Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТУТАРСТАНРА кăçал 37356 ача (7633-шĕ сахал тупăшлă, ăнăçсăр, усрава илнĕ çемьесенчен) пĕрремĕш класа каять. Çакна кура июлĕн 27-мĕшĕнче республикăра «Шкула пуçтарăнма пулăш» ыр кăмăллăх акцийĕ пуçланать, аса илтеретпĕр, ырă йăлана кĕнĕскер, вăл тăваттăмĕш çул иртет. Пĕлтĕр, тĕслĕхрен, 19 миллион тенкĕ пуçтарса 15740 ачана шкула пуçтарăнма пулăшнăччĕ. Кăçал та ырă кăмăллă çынсем, предприятисемпе организацисем, предпринимательсем айккинче юлмĕç. Яланхи пекех акцие «Единая Россия» партипе пĕрле ирттерĕç. Парти ĕçтăвкомĕн ĕçченĕсем тата унăн ертӳçи В.Бударин хăйсен пĕр кунхи ĕç укçине акцин счечĕ çине куçарнă та ĕнтĕ. В.Бударин каланă тăрăх, çакăн йышши мероприяти ирттерессипе Тутарстанăн опычĕ Раççейри ытти регионсене те интереслентерет.
СВИЯЖСК культура палăкне çĕнĕрен çĕклеме тытăнни пуринчен ытла çав утравра пурăнакансене савăнтарать, туризм йĕркеленсен вĕсем валли те ĕç пулать-çке. Çавах та проектпа реконструкцие лекекен урамсенче, чиркӳсен çумĕнче тĕпленнисем (200 çынна яхăн) пуринчен те телейлĕрех-тĕр, унсăрăн вĕсен çĕнĕ хваттере куçас шухăшĕ ĕмĕтре кăна юлатчĕ. ТР Çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Свияжск утравĕнче социаллă ипотека программипе 12–13 çурт лартма хатĕрленеççĕ, вĕсенчен 5-шне тума тытăннă та.
АНАТ КАМА хулинчи ĕçпе тивĕçтерекен центр «Стажировка» программăна хута янă. Çапла майпа Анат Камăри вĕренӳ заведенийĕсенчен вĕренсе тухнисем хăйсен профессийĕпе практика иртме пултараççĕ. Ĕç паракансем çамрăк специалистсемпе вăхăтлăх килĕшӳ туса кашнине наставник çумне çирĕплетеççĕ. Енчен те выпускник хăйĕн пултарулăхне кăтартайсан ăна предприяти яланлăха ĕçе илме те пултарать. Стажировка вăхăтĕнче выпускника та, наставника та ĕç укçи тӳлеççĕ.
* * *
Çынсем вутпа асăрханусăр пулнипе çак кунсенче Анат Кама районĕнчи Смыловка ялĕ хыçĕнчи çаранти типĕ курăк тивсе кайнă та самантрах 1 гектар çĕре кĕллентернĕ. Пушар сӳнтерекенсем вăхăтра çитнĕ пулин те вутпа икĕ сехет кĕрешме тивнĕ. Çав кунах Агрыз районĕнчи Кадыбаш ялĕ патĕнче те 800 тăваткал метр чухлĕ çерем çуннă. Çак сăлтавпах Çĕпрел районĕнчи Матак ялĕнче те чутах хăрушă инкек пулайман. Унта хĕрлĕ автан ялпа вăрман хушшинчи çерем çинче ташланă. Телее, ял халăхĕ вута вăхăтра сӳнтерсе ĕлкĕрнĕ.
ÇЫРЧАЛЛИСЕМ хулари дельфинарире çуралнă пĕчĕк дельфин валли «И» сас паллирен пуçланакан илемлĕ ят уйăх ытла шыранă. Конкурса хутшăнакансем çак вăхăтра 700 ытла ят сĕннĕ. Пĕчĕк дельфин ама е аçа пулни халех паллă маррипе çынсем хĕр ячĕ те, арçын ячĕ те хатĕрленĕ. Çапла вара конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, пĕчĕк дельфина ама пулсан – Инди (Çырчаллинчи Евгений сĕннĕ), аçа пулсан Ибрис (Анат Камăри Иван Петров тупнă) ят хурĕç. Çĕнтерӳçĕсене дельфинарие виçĕ çын кĕмелĕх йыхравпа тата дельфинпа пĕрле ишмелли сертификатпа чыслаççĕ.
 
: 1046, Хаçат: 30 (864), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: