Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ĕнер, июлĕн 8-мĕшĕнче Раççей чи хитре уявсенчен пĕрне – Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне паллă турĕ. Çемьене упракан çветтуйсене Петрпа Феврония Муромски кнеçсене халалланă праçник виçĕ çул каялла çĕнĕрен чĕрĕлчĕ кăна мар, ăна Раççейри тĕрлĕ тĕн халăхĕ хапăлласах йышăнчĕ. Уявăн хăйĕн символĕ те пур – салтак тӳми чечекĕ. Уява йĕркелекен комитета РФ Президенчĕн мăшăрĕ Светлана Медведева ертсе пырать.
Тутарстанри çемье, юрату тата шанчăклăх лару-тăрăвĕпе журналистсене ТР Министрсен Кабинечĕн ЗАГС Управленийĕн пуçлăхĕ Эльмира Зарипова, Хусанти чиркӳсен благочиннăйĕ, протоиерейĕ Алексей аттепе Кул Шариф мечĕтĕн имам-хатибĕ Рамиль хазрат паллаштарчĕç.
ПЕТРПА ФЕВРОНИЙĂН ЮРАТĂВĔ
Православи календарĕ тăрăх, июлĕн 8-мĕшĕ юратăвĕпе шанчăклăхĕ легендăна çаврăннă çветтуйсен, Петрпа Феврония Муромски кнеçсен уявĕ. Анчах мĕншĕн-ха чиркӳ 780 çул каялла уявăн никĕсне шăпах çак мăшăрăн пурнăç ӳкерчĕкне илнĕ, вĕсен хăйсен ачисем пулман-çке?
Легенда тăрăх, Муром кнеçĕ Петр питĕ хытă чирлесе ӳксен ăна ахаль халăхран тухнă хĕрсĕр, Февронийăсăр пуçне урăх никам та сыватайман. «Пулăшăттăм, анчах качча кайманскер эпĕ сан çумна перĕнейместĕп. Енчен те кайран мана качча илме шантаратăн пулсан, сыватăп», – тенĕ хĕр. Чирпе халтан кайнă Петр хăвăртрах сывалас тесе хĕре качча илме сăмах панă. Чăнах та, сывалсан хăй сăмахне тытнă вăл.
Анчах кнеçĕн çăмăлттайлăхĕ боярсене килĕшмен, кнеç арăмĕ Феврония сĕтел çинчи çăкăр тĕпренчĕкне алăпа пуçтарса çинине курсан пушшех те тарăхса кайнипе кнеçе арăмне хăваласа яма ыйтнă. Феврония хирĕçлемен: «Эпĕ каятăп, мана хампа пĕрле чи хаклине илме кăна ирĕк парăр», – тенĕ вăл. Боярсем килĕшнĕ. Анчах çав вăхăтра Февронийăшăн чи хакли мăшăрĕ пулнине никам та шутламан-çке. Çапла Петрпа Феврония кнеçсем Муромран тухса кайнă. Анчах вăхăт нумай та иртмен, боярсем влаçа пайлаймасăр хирĕçме тытăннă, юлашкинчен хăйсемех мăшăра каялла таврăнма тархасласа ыйтнă. Петрпа Феврония кнеçсем Муром княжествине нумай çул ертсе пынă. Хăйсен ачисем пулман вĕсен, анчах кирек камшăн та аттепе анне вырăнĕнчех пулнă, пурне те пулăшнă.
Авал чиркӳ йĕркипе, мăшăрăн ватăлсан монашество йышăнмалла пулнă. Петрпа Феврония та вилĕм çывхарнине сиссе хăйсене пĕр тупăкра пытарма хушнă. Анчах монашество йышăннăскерсене пĕрле пытарма чиркӳ хушмасть-çке. Пăсман чиркӳ йĕркине халăх. Мăшăра тĕрлĕ вырăнта, уйрăмшар тупăкра пытарнă. Анчах тĕлĕнтермĕш – тепĕр кунах мăшăр хăйсем каланă вырăнта пĕр тупăкра юнашар выртнине курах кайнă. Икĕ чĕрене вилĕм те уйăрайманнине пĕлтернĕ ку. Çавăнпа мăшăра пĕрлех пытарнă. Чиркӳ вара мăшăрăн çакăн пек юратупа шанчăклăхĕ тата çынсене пулăшас кăмăлĕ виçесĕр пулнипех вĕсен пурнăçне Çемье, юрату тата шанчăклăх уявĕн никĕсне илнĕ.
ЮРАТУ ЕНЧЕН ЙĂЛТАХ ЙĔРКЕЛЛĔ
Мĕн-мĕн те юрату енчен Тутарстанра йăлтах йĕркеллĕ, 2010 çулăн 5 уйăхĕнче кăна пурĕ 8409 çемье чăмăртаннă. Ку кăтарту тата та пысăк пуласси иккĕленӳллĕ мар. Чи нумай туй республикăра августăн 6-7-мĕшĕсенче кĕрлĕ. Çакă тутарсен Ураза тухнипе çыхăннă. Пĕрлешекенсен шучĕ калама çук нумай пулнипех августăн 6-7-мĕшĕсенче Хусанта «Корстон» кану центрĕнче те çырăнтарма тытăнаççĕ. Церемони ахаль ЗАГСсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмĕ.
ЮРАТАКАНСЕН АЛЛЕЙИ
Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне Тутарстан асра юлмалла паллă турĕ. Районсенчи, хуласенчи ЗАГС уйрăмĕсем хăйне евĕрлĕ паллă турĕç ăна. Хусанти Ново-Савиновски районĕнче, тĕслĕхрен, ачана ят хумалли уяв ирттерчĕç, кунсăр пуçне ЗАГСа килсе пĕрлешме заявлени паракансене пурне те çемье уявĕн символĕ – салтак тӳмин çыххи парнелерĕç. Элметре вара юратакансен аллейинче хитре уяв иртрĕ. Кунсăр пуçне çак кун пĕрлешекенсем хăйсен ĕмĕчĕсене, сĕнĕвĕсене палăртса çыру çырчĕç. Çырăва мăшăрсем тепĕр 20 çултан уçса вулĕç. Унччен çыру ЗАГСра упранать.
«ЮРАТУПА ШАНЧĂКЛĂХШĂН» МЕДАЛЬ
Пĕр енне салтак тӳми, тепĕр енне Петрпа Феврония çветтуйсен сăнне ӳкернĕ медале тивĕç çемьесем пирĕн республикăра сахал мар. Наградăна илме мĕнпур енчен тĕслĕхлĕ çемьесене вырăнти ял хутлăхĕсем, предприятисемпе обществăлла организацисем тăратаççĕ. Кам тивĕçлĕ-ха ăна? Паллах, 25 тата ытларах çул пĕрле, юратса пурăнакан, ачисене тивĕçлĕ воспитани панă мăшăрсем. Обществăлла наградăна пĕлтĕр пирĕн республикăра чи лайăх, тĕслĕхлĕ 39 мăшăр тивĕçнĕ пулсан, кăçал – 50.
АИСТ 1000 ХУТ ЫТЛАРАХ ВĔÇНĔ
Чи савăнăçли – республикăна çĕнĕ кайăксем иленни. Кăçал аистсем Тутарстана вĕçеççĕ те вĕçеççĕ, 5 уйăхра кăна пирĕн пата 19572 хут хутланă вĕсем. Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 1000 ача ытларах çуралнă. Ытти çулсенче çуралакансенчен 60 проценчĕ пĕрремĕш ача пулнă-тăк, кăçал вĕсем 50 процент çеç, ыттисем – иккĕмĕш, виççĕмĕш, тăваттăмĕш ачасем.
Ытларах çак ятсене суйлаççĕ: Альмир, Тимур, Никита, Данил, Максим, Камиль, Артур, Александр, Дарья, Анастасия, Алина, Полина, Арина, Зарина.
Сайра тĕл пулаканнисем: Билал, Рузиль, Бухияр, Султан, Рузанна, Тамара, Ева.
ЮРАТАТĂП
Пытармăпăр, çамрăксем нумай чухне чăн-чăн юратупа вăхăтлăх юратăвăн е юратса пăрахнин пĕлтерĕшне ăнланса илеймеççĕ. Туйăма пĕрле пурăнса тĕрĕслеççĕ. Кун пек пурăннине пĕр тĕн те йышăнмасть. Ку кăна та мар, венчете тăриччен е никах вуличчен малтан çамрăксен тĕн çыннисемпе калаçма тивет. Юлашки икĕ çулта республикăра Анастасий владыка указĕпе венчете тăма кăмăл тунă çынсемпе малтан священник калаçать. Çаплах мăсăльмансен те хазратпа калаçма тивет.
Юлашки вăхăтра тĕн çине халăх тимлĕх уйăрма тытăннăранпа мăсăльмансен çемйисем çирĕпрех пулас шанчăк пур. Кул Шариф мечĕтĕн имам хатибĕ Рамиль хазрат каланă тăрăх, 4-5 çул каялла никах ирттересси пирки калаçма ашшĕ-амăшĕсем кăна килнĕ пулсан, халĕ çамрăксем хăйсем килеççĕ, çемьен пĕлтерĕшне кун пек çынсем лайăхрах ăнланни курăнать. Хусанăн тĕп мечĕтĕн икĕ çул каялла ырă йăла та çуралнă, вĕсем никах вуланă çамрăксене çулталăкран саламлă открытка яраççĕ. Кунсăр пуçне республика территорийĕнчи пĕр мечĕтре те çамрăксене ашшĕ-амăшĕн ирĕкĕсĕр никах вуламаççĕ.
ХУТĂШ ÇЕМЬЕ ÇИРĔП-И?
Ку ыйтăвăн хуравĕ православин те, исламăн та хуравĕ пĕр – тĕрлĕ тĕнĕн яш-кĕрĕмĕ çемье çавăриччен тĕплĕн шутламалла, мĕншĕн тесен кашни тĕн хăйне уйрăм культура пулнине манмалла мар. Мăсăльмансен ку енĕпе лару-тăру уçăмлăрах. Коран хутăш çемьесене йышăнать, анчах... Каччăшăн ку енĕпе пĕр чару та çук пулсан, мăсăльман хĕрĕ пирки апла калама çук. Унăн урăх конфесси каччине качча кайма юрамасть. Кунсăр пуçне Мухамед пророк çемьен çирĕплĕхĕ пирки çапла çырса хăварни пур: «Хĕр ашшĕн аппăшĕ-йăмăкĕ пек, каччă амăшĕн шăллĕ-тетĕшĕ пек пулма пултарать». Урăхла каласан, çамрăксем çемье çавăриччен пулас мăшăра, унăн çывăх тăванĕсене çичĕ сыпăк таран пĕлмелле.
ХĔРСЕМ «ВАТĂЛАÇÇĔ»
Хальхи хĕрсем качча кайма васкамаççĕ. Статистика кăтартнă тăрăх, Тутарстанра 2-3 çул каялла качча каякан хĕр вăтамран 18-24 çулта пулнă пулсан, халĕ 22-26 çулта. Каччăсем ку енĕпе йăлана пăсмаççĕ, авланаканнисенчен кашни виççĕмĕшĕ 28 çулта.
1990 çулсенче хĕрсем ытла çамрăкла (18-19 çулта) качча кайнă пулсан, халĕ кун пеккисем питĕ сахал. Çаплах ют çĕршыв каччипе пĕрлешекенсен шучĕ те сисĕнмеллех чакнă. Ытти çулсенче 1000 хĕр ют çĕршыв кинĕ пулнă пулсан, халĕ 500-ĕн çеç.
ЮРАЙМАРĂМ-ШИ?
Шел те, пурнăç çулĕпе пĕрле утма чăтăмлăх çитерейменнисем çинчен те асăнмасăр иртме май çук. ЗАГСа пĕрлешме кăна мар, уйрăлма та килеççĕ-çке. 2009 çулта 5 уйăхра 6100 çемье арканнă, кăçал 5700 мăшăр пĕр-пĕрне юрайман. Сăлтавĕ мĕнре? Кашни ӳсĕмри мăшăрăн вăл тĕрлĕрен, çамрăксем укçа-тенкĕ çитменнипе пĕрле пурăнаймаççĕ пулсан, 25-рен иртнисем характера пула пĕр-пĕрне юраймаççĕ. Уйрăлакансенчен 20 проценчĕ çемье хутшăнăвĕсене тăванĕсем кĕнипе чăтăмлăх çитереймеççĕ. Симĕс çĕлен те уйрăлу сăлтавĕ. Анчах çак сăлтавпа уйрăлакансем пурĕ те 5 процент кăна.
 
: 1208, Хаçат: 28 (862), Категори: Çемье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: