Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 756 - 758 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Нурлат муниципаллă районĕнче 2010 çулта нумай хваттерлĕ 15 çуртра тĕп юсав иртмелле, пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 12343,5 тăваткал метрпа танлашать. Тĕп юсава 48,6 миллион тенкĕ тăкаклама тивет.
Паянхи кун виçĕ çуртра ĕçсене вĕçленĕ те ĕнтĕ. Çитес çулсенче тата 174 çуртра юсав ирттерме планланă.
Пурăнмалли çуртсем тумалли план районта 28 пин тăваткал метрпа танлашать. Çаксенчен 11368,35 тăваткал метрĕ – харкам çуртсем, 16631,65 тăваткал метр – хулан пурăнмалли фончĕ (вĕсенчен 778 тăваткал метрне социаллă ипотекăпа ялсенче, 15853,35 – Нурлатри 16 нумай хавттерлĕ çуртсенче тăваççĕ). 2010 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне 10934,9 тăваткал метр пурăнмалли çурт (çулталăк планĕнчен 39,1 проценчĕ) хута кайнă.
РФ Президенчĕн программипе Нурлат районĕнчен ТР Ĕç, ĕçлĕх тата социаллă хӳтлĕх министерствин реестрне хваттер черетне тăратнă 309 Аслă вăрçă ветеранĕпе вăрçа хутшăннисен арăмĕсенчен 212 ветерана социаллă ипотекăпа тăвакан хваттерсене панă. Вĕсем валли паян 18 хваттерлĕ 9 çурт тата 36 хваттерлĕ виçĕ хутлă икĕ çурт тăваççĕ. Çак çуртсене çулталăк вĕçленнĕ тĕле туса пĕтермелле.
Июлĕн виççĕмĕшĕнче асăннă çуртсенче ĕçсем мĕнлерех пынипе ТР Правительствин ертӳçи И.Халиков паллашрĕ. Калас пулать, строительсен ĕçĕпе, тĕрĕсрех каласан строительство материалĕсемпе, кăмăлсăр юлчĕ. Ветерансем валли тăвакан çуртсене купаланă çĕрте пахалăхсăр кирпĕчсемпе те усă кураççĕ иккен. «Эпĕ кунта курни ытти районсенчипе танлаштарсан авантарах, паллах, анчах манмалла мар: эпир ветерансем валли тăватпăр, пирĕн вĕсен умĕнче парăм пысăк. Патшалăх сире ĕçшĕн те, строительство материалĕшĕн те тӳлет. Çавăнпа çуртсен пăхма илемлĕ, пурăнма хăтлă пулмалла, нумай çул иртсен те çирĕп пулччăр. Пахалăха тĕрĕслесех тăмалла», – терĕ вăл вырăнти чиновниксене.
 
: 1036, Хаçат: 28 (862)

Комментарисем:

Astapik (2010-07-17 12:02:52):
Сăнӳкерчĕке пăхсан вара ним илемĕ те курăнмасть — курупка кăна. Илемлĕ çуртсем тума манса пыраççĕ çав — ытларах типлă проектсем çеç. Курупкасем. Чул курупкасем.
Меншĕнни те паллă — эрешсем кĕртес тесен укçа ытларах хывмалла...


Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: