Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«ТЕЛЕЙ ÇЫРĂВĔСЕМ» ЙЫШЛАНАÇÇĔ
Йĕркесĕр водителе çул-йĕр правилисене пăснăшăн тыттаракан яваплăха çирĕплетни те, çул çинчи транспорт юхăмне сăнакан видеокамерăсен шутне ӳстерни те ăс кĕртеймест-тĕр, çавах та... Республикăн тĕп автоинспекторĕ Рифкат Минниханов пĕлтернĕ тăрăх, водитель хăвăртлăха ӳстернине, хĕрлĕ çутă çуннă чух каçса кайнине ӳкерекен видеокамерăсем çумне çитес вăхăтра тата ытти правилăсене пăснине ӳкерекен видеокамерăсем хушăнаççĕ. Хальхинче вăл юраман çĕрте лартнă, автобус йăрăмĕпе иртекен, çуран çӳрекенсем каçмалли вырăнта чарăнман автомобильсене, водитель е машинăра ларса пыракансем хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе çыхăннипе çыхăнманнине сăнать.
Транспортсене çӳреме чарса ларакан автомобиле умĕнчен, хыçĕнчен тата руль умĕнче водитель çуккине çирĕплетекен тата çак курăнăва тепĕр 5 минутран ӳкернĕ сăнӳкерчĕксене «телей çырăвĕпе» машина хуçине ярса параççĕ. Р.Минниханов сăмахĕсемпе, ку судра ыйтусем сиксе тухасран кирлĕ.
Правилăна пăсса автомобиле çул хĕрринче лартнине юнашар йăрăмпа иртекен ПАИ машининчен ӳкереççĕ. Йĕркене пăсакан водителе 300 тенкĕ штраф тӳлеттереççĕ.
Антирадар пур водительсем юлашки вăхăтра видеокамерăсем автомобиль иртсе кайсан сасă кăларни пирки калаççĕ. Рифкат Минниханов çакна антирадарлă водительсем видеокамерăсем умĕнче кăна хăвăртлăха чакарнипе сăлтавлать. Çавăнпа та çĕнĕ йышши видеокамерăсем хăйсен йĕри-таврашне 360 градус таран сăнанисĕр пуçне, машинăна иртсе кайсан та «куçран» вĕçертмеççĕ. Çавăнпа та кун пек чух видеокамерăсем иртсе кайнă автомобилĕн хыçалти номерне ӳкерсе юлаççĕ.
Хусанти транспорт юхăмне сăнакан 67 видеокамера çумне çитес вăхăтра тата 105 хушăнать.
ПĔР ТУМЛАМ ТА ЮРАМАСТЬ
Июнь уйăхĕн вĕçĕнче РФ Патшалăх Думи иккĕмĕш вулавра çул-йĕр хăрушсăрлăхне пăснăшăн тӳлеттерекен штрафсене ӳстерме йышăннă.
Япăх курăнакан е стандартлă мар, е тĕрĕс мар çирĕплетнĕ номерпе çӳренĕшĕн водителĕн малашне 100 тенкĕ вырăнне 500 тенкĕ тӳлемелле. Çак суммăнах чӳречене ытлашшипех тĕттĕмлетнисен (высокая тонировка) те кăларса хума тивет.
Çаврăнупа е сулахаялла пăрăннипе çыхăннă хирĕçле йăрăм çине кĕрсе кайнăшăн правана 4 уйăхран тытăнса 6 уйăхчен туртса илеççĕ, видеокамера ӳкерсен 5 пин тенкĕ таран штраф тӳлеттереççĕ. Пĕр енлĕ юхăмра хирĕçле йăрăм çине кĕрсе пынăшăн 5 пин тенкĕ штраф тӳлемелле е 4-6 уйăха правана туртса илеççĕ.
Çул хĕрринчи е çул çинчи паллăсене пăхăнманшăн штраф 300 тенкĕ, юраман çĕрте çаврăннăшăн е сулахаялла пăрăннăшăн штраф сумми 100 тенкĕрен 1-1,5 пин тенке çитет.
Тĕп правило пирки те манман Патшалăх Думи, РФ Президенчĕ Д.Медведев сĕннĕ руль умне ларакан водителĕн алкогольлĕ шĕвек ĕçме юранă нормăна пăрахăçласси çинчен проекта пăхса тухнă. Унпа килĕшӳллĕн, малашне Раççейре руль умне ларнă водителĕн алкогольлĕ шĕвеке пĕр тумлам та ĕçме юрамасть.
 
: 1049, Хаçат: 30 (864), Категори: Çул–йĕр хăрушсăрлăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: