Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (30.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 766 - 768 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«Упра ман пурнăç çутине,
Çак хайлава та упрасам.
Чылай çилсем шуса иртсен,
Эп пулнине астутарсам», – тесе çак сăмахсене эпиграф вырăнне илсе çырать Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, Пăва районĕнчи Кивĕ Мертлĕ ялĕнче çуралса ӳснĕ Анна Кириллова Çĕнтерӳ кунĕ умĕн Ульяновскра пичетленнĕ «А время идет...» кĕнекинче.
Брошюрăна авалхи, вăрçă вăхăтĕнчи, ун хыççăнхи ӳкерчĕксемпе илемлетнĕ. Хуплашка çине «Çĕнтерӳ ялавĕ» панно умĕнче тăракан ветерансен пĕр ушкăнне Мускавра 1988 çулхи май уйăхĕнче ӳкернĕ сăнӳкерчĕкне лартнă. Çав ушкăнра Анна Кириллова (Луткина) та пур. Хыçалта Анна Кириллова сержант вăрçă вăхăтĕнче салтак тумĕпе тата вунă çул каялла мăшăрĕпе – Пăва районĕнчи Чăваш Киштек ялĕнче çуралса ӳснĕ Гордей Васильевич Луткин вăрçă ветеранĕпе ӳкерĕннĕ сăнӳкерчĕксене вырнаçтарнă.
Сăнӳкерчĕксем кĕнекере татах та нумай. Акă, 11-мĕш страницăра çар тумĕллĕ икĕ çамрăк. Аннăн тăван тетĕшĕсем – Мишапа Мишка ӳкерчĕкрен чĕрĕ пекех, кăштах куларах пăхса лараççĕ.
Амăшĕ Анна Ивановна сакăр ача çуратнă. Анчах вĕсем пĕри те пурăнайман, тĕрлĕ çула çитсе ачаллах вилсе пынă. Ун хыççăн вĕсем кӳршĕ ялтан тăлăха юлнă вырăс ачине усрава илсе пăхнă – вăл та нумай пурăнайман. Тĕп килтен уйрăлса тухса урăх вырăна куçсан Анна Ивановна çине-çинех икĕ ывăл çуратнă. Темĕн сăлтавпа, тен, вилĕме улталас тесе, вĕсене иккĕшне те Михаил ят панă. Пĕрне Миша, тепĕрне Мишка тесе чĕннĕ килте. Иккĕшĕ те Ульяновскра И.Я.Яковлев шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Анчах учительте нумай ĕçлеймен, вăрçăра паттăррăн пуç хунă. Иккĕмĕш пытару хучĕ ашшĕ-амăшĕ патне 1943 çулхи июль уйăхĕнче çитнĕ. Тепĕр уйăхран хĕрне – Анна Тихоновнăна та фронта кайма повестка пани ашшĕ-амăшне пачах хуçса хăварнă. Тăватă ачаран кĕçĕннин – Саньккан та тепĕр çул фронта кайма ят тухнă, карчăкпа старике тăр пĕччен пăрахса хăварнă. Çавах кĕçĕннисен шăпи телейлĕрех пулнă – вĕсем иккĕшĕ те киле тĕрĕс-тĕкел таврăннă.
Хăйĕн вăрçăри кун-çулне Анна Тихоновна кĕнекере тĕплĕн çырса пама тăрăшнă. Кунта кĕскен вăрçăн йывăр çулĕсем: ялтан тухса кайни, Хусанта зенитчик-пулеметчик сен 37-мĕш уйрăм полкĕ йĕркеленни, Смоленск, Белорусси, Польша çĕрĕнчи çапăçусем ĕненмелле сăнланнă. Вăрçăри тус-тантăшĕсем çинчен аса илни нумай кĕнекере. Ку вăл батальон парторгĕ Тамара Егорова, рота командирĕ Н.М.Колядич, И.М.Полусова, Лидия Нуждина, Фекла Ятманова, Мария Ефимова, Лидия Андирянова, Нина Артемьева, Ангелина Скворцова тата ыттисем. Вăрçă хыççăнхи ĕçсем, çарти юлташĕсемпе иртнĕ тĕл пулусем çинчен те каласа панă кунта, калава сăнӳкерчĕксемпе пуянлатнă.
Пĕр сăмахпа каласан, ветеран аса илĕвĕсем çамрăксене тăван çĕршыва юратма, аслă ăрăва хисеплеме, лайăххине, ыррине вĕрентеççĕ. Питĕ кирлĕ, паха кĕнеке.
 
: 1156, Хаçат: 28 (862), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: