Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Паллă ĕнтĕ, ачасемпе çул çитменнисем çуллахи вăхăтра та аслисен, уйрăмах правăна сыхлакансен тимлĕхĕсĕр юлмаççĕ. ТР ШĔМĕ ачасене кану лагерĕсенче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе республикăра «Курорт» планпа ĕçлет тата тĕрлĕ ведомствăпа пĕрле «Подросток» профилактика мероприятине ирттерет.
ТР ШĔМĕ çак темăпа хатĕрленĕ черетлĕ брифинга хальхинче, тĕслĕхпе çирĕплетес тесе ахăр, ачасен «Дзержинец» çуллахи кану лагерĕнче ирттерчĕ. Çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенипе участковăйсен ĕçне йĕркелекен управленин ертӳçи Лев Гершанов «Подросток» операцин «Подросток-Игла» пĕрремĕш пайне пĕтĕмлетрĕ. Çул çитменнисен хушшинче килсĕр-çуртсăр çапкаланса çӳресрен, алкоголизм, наркомани сарăласран, правăна пăсни, вĕсен правипе интересĕсене хӳтĕлессипе профилактика мероприятийĕ пулчĕ вăл. Июнĕн 1-15-мĕшĕсенче икĕ пине яхăн милици сотрудникĕ çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссин, вĕрентӳ, сывлăх сыхлав, социаллă хӳтлĕх министерствин, обществăлла организацисен представителĕсемпе пĕрле çул çитменнисен, ăнăçсăр çемьесенчи, çав шутра милицире учетра тăракан ачасемпе курнăçнă. Килсĕр, асăрхавсăр ачасене тупас тĕллевпе 485 транспорт объектне, 65 вокзала, 9 юхан шыв порчĕпе пристане, аэропорта тĕрĕсленĕ.
Шел те, çул çитмен 941 ачан çак вăхăтра милици сотрудникĕсемпе куçа-куçăн калаçма тивнех. Шăпах çакăн чухлĕ çул çитмен çамрăка шалти ĕçсен уйрăмĕсене илсе килнĕ те, вĕсенчен 651-шне административлă правăна пăснăшăн. «Подросток» операцин усси пур-ши текен ыйту кунта вырăнсăр. Мĕншĕн тесен ку операци пулман-тăк, çӳлерех асăннă ачасенчен 55-шĕн нушапа хăйсен кăна юлма тиветчĕ. Вĕсене чăнах та патшалăх пулăшăвĕ кирлĕ, тепĕр 13-шĕ вара тахçанах шыравра пулнă.
Паллах, урамра çапкаланса çӳрекен ачасемпе усă курас текен тупăнатех. Хальхинче те акă çул çитмен çамрăксене эрех ĕçме, анратакан веществопа усă курма хистенĕ 46 аслă çынна явап тыттарнă. 11 ачана вара хăйĕн çемне административлă явап тыттарнă.
«Подросток» операцин иккĕмĕш тапхăрĕ «Подросток – Лето» ятпа июлĕн 1-15-мĕшĕсенче иртет. Тĕп тĕллев – ачасен çуллахи канăвне, пушă вăхăтне мĕнле йĕркеленине тĕрĕслесси. Сăмах май, хальхи вăхăтра республикăра ачасен 107 çуллахи кану лагерĕ ĕçлет, пĕтĕмпе 133 лагерь уçăлмалла, вĕсенче 14485 ача канмалла.
Хула, ял тулашĕнчи кашни лагерьте ачасене, унти обществăлла йĕркене икшер милиционер талăкĕпех сыхлать. Çакă чăнах та çапла пулнине хамăр та курса ĕнентĕмĕр. Сăмах та çук, «Дзержинец» ку енĕпе палăрса тăрать, мĕншĕн тесен кунта канакансенчен 70 проценчĕ милици сотрудникĕсен ачисем. Лагерь ТР ШĔМĕн хӳттинче пулнăран, ачасен пĕрре те тунсăхлама вăхăт çук. Тĕслĕхрен, велосипедпа çӳремелли правилăсене питĕ лайăх вĕренсе çитеççĕ, çак тĕллевпе кунта ятарласа автодром пур.
Республикăн çул çитмен ачисем кунсăр пуçне Анапăпа Краснодар крайĕнчи, Крым облаçĕнчи Алуштапа Алупкинчи лагерьсенче те канаççĕ. Тутарстанăн шалти ĕçсен министрĕн А.Сафаровăн хушăвĕпе, çак лагерьсене каймалли çул çинче тата кану вăхăтĕнче ачасене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе кашни лагере пĕрер милици сотрудникне янă. Крым Автономи Республикине (Украинăна) канма каякан ачасене вырăна çитиччен поездра икшер милици сотрудникĕ ăсатать, тепĕр сменăри ачасене илсе килет. Лев Гершанов каланă тăрăх, хальлĕхе лагерьсенче те обществăлла йĕркене пăснă пĕр тĕслĕх те палăрман. Анчах пĕтĕмлетме иртерех-ха, мĕншĕн тесен çулла пуçланчĕ кăна.
«Подросток» операцин виççĕмĕш тапхăрĕ августăн 1-15-мĕшĕсенче иртĕ, ун чух ăнăçсăр çемьесенчи, йывăр лару-тăрăва лекнĕ çул çитмен ачасем çине тимлĕх уйăрса, вĕсен йывăрлăхĕсене татса парасси пулĕ.
 
: 2010, Хаçат: 28 (862), Категори: Этем тата закон

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: