Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (30.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 766 - 768 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Хисеплĕ вулакансем! «Сувар» (26№, 25.06.2010ç.) Теччĕ ЧНКЦ председателĕн Владимир Верияловăн «Чувашские населенные пункты» кĕнеки тухни çинчен пĕлтернĕччĕ. Паян эпир сире кĕнекене кĕнĕ ялсемпе паллаштарма пуçлатпăр. Хапăл туса йышăнсамăр.
Çыхăну уйрăмĕн адресĕ: 422389, Тутарстан Республики, Теччĕ районĕ, Пухтел ял хутлăхĕ, Пухтел ялĕ. Ялтан район центрне çитме 15 километр, Хусана – 175, Пăвари чукун çул патне – 60. Асфальт сарнă çулпа Пролей-Каши ялне çитме пулать, унтан Пухтелне тата 3 километр утмалла.
Ял-йыш çинчен
2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне ялта 172 хуçалăх шутланнă, 129 кил-хуçалăхра пурăнаççĕ. Пĕтĕмпе 324 çын пурăнать. Вĕсенчен ĕçлеме пултаракан вăйпитти çынсем – 119, пенсионерсем – 105. 30 çула çитмен çамрăксем – 53, 16 çула çитменнисем – 39, çичĕ çула çитменнисем – 25. 2009 çулта 3 ача çуралнă, 8 çын вилнĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен халăх ял хуçалăх ĕçĕпе пурăнать: выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп ĕрчетет, пахча çимĕç туса илет, вĕлле тытать. Вăтамран илсен çынсен пахчисем 0,25 – 0,5 гектар лаптăк йышăнаççĕ. Колхоз саланнă хыççăн унăн çĕрĕсене 4,5 гектаршар колхозниксене валеçсе панă. Пĕтĕмĕшле илсен 218 пай (981 гектар) çĕр илнĕ. Ялта пурăнакансем 64 ĕне, 300 сурăхпа качака, 740 сысна, 3 лаша, 2500 пуç кайăк-кĕшĕк тытаççĕ.
Ялти вăйпитти 32 çын «Тетюшское» УПХна ĕçе вырнаçнă. Пулă тытса тирпейленĕ çĕрте 2 çын ĕçлет, ыттисем Мускава, Хусана, Ульяновска ĕçлеме кая-кая килеççĕ.
Учрежденисемпе предприятисем
2004 çулта ялта 90 вырăнлăх пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул уçăлнă. Паян кунта 36 ача вĕренет. Пухтелĕнче икĕ лавкка: пĕри районти потребсоюзăн, тепри Г.Н.Волковăн, харпăр предпринимателĕн. Çавăн пекех ял клубĕ, библиотеки, 120 пуç сăвакан ĕне тытакан ферма, ФАП, 14 ача çӳрекен «Улыбка» ача сачĕ, механика мастерскойĕ пур.
1990 – 1992 çулсенче яла шыв пăрăхĕсене вырнаçтарнă, халĕ вĕсен тăршшĕ 4 километра çитнĕ, ял-йышăн 90 проценчĕ килĕсене шыв кĕртнĕ. Урамсенче 5 пусă, шыв колонкисем çукпа пĕрех. 1995 çулта яла газ кĕртме пуçланă, унччен (1963 çултанпа) баллонсене тултарнă газпа усă курнă. 54 киле телефон кĕртнĕ, çавăн пекех мобильлĕ телефонсемпе анлăн усă кураççĕ.
1930 çулччен Пухтелĕнче 2 çил арманĕ, тимĕрç лаççи, механика вăйĕпе ĕçлекен арман пулнă. Халь ялта 21 трактор, 8 тиев турттаракан машина, 30 çăмăл машина, 10 мотоцикл.
С.Исаев усламçă йывăç тирпейлекен цех уçнă. «Самозанятость – 2009» программăпа 6 çын ĕçлет. Пулă тытса тирпейлессипе Г.А.Волков усламçă ĕçлет. 27 çын харпăр хуçалăхне аталантарасси çине вăй хăй хураççĕ. Çамрăк çемьесен программипе Пухтелĕнче 5 çурт туса лартнă.
Историрен
2001 çулта Пухтел хăйĕн 500 çулхи юбилейне палăртрĕ. Ял Кильна шывĕн çыранĕнче икĕ пысăк тип вар хушшине кĕрсе ларнă. Унăн хальхи ячĕ 1562 çулта, çак тăрăха 11 чăваш çемйипе 1 тутар çемйи вырнаçсан тухнă. Вĕсене çакăнта Богдан ятлă çын ертсе килнĕ иккен. Каярах ял ячĕ Богдашкино тесе çирĕпленнĕ. Ял халăхĕ çĕр ĕçĕпе пурăннă, вăл вăхăтра суха пуçĕпе çурласăр пуçне ĕç хатĕрĕ те пулман вĕсен.
1926 çулта Пухтел ял Канашĕн председателĕ пулса А.Бурлаков, секретарĕ – А.Т.Кубарев ĕçленĕ. Вăл çав вăхăтра ялта пурăнакансен списокне тунă, «1926-мĕш çулхи Шăпа списки» тесе çырнă хăй тетрадь çине. Пĕтĕмпе тетрадьре 66 шăпа (жеребьевка). Кашни шăпара пилĕкшер кил хуçалăхĕ, хушамачĕсемпе пĕрле (20-шер çын). Çакăнтан шутласан 1926 çулта ялта 1320 çын пурăннă. Кашни çын пуçне 1,04 теçеттин (1 теçеттин=1 гектар), утă çулмалли çĕр – 0,08 теçеттин.
1927 çулта Пухтелĕнче 513 кил хуçалăхĕ пулнă, çынсен шучĕ – 1193 çын. Çав шутран ĕçлеме пултараканнисем – 640. Ялта 164 ĕне, 166 пуç лаша пулнă. Чухăнсен 135 кил хуçалăхĕ, вăтам пурăнакансен 138 кил пулнă. 140 хуçалăх пачах лаша тытайман, 132-шĕ пĕрер лаша тытнă, 213-шĕ – икĕ лаша.
Археологи палăкĕ
Хулаш XI – XIII ĕмĕрсенче Кильнана тухакан тип варсен хушшинчи тӳремре 80 гектар лаптăк йышăнать. Хулашне валсемпе, канавсемпе çирĕплетнĕ. Тĕпчевçĕсенчен нумайăшĕ ăна летопиçре асăннă Ошель (1220 çулта Юрий Всеволодович вырăс кнеçĕн дружини аркатнă) хулин вырăнĕ тесе шутлать.
Урамсен халăхри ячĕсем: Хыçал кас (Гагарин урамĕ), Вăта кас (Советская). Леш кас (Ленин), Çĕнĕ кас (Пролетарская).
Тавралăх
Пухтел варрипе Кăнна шывĕ юхса иртет. Ял хыçĕнче Шăрт çырми, Курак лупашки, Пылханни, Матӳç Иван лупашки, Тăм лупашки, Чикан çăл лупашки, Улма йывăç лупашки, Вăрăм кӳл, Хулаш, Крикаç лупашки, Хурама лупашки, Хурумсур ай. Çурçĕр хĕвел тухăç енче ялтан 2-3 километрта посадкăсем ӳсеççĕ. Пухтелĕнчен тухса хĕвел тухăçнелле 5 километр утсан Атăл хĕрне çитме пулать. Кунта яш-кĕрĕм канма юратать.
(Малалли пулать.)
 
: 1192, Хаçат: 28 (862)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: