Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ахаль мар пуçтарăнчĕç июнĕн 29-мĕшĕнче Пăва районĕнчи Пӳркел ялĕнче пурăнакан çамрăксемпе ватăсем Культура çурчĕ çумĕнчи çарана. Кунта çак кун Хăят уявне уявларĕç.
Хăят уявĕ вăхăтпа ĕлĕк уй чӳкĕ ирттернĕ тапхăрпа тӳр килет. Шăп çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче тăхăрьялсем уй чӳкĕ ирттернĕ. Выльăх пусса, пăтă пĕçерсе, вăйă каласа Аслă Турăран тыр-пула лайăх ӳстерсе пухса илме ырă çанталăк ыйтнă. Çак мешехене тăхăр çула пĕрре Хăят улпучĕ Н.Теренин шурă ăйăр ӳстерсе парса тăнă. Те вăл Тăхăрьялăн туртса илнĕ çĕрĕсемшĕн парне пулнă, те тыр-пул ӳстерекен пуян кăçалхи пек çумăра тунсăхланă пулнă – ватăсем татса каласа параймаççĕ.
Патша тарçисем пирĕн халăха хăй тĕнне тытса пыма чарасшăн пулнине пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ. Уй чӳкĕ иртмелли вăхăтрах Хăят ялĕнче ярмăрккă ирттерме тытăнаççĕ. Çак яла тӳрĕрен çул Пӳркел ялĕ урлă пулнă. Ярмăрккăран таврăннă чух тăхăрьялсем Пӳркелĕнчи ратне юлташĕсем патне кĕрсе хăна пулнă. Уй чӳкĕ Хăят ятлă уява çаврăннине ялти тавра пĕлӳçĕсем çапла каласа параççĕ.
Хăят уявĕ Пӳркелĕнче кăçал пиллĕкмĕш хут иртрĕ. Ăна çĕнĕрен хĕрĕх çул иртсен пуçласа ячĕç. Ялти тавра пĕлӳçĕ М.Вериялов, Культура çурчĕн ĕçченĕсем, пулăшакан «Вамин-Буа» агрофирмăн «Гигант» уйрăмĕн ертӳçисем, вырăнти ял хутлăхĕн Канашĕ çак уява пысăкрах шайра ирттерме ĕмĕтленеççĕ. Кăçал тата тепĕр паллă ĕç тӳр килчĕ çак кунпа. Пӳркел ялĕнче чиркӳ çĕклес вырăна светить турĕç. Халăх вăйĕпе çĕклеме йышăннă Турă çурчĕн вырăнĕнче Пăва хулинчи Троица прихучĕн настоятелĕ, протоиерей Иоанн Ткачук кĕлĕ вуласа çветтуй шыв сапрĕ.
«Микула килет вăййа май,
Хăят килет ĕçе май», –
тесе юрланă пирĕн асаннесем. Хăят – ĕççи пуçланас умĕнхи юлашки уяв, çĕр ĕçченĕсене уй-хир ĕçĕсем кĕтеççĕ.
 
: 1009, Хаçат: 29 (863)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: