Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 756 - 758 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ÇĔПРЕЛ район администрацийĕн пуçлăхĕ Тимур Нагуманов районти шкулсенчен кăçал вĕренсе тухакан чи лайăх выпускниксемпе тĕл пулнă. Тĕл пулура ултă выпускника – ылтăн, 12-шне кĕмĕл медальсем панă. Вĕсемсĕр пуçне пĕтĕм Раççей олимпиадисен регионти тапхăрĕсенче, тĕрлĕ предметпа республика олимпиадисенче çĕнтернĕ сакăр ачана укçан премипе, улттăшне хаклă парнепе чысланă. Пĕтĕм Раççейри тата республикăри сочинени конкурсĕсен, наукăпа практика конференцийĕсемпе фестивальсен 10 çĕнтерӳçине пысăк парне панă.
АКТАНЫШ районĕнче çитес кунсенче «Самозанятость» темăпа черетлĕ семинар иртет. Мероприятие йĕркелеме ял хутлăхĕсенче халăх валли ĕç çукки хистенĕ. Семинарăн тĕп тĕллевĕ – халăха ĕçпе тивĕçтермелли условисем туса ĕçсĕрлĕх шайне чакарасси.
АНАТ КАМĂРИ юхан шывсемпе кӳлĕсенче шыва кĕме хăрушă тесе пĕлтернĕ Роспотребнадзор. Микробиологи кăтартăвĕ тăрăх, хулари пляжсенче, Кама юхан шывĕ хĕрринчи Корабельная роща тăрăхĕнчи шыв пахалăхĕ япăхланнă. «Наратлык» кану бази çумĕнчи каналти шывра сиенлĕ веществосен шайĕ 15 хут нумайрах. Юхан шывсемпе кӳлĕсем шăрăх çанталăка тата çынсен тирпейсĕрлĕхне пула вараланнă. Роспотребнадзор пляжра канакансене гигиена правилисене пăхăнма е шыва вуçех кĕмелле мар тесе асăрхаттарать.
ЛАЙĂШ районĕнче июлĕн 5-10-мĕшĕсенче доброволецсен «Доброград-2010» çуллахи шкулĕ ĕçлет. Ăна ТР Çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министерстви, Тутарстанри доброволецсен юхăмĕн координаци канашĕ, «САМИ» доброволецсен клубĕ йĕркеленĕ.
Шкула палатка лагерĕ майлă хатĕрленĕ, унта Хусан, Анат Кама, Элмет, Заинск, Лайăш, ытти районти доброволецсен пĕрлешĕвĕсен 70 ытла ертӳçи хутшăнать. Çак вăхăтра ТР Гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăрусен министерствин, «Альпари» ыр кăмăллăх фончĕн специалисчĕсем, Хусанти аслă шкулсен преподавателĕсем мастер-классем ирттереççĕ. Çаплах социаллă проектсен конкурсĕ те пулать.
АЗНАКАЙ районĕнчи «Омет» социаллă пулăшу паракан центрăн çемьепе ачасене социаллă пулăшу паракан уйрăмĕ хулари Ишкаево ача-пăча паркĕнче «Манăн çемье» спорт мероприятине ирттернĕ. Ăмăртура çемьесем пĕр-пĕринпе вăй виçнĕ. Çĕнтерӳçĕсене парнесемпе хавхалантарнă.
ТЕЧЧĔСЕН кану çинчен шухăшлама вăхăт çук. Вĕсем хуçалăхсене выльăх апачĕ хатĕрлеме пулăшаççĕ. «Волга» тулли мар яваплăхлă обществăра, тĕслĕхрен, культура, хуçалăх ĕçченĕсем, çамрăк аннесем (пурĕ 14 çын) пăрусем валли кунсерен пĕрер тонна çулçăллă апат хатĕрлеççĕ. Çак тĕллевпе вĕсене пулăшма ятарласа машина çирĕплетнĕ. Çулçăллă апат хатĕрлекенсене кашни ĕçленĕ куншăн 30-шар килограмм тырă пама шантарнă.
 
: 1036, Хаçат: 28 (862), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: