ку енĕпе те республикăри хăш-пĕр районта йывăрлăхсем пур. Пушар тухасран сыхă тăма шывпа тивĕçтермен ялсенче ку ыйту уйрăмах çивĕч. Хальхи вăхăтра çакăн пек ялсен шучĕ республикăра 290. Лару-тăру ку енĕпе Актаныш, Ешĕлвар, Пĕкĕлме, Мамадыш, Çĕнĕ Шуçăм районĕсенче йывăр. Çавăнпа та Николай Суржко шăрăх тăнă вăхăтра çак çанталăка чăтса ирттерме, пушартан сыхланма мĕнпур ведомствăн, кашни çыннăн пĕрле ĕçлемеллине аса илтерчĕ. Ялсенче пĕвесем çук-тăк, хуçалăхри пушă цистернăсене, пичкесене шыв тултарса тытмаллине тата, паллах, вутпа асăрхануллă пулмаллине каларĕ.
 
: 961, Хаçат: 31 (865)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: