Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (18.01.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 758 - 760 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ПĔЛТĔРХИНЧЕН ЛАЙĂХРАХ
Ытларикун ТР вĕрентӳпе наука министрĕ А.Гильмутдинов журналистсене Тутарстанра ППЭн «пĕрремĕш хумĕ» еплерех иртни çинчен каласа пачĕ.
– Пĕрремĕш тапхăр пĕтĕмлетĕвĕсем пире питĕ савăнтарчĕç, – терĕ Альберт Харисович. – 13 предметпа та пĕлтĕрхипе танлаштарсан результатсем самаях аванланнă. Япăх паллă илекенсен шучĕ те чакнă. Кăтартусем лайăхланччăр тесе эпир темле çирĕп мерăсем йышăнман, вĕрентекен ачасемпе ытларах ĕçлетĕр тесе тăрăшрăмăр – çавă кăна.
Çак кунах ТР Вĕрентӳпе наука министерстви хăйĕн сайчĕ çинче 2010 çулхи ППЭ пĕтĕмлетĕвĕсене пичетленĕ. Республикăра чи пысăк 100 балл пухма пултаракансен шучĕ те ӳснĕ кăçал – 73 вĕренекен (пĕлтĕр 46 пулнă). Икĕ обязательнăй предметпа – вырăс чĕлхипе тата математикăпа – Рособрнадзор палăртнă минимум чухлĕ те балл пухайманнисен шучĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан самай чакнă – 301 çын (пĕлтĕр 945 пулнă). Апелляци хыççăн 293-ĕн юлнă.
ШКУЛА – КОМПЬЮТЕР, ВĔРЕНТЕКЕНЕ – НОУТБУК
«Компьютер – шкула» тата «Компьютер – вĕрентекене» проектсене пурнăçлама республика бюджетĕнчен 450 миллион тенкĕ уйăрнă. Виçĕ çул хушшинче Тутарстанри шкулсенчи компьютерсене пĕтĕмпех çĕнетсе пĕтермелле, вĕрентекенсене вара ноутбукпа тивĕçтермелле.
ТР вĕрентӳпе наука министрĕн сăмахĕсемпе, августăн 20-мĕшĕччен республикăри 375 пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан учреждение 11 пине яхăн çĕнĕ компьютер, 15 мобильлĕ класлăх мультимедиа оборудованийĕ çитмелле. Июлĕн 15-мĕшĕнчен çĕнĕ техникăна шкулсене çитерес ĕçе пуçлаççĕ те.
Çавăн пекех шкулсенче ĕçлекен 12820 вĕрентекене ноутбуксем парас ĕçе те августăн 20-мĕшĕччен вĕçлемелле. Çак проекта пурнăçлама 200 миллион тенкĕ уйăрнă.
 
: 1067, Хаçат: 28 (862), Категори: Вĕрентӳ хыпарĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: