Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (30.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 766 - 768 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

КӲРШĔСЕМ ПУЛĂШАÇÇĔ
Кăçалхи пекки республикăра тахçанах пулман, шăрăха тата май-июнь уйăхĕсенче çумăр çуманнине пула ял хуçалăхĕнчи лару-тăру калама çук йывăр. Акса хăварнă 2,9 миллион гектартан 872 пин гектарĕ пĕтнĕ, ыттисен тухăçлăхĕ те питĕ пĕчĕк. Кăçал пĕтĕмпе те 1 миллион тоннăран ытла тухăç илеймĕ Тутарстан. ТР Министрсен Кабинечĕн хушăвĕпе июнь уйăхĕн 30-мĕшĕнчен республикăн 31 районне чрезвычайлă лару-тăру режимне куçарнă. Паянхи тĕллев – выльăх шутне сыхласа хăварасси. Пур выльăха ăнăçлă хĕл каçарма 3 миллион тонна апат единици кирлĕ. Июль уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне республикăра пĕр ĕне пуçне 5 апат единици хатĕрленĕ (пĕтĕмпе 28 пулмалла).
Выльăх апачĕ сахал пулнипе тырçи вăхăтĕнче хирти улăма пĕтĕмпех пуçтарса, пресласа хума хушнă. ТР ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕ М.Ахметов июнь уйăхĕнчех ял халăхне выльăх апачĕ хатĕрлесси енĕпе йывăр пуласса пĕлтерсе выльăх апатне çырма-çатрасенче, вăрманта, утă-улăмсăр пуçне çулçăллă апат хатĕрлемеллине каланăччĕ. Кӳршĕллĕ регионсенчен утă-улăм туянма та сĕннĕччĕ. Мамадыш районĕ Киров облаçĕнче, Атняпа Лайăш районĕсем Марий Элта, Актаныш районĕ Удмурт Республикинче утă хатĕрлеме тытăннă.
ÇĂКĂР ХАКĔ ӲСМЕСТ
Типĕ çанталăка пула чрезвычайлă лару-тăру режимне куçнă регионсен шучĕ 8-па танлашрĕ. Çак кунсенче вĕсен йышне Ульяновск облаçĕпе Чăваш Ен кĕчĕç.
Специалистсем каланă тăрăх, Ульяновск облаçĕ кăçал маларах палăртнă тухăçăн пĕрре виççĕмĕш пайне кăна пухса илейĕ. Синоптиксем вара савăнтармаççĕ, çитес кунсенче те çанталăк шăрăх тăрать, вырăнĕпе 40 градусран та иртет, çумăр çăвасси курăнмасть.
Раççейри нумай регионшăн кăçалхи çу чи шăрăххи. Атăлçи тăрăхĕ, Челябинск, Пенза облаçĕсем, Пушкăртстан, Удмурт, Мордови Республикисенче пулас тухăçăн шăпи хăрушлăхра. Апла пулин те ТР Ял хуçалăх министерстви çăкăр хакĕ ӳсмест тесе пĕлтерет.
МĔН ПУРРИНЕ ПУÇТАРАÇÇĔ
Елабуга районĕ кăçал кĕрхи тырра 13,5 пин гектара акнă, вĕсенчен 8,6 пин гектарĕнчи калчасем кăна ӳснĕ. Халĕ кĕрхи тырăсен пучах тулнă вăхăт, çавна кура июлĕн 7-мĕшĕччен Елабуга районĕ вырмана тухрĕ. Апла пулин те прогноз савăнтармасть, тухăç кăçал сахал, хăш-пĕр хирте вуçех çук.
 
: 1149, Хаçат: 28 (862), Категори: Ял хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: