Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (18.01.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 758 - 760 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ЧĂВАШ ЕН Президенчĕн Николай Федоровăн кăçалхи августăн 29-мĕшĕнче полномочийĕсем вĕçленни никамшăн та çĕнĕлĕх мар. Халăха малашне республикăна кам ертсе пырасси интереслентерет, паллах. ЧР Патшалăх Канашĕн июлĕн 6-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕнче И.Моляков депутат çакăн пирки Патшалăх Канашĕн Председательне М.Михайловские ыйту та панă, «Президент кам пулассипе çыхăннă ыйтăва уçăмлатма вăхăт çитнĕ, пытарни текех аван мар» тенĕ. Спикер депутата «закон вулама» хушнă. «Чи пысăк йышлă парти кандидатурăсем сĕнсен РФ Президенчĕ кама суйланинчен килет. Эпир ним те тăваймастпăр. Çапах та çак кандидат Чăваш Республикин хальхи Президенчĕ Н.Федоров пуласса шанас килет», – тенĕ спикер. Николай Федорова пуçласа Президента 1993 çулхи декабрĕн 26-мĕшĕнче суйланă, 1997 çулхи декабрьте – иккĕмĕш, 2001 çул вĕçĕнче – виççĕмĕш, 2005 çулхи августăн 29-мĕшĕнче тăваттăмĕш срока суйланă.
ПУШКĂРТСТАНРА бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсем валли сахал хутлă çурт-йĕр тумалли «Свой дом» программăпа документсем йышăнма пăрахнă. «Ку вăхăтлăх кăна, участоксене инвентаризаци тума вăхăт кирлĕ. Августран каллех документсем йышăнма пуçлатпăр», – тет ПР «Сахал хутлă строительство управленийĕ» ПУП директорĕ В.Кадыров. Правительствăра пĕлтернĕ тăрăх, кăçал асăннă программăпа Ĕпхӳ таврашĕнчи Нагаево, Шамонино, Дорогино ялĕсенче çуртсем тума планланă. Çавăн пекех Октябрьский, Туймазы, Учалы, Бирск, Баймак хулисенче те çуртсем тума палăртнă.
САМАРТА июлĕн 5-мĕшĕнче çул çинче пробкăра тăракан «Форд» машинăн капочĕ айне икĕ метрлă çĕлен шуса кĕнĕ. Питон капот айĕнчен пуçне кăларнине «Фордпа» юнашар тăракан тепĕр автомобилĕн водителĕ курнă. Вăл машина хуçине «çĕнĕ пассажир» çинчен каланă. Хăвăртрах çăлакансене тата зоопаркри специалиста чĕнсе илнĕ. Халĕ çĕлен Самар зоопаркĕнче, унăн хуçине шыраççĕ.
УЛЬЯНОВСК ОБЛАÇĔНЧЕ регионти вĕренӳ заведенийĕсенчен вĕренсе тухнисем валли стажировка иртме икĕ пин ытла ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. 250 промышленность тата ял хуçалăх предприятийĕ, суту-илӳ фирми çамрăксем валли вăхăтлăх ĕç вырăнĕ пама хатĕр. Пĕлтĕр кашни пиллĕкмĕш çамрăк стажировка иртнĕ çĕрех ĕçлеме юлнă. Ыттисем урăх çĕрте ĕç тупнă. Ĕçлĕх департаментĕнче пĕлтернĕ тăрăх, стажировка программине çамрăксене пулăшас тесе йĕркеленĕ. Стажировка иртни яш-кĕрĕме илнĕ пĕлӳпе усă курса опыт пухма май парать. Ĕçшĕн çамрăксене ĕç паракан мар, федераллă бюджетран патшалăх тӳлет, вăл 4330 тенкĕпе танлашать.
ПЕРМЬ КРАЙĔНЧИ опекăпа попечительство органĕсенче учетра тăракан ачасенчен ытларахăшĕ çемьесенче пурăнаççĕ. 2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне пурĕ крайра 19630 тăлăх ача шутланнă, вĕсенчен 18232-шĕ (93 процент) çĕнĕ ашшĕ-амăшне тупнă. Анчах, шел пулин те, 33 ачана каялла ача çурчĕсене тавăрнă. Сăлтавĕ – опекунăн сывлăхĕ хавшани, ачана воспитани парассинче йывăрлăхсем сиксе тухни.
 
: 1076, Хаçат: 28 (862), Категори: Кӳршĕсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: