Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (18.01.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 758 - 760 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Мĕн-ха Раççей халăхĕшĕн чи хăрушши? Кризис? Типĕ çанталăк? Социаллă танмарлăх? Ку инкексем кӳрекен нуша пысăк, анчах хал çитерсен кризиса чăтса ирттерсе яма пулать, вăл ĕмĕрлĕхе мар, типĕ çанталăк самай сăтăр тăвать, анчах çитес вăхăтра çумăр çума пуçлас шанчăк пур, социаллă танмарлăх чĕрене ыраттарать, анчах ӳркенӳ çук пулсан, хăвна шанса тăрăшсан харпăр лару-тăрăва лайăхлатма пулать. Мĕнле майпа – ку урăх калаçу. Ман шутпа пирĕн халăхшăн чи хăрушши – унăн ĕнси çине хăпарса ларнă чиновниксемпе халăх тарçисем. Ĕмĕртен-ĕмĕре пыракан ылхан пек вăл. 2008 çулта пуçланнă финанс кризисĕ вĕсене алă май кăна пулчĕ, чылай япалана кризиспа тӳрре кăларчĕç. Тĕлсĕр тăкаксене те кризис çинех йăвантарчĕç. Çав вăхăтрах вĕсем хăйсене пĕр енчен те хĕсмерĕç. Тĕслĕхсем туллиех.
Кризис хыççăн бюджет дефицита кĕрсе ӳкни пирки хĕрсех калаçма пуçларĕç. Шăтăксене мĕнле хупламалла? Паллах, налогсене хăпартса. Сахалрах вăрламалла тесе калас килет ку чухне. Çĕршывра халĕ тĕнче шайĕнчи икĕ пысăк мероприятие ирттерме хатĕрленесси пырать. Хусанта тата Сочире çине-çинех спорт объекчĕсем уçăлаççĕ. Ку питĕ лайăх, çĕршыва вăл çĕнĕ шая кăларать. Анчах çакăнпа усă курса пуйма шутланисем те йышланса кайнă. Эпĕ пĕлекен пĕр строительство компанийĕн ертӳçи объектсем сметăра кăтартнă миллиардсем чухлĕ тăмаççĕ тесе çирĕплетет, ăна шанас пулсан, хут çинче строительство материалĕсене, ĕçсене виç-тăватă хут пысăклатнă. Çав вăхăтрах – укçа çителĕклĕ уйăрнă чухне – рабочисене ĕç укçи вăхăтра тӳлемесĕр «типĕтеççĕ». Намăсланмасăрах укçа çук теме пăхаççĕ. Алхассах кайрĕç юлашки вăхăтра чиновниксем, вĕсем кăна-и – виç çынран тăракан коллектив пуçлăхĕсем те вăтанмасăрах организацие уйăрса паракан укçапа хăйсенни пек усă кураççĕ. Ямăт укçа чылайăшне илĕртет, пăсать, çынлăхран кăларать. Акă пĕр питĕ те çивĕч тĕслĕх – ку ĕç-пуç нумай пулмасть Тутарстанри пĕр районта пулса иртнĕ. Ятне асăнмăпăр, ун çинчен каласа панă пĕлĕшĕме инкеке кĕртсе ӳкерес килмест.
В.К-ăна тахçантанпа курманччĕ.
– Ăçта çухалса çӳрерĕр? – пулчĕ манăн пĕрремĕш ыйту.
– Ой, аса та илес килмест. Икĕ талăка яхăн тенĕ пек çывăрмасăр, канмасăр ĕçлерĕм. Тавтапуç тесе калама та чĕлхисем çаврăнмарĕç вĕт, хăнăхнă кашнинче тарçă курма, типпĕн конверт тыттарчĕç те сывпуллашмасăрах ăсатрĕç. Пĕр вăранми вун ултă сехет çывăрнă кайран. Пĕлнĕ-ха эпĕ хăш-пĕр чиновниксем, шел пулин те, ытларах пайĕ, хăйсен вырăнĕпе усă курса иртĕннине, анчах халиччен кун пек çывăхран курманччĕ, халĕ те кăмăл пăтранать, – каласа парать В.К.
В.К. Хусанти паллă интерьер дизайнерĕ. Унăн ĕçне хисеплеççĕ, пур ĕçе те вăхăтлă, тирпейлĕ тунипе вăл тахçанах ырă ят çĕнсе илнĕ. Ырă атмосферăра ĕçлеме, йĕркеллĕ çынсемпе хутшăнма хăнăхнăскере, паллах, Тутарстанăн пĕр районĕнче пулса иртнĕ ĕç-пуç тĕлĕнтернĕ. Вулакансене ăнланмалларах пултăр тесен йĕркипе каласа парăпăр.
– Унта ĕçлеме чĕнсе илсен савăнтăм, ара, заказ пысăк, апла пулсан тӳлев те сахал мар пулĕ тесе шутларăм. Алла пыракан ĕçе вĕçертес темерĕм. Васкасах N районне вĕçтертĕм. Кунта иккен Питĕрте пурăнакан пĕр пысăк чиновникăн çуралнă кунне кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Çавскере эпĕ лайăх пĕлетĕп, чухăн çын теме çук ăна. Кирлĕ пулсан Парижра та уявлама пултарать. Анчах çакна пăхмасăрах район тăкаксене хăй çине илнĕ, бюджетран икĕ миллион тенкĕ кăларса панă, çапларах парне тума шутланă вĕсем хаклă хăнана.
Менелник ача-пăчасен лагерĕнче иртмелле иккен. Манăн тивĕç – ăна капăрлатасси – пусма таварпа тата чĕрĕ чечексемпе. «Вăхăтлăх илем тума çакăн чухлĕ укçа тăкаклас вырăнне ача-пăча лагерьне тĕпрен юсанă пулсан лайăхрах марччĕ-и? Ачасене юлатчĕ хуть, капла укçана çилпе вĕçтерни кăна», – тесе сăмах хушсан: «Сирĕн ĕç мар ку, хăвăрăн тивĕçе пурнăçлăр», – тесе патлаттарса хучĕç.
Лагерь столовăйĕн маччипе стенисене капăрлатма хаклă йышши ришелье пурçăн пусма тăрăхĕсене парсан йăванса каяттăм. Пĕр метрĕ кăна пин тенкĕпе танлашать-çке, кунта вара çĕршер метр. Вĕсемпе шалта кăна мар, тулти пусма карлăкĕсене те хитрелетсе тухма тиврĕ. Маншăн, пусма пахалăхне ăнланаканскершĕн, ку чăн-чăн ăссăрла хăтлану пулчĕ, ара, çак илем уяв хыççăн юрăхсăра тухать-çке. Чăтса тăраймарăм: «Асфальт çул патне çити кавир сармалла мар-и тата, хăнăр чаплă-çке», – тесе йĕкĕлтесе илтĕм. «Сармалла, сармалла, мансах кайнă, юрать аса илтертĕр», – терĕç кусем мана тӳртен ăнланса. Столовăйне хитрелетсе пĕтертĕм кăна, ман пата мероприятишĕн яваплă çын чупса кĕчĕ. «В.К., эсир мĕншĕн милици будкине манса хăварнă! Ăна та пусмапа капăрлатмалла, атту йăлт картинăна пăсса тăрать. Аван ма-ар…», – терĕ вăл юлашки сăмахсем çинче пусăм туса. Милици будкине цирк киоскне çавăрни питĕ кулăшла пулса тухать тесе эпĕ вĕсене аран-аран ӳкĕте кĕртрĕм. Тепĕр пăтăрмах туалетпа сиксе тухрĕ, стена çине çыпăçтарнă куçкĕские мĕнле те пулин илемлетмелле иккен. Кунта вĕсене тăн кĕртме пулмарĕ. Пĕлетĕр-и, орхидея чечекĕсене çыпăçтарса тухрăм куçкĕски тавра. Чечексене питĕ шел, çапла варварла никам та хăтланмасть пуль. Калас пулать, чечексемпе кĕреке пулмалли çурта, пусма карлăкĕсене пĕтĕмпех илемлетрĕмĕр. Мускавран ятарласа чечексемпе кăна самолет вĕçсе килчĕ. Унта хаклă йышши розăсемпе орхидейăсем, курсан тĕлĕнсе каймалла. Мĕн чухлĕ укçа тăкнă вĕт, самолет «йăтасси» йӳн мар.
Уяв кунĕ пуçланчĕ. Тахçан çак районта пысăк вырăн йышăннă чаплă хăна хăйĕн арăмĕпе тата çывăх тус-юлташĕсемпе çитрĕ. Арăмĕ çамрăк, пуç тӳпинчен пуçласа ура тупанне çити паллă дизайнерсен тумне тăхăннă, джинс шăлаварĕ çинчи Сваровски стразисем йăлтăртатаççĕ. Юрать район çыннисем çакна ăнланса пĕтермеççĕ, ахаль кĕленче йăлтăртатать-и, бриллиант-и – пурпĕрех, анчах эпĕ пĕлетĕп-çке. Çак майра укçа хакне тĕшмĕртменнине вăл мунчана кайсан пĕлтĕм. «Массаж ту мана, лайăх çапса яр – йăлт аван тусан аллă пин паратăп сана», – тенĕ вăл мунчаçă хĕре. Лешĕ çакна чăна илмен, анчах ыйтнине пурнăçланă. Хăна кăмăлне тивĕçтернĕ курăнать, майра мунча пăлтăрне канма тухсан укçа тĕркемне туртса кăларса аллă пин шутласа панă. Мунчаçă хĕр тĕлĕннипе чутах йăванса кайман. Мускаври чаплăран та чаплă Spa-салонсен хакĕнчен те ирттерет-çке! Çапла хăтланса вăл хăй камне тата мĕнлерех социаллă шайра тăнине кăтартма шутланă пулас. Кăнттам та айванла хăтлану. Менелник вăхăтĕнче çумăр çума пуçларĕ, урама сарнă кавир йĕпенсе пылчăкланчĕ, карлăксене капăрлатнă ришелье пусмасем те юрăхсăра тухрĕç, шанма пуçланă кĕлчечексемпе орхидейăсен илемĕ те сӳнчĕ. Кун пирки эпĕ пĕр ахальтен каламастăп. Çак çынсене илем кирлĕ мар, вĕсем иртĕнсе ăна тахçанах курма, унтан та ытларах – хисеплеме пăрахнă. Ку вĕсене хăйсен шайне кăтартма çеç кирлĕ, пĕр-пĕрин умĕнче мухтанма. Илеме хисеплекен, ăнланакан çын çапла варварла нихăçан та хăтланмасть. Район çав миллионсемпе ачасен лагерьне юсаса вĕсене парне тума пултаратчĕ, мĕнлерех кăмăллă пулĕччĕç пурте, анчах вĕсем халăх укçине çилпе вĕçтерсе янă. Çав чаплă хăнан тивĕçĕсем те çук мар, нумай тунă вăл, анчах иртĕнме унăн çавах ирĕк çук, никамăн та ун пек ирĕк çук. Этем темле сиксе тăрăшсан та Турăпа танлашаймĕ, çылăх та ку, чиновниксем вара хăйсене час-часах çĕр çинчи Турă пек тыткалаççĕ, – терĕ юлашкинчен В.К. ывăннăн.
Çакă пĕр тĕслĕх кăна, анчах ун пекки Раççейĕпе мĕн чухлĕ-ши? Ку пит пысăккиех те мар-ха. Кунта пĕр миллион, унта иккĕ – çапла пулать те вăл бюджет дефицичĕ. Халăх вара сăвакан ĕне вырăнĕнче кăна, темле типĕре пурăнсан та сĕтне унăн памаллах.
 
: 975, Хаçат: 28 (862)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: