Ку эрнере Мускавра Раççей субъекчĕсен патшалăх власть органĕсемпе ĕçлекен РФ ФС Федераци Канашĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта коррупцие хирĕç кĕрешмелли ыйтусене сӳтсе яврĕç. Ларăва РФ Президенчĕ Дмитрий Медведев ертсе пычĕ. Закон кăларакансен канашлăвĕнче Тутар- стан Парламенчĕн пуçлăхĕ Фарид Мухаметшин доклад турĕ. Унта вăл республикăра коррупцие хирĕçле йышăннă мерăсене асăнчĕ, хăш-пĕр федераллă законсене айван тесе палăртса улшăнусем кĕртсе çĕнетмелли пирки каларĕ.
Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев çĕршывра патшалăхăн массăлла хыпар хатĕрĕсене пĕтĕмпех пĕтересси пирки иккĕленнине пĕлтернĕ. Çакна вăл «Петербург диалогĕ» форума хутшăнакансем МХХсене патшалăх секторĕнчен харпăр алла майĕпен куçарса пырассине хирĕç каланă. «Патшалăхăн массăлла хыпар хатĕрĕсенчен хăвăртрах тармалла тенипе эпĕ килĕшместĕп. Интернет-технологис ем паянхи кун патшалăхăннипе харпăр компанисем хушшинчи чикĕсене пăсаççĕ, хыпар камăннине хăш чух пĕлме те çук. Ку ыйту çине çăмăлттайла пăхмалла мар», – тенĕ вăл Екатеринбургра иртнĕ форумра.
Июлĕн 14-мĕшĕнче ТР Патшалăх Советникĕ Минтимер Шаймиев Хусан Кремлĕнче Японин Раççей Федерацийĕнчи чрезвычайлă тата полномочиллĕ посолне Масахару Конона кĕтсе илчĕ. Япони посолĕ Хусана виçĕ кунлăха килнĕ. Çак вăхăтра вăл «КАМАЗ» УАОна, «Алабуга» экономика зонине, информаци технологийĕсен паркне, Хусанти федераллă университета çитсе килчĕ, Японин хальхи кино фестивальне уçнă çĕре хутшăнчĕ. Минтимер Шаймиевпа Масахару Коно ытларах республикăн экономика аталанăвĕ пирки калаçрĕç.
Тутарстанра çар хĕсметне илсе каясси вĕçленчĕ. Атăлçипе Урал çар округĕн штабĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çурхи призыв кампанине туллин пурнăçланă. Пурĕ хĕсмете 7 пин çамрăка илсе кайнă. Çав шутран 3 пинĕ ятарлă специальноçпа çар ретне тăнă, 2 пинĕ аслă пĕлӳллĕ. Çĕнĕ салтаксен юлашки командине Тутарстанăн çар комиссариатĕнчен июлĕн 11-мĕшĕнче илсе кайнă, вĕсем Йошкар-Ола çывăхĕнчи стратегилле пĕлтерĕшлĕ ракета çарне лекнĕ.