Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (08.12.2019 03:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Юнкун, июлĕн 28-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем РФ Президенчĕн Дмитрий Медведевăн ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумне – ЧР ял хуçалăх министрне Михаил Игнатьева Чăваш Республикин Президенчĕн полномочийĕсене парасси çинчен калакан представленине пăхса тухнă. Ларăва РФ Президенчĕн Федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Григорий Рапота, ЧР Президенчĕ Николай Федоров, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Николай Бударин тата Павел Семенов, Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн РФ Федераллă Пухăвĕн Федераци Канашĕнчи представителĕ Владимир Слуцкер, муниципаллă йĕркеленӳсен пуçлăхĕсем тата ыттисем хутшăннă. 43 депутатран 37-шĕ сĕннĕ кандидатурăшăн сасăланă, 5-шĕ хирĕç, пĕри сасăлама тăхтанă.
– Михаил Игнатьев умĕнче çивĕч проблемăсем тăраççĕ. Республика аталанать, кунта пирĕн пурин те тӳпе пур, анчах та малашне нумай ĕçлемелле пулать. Николай Федоров ертсе пынă вăхăтра Чăваш Ен çӳле çĕкленчĕ. Çĕнĕ Президентăн тĕллевĕ – республикăна малашне те ăнăçлă аталантарасси, – терĕ Григорий Рапота.
Николай Федоров çĕнĕ Президент пирки: «Михаил Игнатьев – тивĕçлĕ çын, халăхшăн ĕçлет, çӳллĕ шайри ертӳçĕ», – терĕ. Михаил Игнатьев хăйне шаннăшăн тав турĕ: «Республикăра нумай ĕç пурнăçланнă ĕнтĕ, умра вара – çĕнĕ тĕллевсем. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, пирĕн ума çĕнĕ задачăсем лартсах тăрать. Тăван республикăна аталантарассишĕн пĕтĕм пĕлĕве тата вăя хурса ĕçлĕп», – терĕ вăл.
Михаил Васильевич Игнатьев 2004 çулхи майăн 6-мĕшĕнчен пуçласа паянхи кунччен ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ЧР ял хуçалăх министрĕ пулса ĕçлет. Вăл Шупашкар районĕнче 1962 çулта çуралнă. Шупашкарти энергетика техникумне, Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне, Мускаври потребитель кооперацийĕн университетне, Патшалăх службин Атăлпа Вятка академине пĕтернĕ. 1981 çулта ĕç çулне «Химпром» ПОра электромонтертан пуçланă. Унтан Шупашкар районĕнчи «Прогресс» хуçалăхра комбайнер пулăшуçи, бригадир, производство участокĕн начальникĕ, «Прогресс» ХАО директорĕ пулса ĕçленĕ. 1996 çулта М.Игнатьева ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ пулма шаннă. 1999 çулхи июльтен пуçласа 2002 çулхи январьччен Шупашкар районĕн пуçлăхĕнче тăрăшнă. 2002 çултан ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ – ЧР ял хуçалăх министрĕ. Михаил Игнатьев çемьеллĕ, мăшăрĕпе пĕрле ывăлпа хĕр ӳстернĕ.
 
: 898, Хаçат: 31 (865)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: