Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ÇĂКĂР ХАКĔ
Тутарстанăн тырри те, çăкăр пĕçермелли çăнăхĕ те республика халăхне тăрантармалăх çителĕклĕ. Çăкăр пĕçерекен предприятисен запасĕнче паянхи кун 460 пин тонна тулă, 200 пин тонна ыраш. Çак кунсенче ятарлă комисси запассене вырăна тухса тĕрĕсленĕ хыççăн çӳлерех асăннă цифрăсем тĕрĕссине çирĕплетнĕ. Хальхи вăхăтра тырă авăртакан тата çăкăр пĕçерекен предприятисен пĕрле ĕçлемелли механизмĕ мĕнле пулмаллине шутлаççĕ. Аса илтеретпĕр, вăл ТР Правительствин тата ТР Прокуратурин тимлĕхĕнче. Типĕ çанталăкпа усă курса çăнăхпа тырă хакне ӳстерсе пуякансен вара Федерацин монополие хирĕç службипе калаçма тивĕ. ТР ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕ М.Ахметов каланă тăрăх, Тутарстанăн çăкăр хакне ӳстерме сăлтав çук, ку ыйтăва çĕнĕ çулччен те пăхса тухмаççĕ.
КӲРШĔРЕ ШАНĂÇ
Тутарстан ял хуçалăхĕсенчи выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма çителĕклĕ апат хамăр республикăра хатĕрлеме кăçал май çук. Выльăх шутне вара ниме пăхмасăр сыхласа хăварма тĕллев лартнă. Эппин, выльăх апачĕпе Раççейĕн ытти регионĕсем пулăшасси çине кăна шанчăк. Ку тĕлĕшпе республика вĕсемпе килĕшӳсем тума та тытăннă. Утă-улăмпа, сенажпа Киров, Орел облаçĕсем, Марий Эл, ытти республикăсем пулăшма шантараççĕ. ТР инвесторĕсем Раççейĕн кăнтăрти регионĕсенче кукуруза, хĕвел çаврăнăш хирĕсене туянаççĕ, вырăнти хуçалăхсене вырмара пулăшса улăм, тырă илеççĕ.
Юлашки 30 çулта пĕрремĕш хут улăма та Тутарстан шута илме тытăнчĕ. Типĕ çанталăклă çул урăхла пулма та пултараймасть, мĕншĕн тесен кăçал улăм та пахалăхлă апат вырăнĕнче. Сăмах май, ТР Президенчĕ республикăн нумай выльăх тытакан хуçалăхĕсене выльăх апачĕ хатĕрлеме пулăшу – республика бюджетĕнчен 500 миллион тенкĕ – уйăрчĕ.
СĂВĂМ ЧАКАТЬ
Выльăх çӳрекен вырăнсенчи курăк тахçанах типни, выльăх апачĕ çителĕклĕ пулманни сăвăм çине витĕм памасăр иртмест, паллах. Юлашки вăхăтра республикăн талăкри пĕтĕмĕшле сăвăмĕ пурĕ те 3776 тонна кăна пулчĕ. Çакă çу пуçламăшĕнчи кăтартуран самай сахал. Хальлĕхе сĕт сăвассипе Элкел, Арск, Балтаси, Кукмор, Ешĕлвар, Актаныш районĕсем малта. Ыттисенче пуринче те сăвăм чакнă.
ВЫРМА
ТР Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министерстви вырмана июль уйăхĕнчех вĕçлеме планланăччĕ, анчах пуçăннă ĕçе ку уйăхрах вĕçлес тесен кунне 70 пин гектартан кая мар лаптăкри тыр-пула пухса кĕртмелле. Тĕрĕссипе вара, вырман чăн хăвăртлăхĕ самай пĕчĕк. Хĕрӳ ĕç пуçланнăранпа 183,4 пин гектарти тырра çапнă. Республикăра пĕр гектара тивекен вăтам тухăç – 8,6 центнер. Актаныш районĕнче вăл – 12,5 центнер, Апас, Ешĕлвар, Кайпăç, тата Пĕтреç районĕсенче 11 центнер ытларах.
Атня, Павлă, Елабуга, Анат Кама, Саба, Ютаза тата ытти районсенче пурĕ те 7 центнертан иртмест. Кăçал Тутарстан пĕтĕмпе те 1 миллион тоннăран ытла тухăç илеймест.
ПЫЛСĂР СĂПАС
Арск районĕн утарçисем çак кунсенче пыл юхтарма пуçланă. Сăмах май, пĕлтĕр вĕсем пурĕ 260 тонна пыл илнĕччĕ, кăçалхи типĕ çанталăка пула унăн çурри те çук, мĕншĕн тесен чечексем вăхăтран малтан шанма ĕлкĕрчĕç. Арсксем пыл юхтарнипе пĕрлех вĕллесене хĕллене те хатĕрлеме тытăннă, ку ĕçе пĕлтĕрхинчен 25 кун маларах пуçăннин сăлтавĕ – икĕ хут илмелĕх пыл çукки. Çавăнпа та кăçалхи пыл Сăпасĕ утарçăсемшĕн пĕтĕмлетӳ тумалли уяв пулмасть. Хальхи вăхăтра вĕсем вĕлле хурчĕсене хĕллене апатлантарма сахăр песокĕ хатĕрлеççĕ, рациона пĕлтĕрхинчен улăштарма тивет, ытти çулсенче хĕллехи апачĕн 70 проценчĕ пылран, 30-шĕ сахăртан тăнă-тăк, кăçал сахăрпа пыл 50-шар процент пулĕ.
ЧĔКĔНТĔР ТУХĂÇĔ
Кăçал Тутарстан малтан палăртнă чухлĕ сахăр песокĕ илеймест, çавăнпа урăх регионсенчен туянма планлать. Типĕ çанталăк сахăр чĕкĕнтĕрне те сиен кӳмерĕ мар, чăн та, синоптиксем август вĕçĕнче çумăр çăвасса шантараççĕ, тымар çимĕçĕн ӳсме тепĕр уйăх пур, анчах ку пурпĕр лару-тăрăва лайăхлатаймасть. ТР ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕн М.Ахметовăн сăмахĕсемпе, Краснодар, Ставрополь крайĕсенче, Ростов, Орел, Курск облаçĕсенче ку культурăн тухăçлăхĕ пĕлтĕрхинчен те нумайрах пулмалла. Çитеймен сахăра Тутарстан вĕсенчен туянма шутлать.
ТУЯНМА ТИВЕТ
Кăçал республикăри хуçалăхсем иккĕмĕш çăкăра 96 пин гектар лаптăка лартнă пулин те çĕр улми республика халăхне çителĕклĕ пулаймасть. Пĕтĕмпе те 630 пин тонна кăна тухăç илейĕç, унран 300 пин тоннине тӳрех вăрлăха хурĕç. Çавна кура ТР ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕ М.Ахметов пысăк хуласенчи районсен пуçлăхĕсене çĕр улмине, ытти пахча çимĕçе хула халăхĕ валли урăх регионсенчен туянмалли çинчен каланă.
 
: 1108, Хаçат: 30 (864), Категори: Ял хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: