Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (18.01.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 758 - 760 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Малалли. Пуçл. 11-15, 17,
19-20, 22, 24-27№№.)
– Темле çав, çурхи кун çурма ăслă тенĕ ваттисем. Васкас пулать. Унта, Аллям бабай патĕнче, мăкарич тесе сӳпĕлтетсе вăхăта ирттерсе ларас çук. Ĕçке пула пуç пĕтесси те аякра мар, халех каласа хуратăп, – хытарсах асăрхаттарчĕ арăмĕ упăшкине.
– Юрать, юрать, Ульяна, тутарĕ патне çитмен те-ха, контролĕ пуçланчĕ те, хĕрарăм темерĕн, – килĕшес мартан килĕшрĕ Аврам арăмĕн шухăшĕсемпе.
Шутлă вăхăт пире кĕтмест çав, малаллах шăвать те шăвать. Килнĕ-килменех «утă туянатпăр» тесе, ют купа çине йăпăр-япăр улăхса каяймастăн-çке. Пĕр-пĕрне курнă ятпа кăшт ларса калаçса та илчĕç, пĕр-ик черккешер эрехне те ĕçме ĕлкĕрчĕç, утă тие-тие вăхăт самаях иртсе кайрĕ.
Утă лавне тиесе çитерсен, Аврампа арăмĕ çула тухрĕç. Сĕве хĕллехи пек мар, тĕттĕм кăвак тĕсне çухатнăран юр пек шап-шуррăн курăнса выртать, халичченхи çирĕп пăр чылаях йăшма ĕлкĕрнĕ. Акă вĕсем Сĕве хĕррине пырса тухрĕç. Арăмĕ, чунĕ тем ырă мара сиснĕ евĕр, пăшăрханса:
– Аврам, малтан Сĕве çине хăв утса кĕрсе тĕрĕсле-ха, леш çыраннех каçса кил, темрен тем сиксе ан тухтăрччĕ. Çурхи пăр кĕрпе пек вăл, асту, – тесе асăрхаттарса ăс пачĕ.
Упăшки, арăмĕ хушнă пекех, Сĕве леш еннех утса кайса килчĕ те:
– Чиперех, Ульяна, ним хăрамалли те çук, тулĕк варринерех пăр çине тан шывĕ кăшт тухнă, урасем йĕпенчĕç, саççим. Лар лав çине улăхса, атту хăв та йĕпенсе пĕтĕн, – терĕ мăшăрне.
Лаша Сĕве пăрĕ çине хăй килнĕ çулпах кĕрсе кайрĕ. Шăп варрине çитеспе йăшнă пăр лашапа утă лавĕн йывăрăшне чăтаймарĕ, кĕркуннехи пек çăтăр-çăтăр туса авăнса пырас вырăнне чаштăр-чаштăр тума тытăнчĕ, ваккăн-ваккăн саланчĕ те – лаша лаштăрр туса шыва анса кайма пуçларĕ. Шывăн турачĕ çук çав, утă лавĕ те чалăшса сĕлкĕш ăшне путма тытăнчĕ.
Кунашкал синкерлĕ те ним тума пĕлмелле мар самантра сехĕрленсе, хăраса ӳкесси те – пурте пĕрле. Вилĕмрен çăлăнса юлас тесен, упăшкипе арăмĕн утă лавĕ чалăшнă еннелле мар, пач тепĕр енне сиксе ӳкмеллеччĕ. Вĕсем вара лав тӳннĕ май хăйсем те ун сулăнчăкне лексе, катăлнă пăр таткисем çине ӳкрĕç. Сĕве шывĕн хăвăрт юхăмĕ вĕсене çавăнтах пăр айне сĕтĕрсе кĕчĕ. Юлашкинчен те пулин арăмĕпе упăшки пĕр-пĕрне пĕр сăмах та каласа ĕлкĕреймерĕç, пăр айне анса кайса куçран çухалчĕç. Лаши те, пăр çине сиксе тухас тесе, малти урисемпе кукалерĕ, тулхăрчĕ пулин те, пултараймарĕ, вăйран кайнăскер, вăл та, путса, сĕлкĕш айне пытанчĕ. Чăрсăр юхăм утă лавне пĕр самантрах пăр айне турĕ. Ял çыннисем çак инкек çинчен кăнтăрлапа тин пĕлчĕç. Пайпăлатсем пăр тапраниччен хăйсен ĕçĕсемпе Сӳнтĕке кайса килме шутланă-мĕн те çула тухнă. Сĕве хĕррине çитеççĕ те курах каяççĕ: ун варринче пăртан ванса, тасалса пĕтнĕ чылаях пысăк çаврана асăрхаççĕ, йĕри-тавра утă саланчăкĕ сапаланса выртать, вара тӳрех утă лавĕпе лаша пăр айне анса кайнине ăнланса илеççĕ, Сӳнтĕке çитеймесĕрех каялла, яла таврăнаççĕ.
Анукпа Маюкăн ашшĕпе амăшне Сĕве пăртан тасалса çитсен тин икĕ кимĕ çине ларса, пакăрсемпе шыраса тупрĕç, пĕри тепринчен инçех те мар выртнă-мĕн. Лашине лавпа пăр кайсанах асăрхарĕç, юхăм çыран хĕррине çапса хăварнă иккен. Ун чухне Маюк вун саккăртаччĕ, Анук вара вун виçĕ çул та тултарайманччĕ. Çапла майпа икĕ хĕр пĕр кунта, пĕр самантра хăр тăлăха тăрса юлчĕç. Çавăнтанпа вĕсен «ах» тесе ассăн сывламан, кулянман кун та юлмарĕ. Халĕ акă тата, инкек хыççăн синкек тенешкел, вăрçă пуçланчĕ. Çапах та пурăнмаллах. Кăштах та пулин чуна лăплантараканни те вĕсемшĕн кăнтăрла ял халăхĕпе, тантăшĕсемпе тĕл пулса калаçни кăна.
* * *
Анук шкула çитнĕ çĕре çĕр улми пĕçерсе типĕтекен хĕрарăмсем хăйсен ĕçĕсене вĕçлесе пыратчĕç ĕнтĕ. Вĕри шывпа пăшăхласа пĕçерсе хатĕрленĕ çĕр улми вун икĕ сентре валли те çителĕклехчĕ (стариксем класра икĕ енĕпе те ултшар хутлă сарлака кăна сентресем туса хатĕрленĕ), халĕ вĕсене çӳхе те тип-тикĕс сарса тухса çĕрĕпе типĕтмелле.
– Ах, Анук, шăпах вăхăтлă çитрĕн, çылăхсăр, халь тин çеç сана кĕтсе аса илтĕмĕр: пурте хатĕр, пурне те çуса тасатрăмăр. Çав сентресенчи çĕр улми сийĕсене вăхăтран вăхăта, эп сана вĕрентнĕ пек, çĕрле çавăрса тăма ан ман-ха эппин: сан пурпĕрех ыйăх килес çук, – асăрхаттарчĕ тепĕр хут çĕр улми типĕтекен хĕрарăмсене ертсе пыраканни.
– Хырăмĕ выçнипе каçса кайсах йĕрет пулĕ ĕнтĕ, çуйăхать пулĕ, – ачи пирки пăшăрханса илчĕ пĕр хĕрарăмĕ. – Нинук хĕрĕм шкултан таврăнсан пĕртте унпа лараймасть, килте ĕç мăй таранах-çке.
Вĕсем кунта улттăн ĕçлеççĕ, пурин те чĕчĕ ачисем пур. Колхоз правленийĕ çапла йышăннă: пĕчĕк ачаллă амăшĕсене бригадăри иртен пуçласа каçчен пыракан ĕçсене хутшăнтарма май çук, çавăнпа вĕсене кунта ĕçлеме хушнă: çапах та черетпе килĕсене кая-кая килме пултараççĕ. Анук çĕрĕпех кунта хуралта тăнă май, ăна колхоз председателĕ Иван Никифорович йăлăнсах пулăшма ыйтрĕ. Анук вара куçран ӳкеймерĕ, килĕшрĕ. Çакăншăн хĕрарăмсем те шутсăр савăнчĕç. Савăнăн, ара, енчен те Анук килĕшмен пулсан, вĕсен каçпа черетпе кунта пулмаллаччĕ-çке. Çапла вара хĕр, инвалид пулин те, икĕ ĕç туса пычĕ: шкулпа унăн пурлăхне сыхларĕ, çакăнпа пĕрлех фронта ăсатма каç-каç çĕр улми типĕтсе хатĕрлеме пулăшрĕ.
Анук сентресем çине çӳп-çӳхе сий туса сарса тухнă типекен çĕр улмисене тепĕр хут тĕплĕн тĕрĕслесе тухрĕ. Ăшă кăна мар, пӳлĕмре шăрăх-пăчă пултăр тесе, кăмакана тата кăшт çеç вут-шанкă хушса, хутса кăларма шутларĕ. Канма ларчĕ Анук, шухăша кайрĕ. Кăмакари вутă шатăртатса çуннă май вут пуççисем шарт-шарт туса сирпĕнеççĕ. Çунакан вут çути хĕп-хĕрлĕн курăнса урай хăмисене çутатать, шухăша ярать. Шухăш тени вара çунатсăрах çунатлă: пĕр самантрах таçта та илсе çитерет вăл. Халĕ те Анук шухăш еккипе Илюш патĕнче те, Маюк аппăшĕ ĕçлекен çĕрте те çӳрерĕ. Вĕсем иккĕшĕ те пĕр нушаллă, йывăр ĕç тăваççĕ: Илюш Мускав çывăхĕнчи пĕр хула патĕнче ополченец пулса, Маюк килтен пĕр хĕрĕх-аллă çухрăмра, Вырăс Киштекĕ патĕнче, окоп чаваççĕ.
«Кам шутлама пултарнă-ха пĕлтĕр çак вăхăтра пире ăраскал тĕрлĕ çĕре уйăрса ярасса, – шухăш çăмхине сӳтрĕ Анук. — Пире халĕ пĕр-пĕринчен, уйрăмах Илюшран, вуншар салхуллă ял, хула, шап-шурă юрпа витĕннĕ уй-хирсемпе сĕм вăрмансем, çырма-çатрасемпе анлă юхан шывсем уйăрса тăраççĕ. Лере – анăçра – хаяр çапăçусем пыраççĕ. Пульăсемпе йĕтресем сахал мар салтакăн пурнăçне татаççĕ. Шап-шурă юра çуркунне ăшă çумăр ӳксе лӳшкентернĕ пулсан, халĕ ун çине çынсен хĕп-хĕрлĕ вĕри юнĕ сăрхăнать. Хĕллехи вăрăм та кичем каçсенче ман пек хурланса, шухăшласа лараканни миçе пин, мĕльюн çын-ши?»
Анук тĕрĕсех шутласа ларчĕ, мĕншĕн тесен вăл çак самантра мĕльюншар çыннăн ĕмĕчĕ-шухăшĕпе пĕр пулса чунне ыраттарчĕ, Тăван çĕршыв çийĕн йăтăнса аннă вăрçă инкек-синкекĕ – унăн инкекĕ, ыттисен ĕмĕчĕ – унăн ĕмĕчĕ, ыттисен Гитлер çарне курайманлăхĕ – унăн курайманлăхĕпе пĕр пулса тĕвĕленчĕ.
Çĕр улми кушăхма тытăннăран çăра йăс-пăс тухса тулчĕ, мунчари пек пулса тăчĕ. Сывлăш кăшт уçăлтăр тесе, Анук форточкăна уçрĕ, ун витĕр тата çавăнтах сивĕ сывлăш палкаса кĕме пуçларĕ. Çĕр улми типĕтмелли сентресем хушшипе аппаланса çӳренĕ чухне Анук алăка такам хыттăнах шакканине илтсе шарт сикрĕ. «Кам мурĕ çĕр хута сӳпĕлтетсе-çĕтсе çӳрет-ши?» – тесе çенĕхе тухрĕ.
– Кам унта?! – кăшкăрсах ыйтрĕ Анук.
– Эпĕ-ха ку, оç теççĕ-и сана? – пулчĕ тулти сасă.
– Кам эс? Мĕн, кун çук пек, çĕрле сĕмленсе çӳретĕн? Киле кай, кунта никам та çук, – терĕ Анук.
– Пĕр сăмах каламалли пур.
– Кала, эпĕ кунтанах лайăх илтетĕп. Мĕн каласшăн-ха?
– Ляванти тетӳ-ха ку, Кăтик Лявантийĕ эппин, пулешчĕк, – хуравларĕ тулти çын. Пайпăлатсем кунта вăрман хуралçине çапла чĕнеççĕ, сăмахĕ вара вырăссен «полесовщик» сăмахĕнчен (вăрман хуралçи тенинчен) тухса кайнă пулас. – Уç.
– Уçмастăп. Çĕрле шкула никама та кĕртме хушманнине пĕлетĕн-и эсĕ?
(Малалли пулать.)
 
: 1037, Хаçат: 28 (862), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: