Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (18.01.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 758 - 760 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Лăпкă океанри шăшисем
Австралире 39 çулти серфер шăшисене ишме вĕрентет. Серфинг валли ятарласа хатĕрленĕ хăма татăкĕ çинче тытăнса тăма шăшине кăна мар, этеме те йывăр. Анчах Австралири спортсмен-шăшисем хумсенчен хăрамаççĕ курăнать. 8 уйăхри Рокет, Пинат, Скидмарк тата Банзай шăши çурисем Шейне Вилмонт тренер пулăшнипе серферсен вăрттăнлăхĕсене йăлт пĕлеççĕ ĕнтĕ. Пĕрремĕш хут шăшие хăма татăкĕ çине тăратнă чух Ш.Вилмонт хăй те ача çулĕнче пулнă-ха, халĕ вара унăн – шăши команди. Малтанах вăл чĕр чунсене ваннăра ишме вĕрентет, хăнăхса çитсен океана илсе тухать. «Шăшисем ишме пĕлмеççĕ тесе çынсем йăнăшаççĕ. Енчен те ишнĕ вăхăтра хăма татăкĕнчен шуса ӳкеççĕ, эпĕ пырса çитиччен шывра тытăнса тăраççĕ, путмаççĕ. Час-часах пулăсем шăшисемшĕн хăрушă-и (калăпăшĕпе танлаштарсан шăшишĕн пулă пирĕншĕн акула пекех пысăк-çке) тесе ыйтаççĕ манран. Эпĕ шăшисене çыран çывăхнерех кăларатăп, кун пек çĕрте пулăсем çук. Чарлансем вара чăнах та пысăк хăрушлăх пулса тăраççĕ», – пăшăрханса калаçать Вилмонт.
Этем-кайăк
Çӳллĕ эвкалипт тăрринче виçĕ уйăх пурăнакан Чена обществăлла йĕркене пăснăшăн суд тăваççĕ. Китайра юлашки çулсенче пысăк суту-илӳ центрĕсем туса лартассишĕн çынсем пурăнакан çуртсене ишесси йăлана кĕнĕ. Фенгги провинцийĕнче пурăннă Чен Маогуо (нумай пулмасть вăл хăй те пӳртсĕр тăрса юлнă) çакна сивлесе правительство патне те çырнă, анчах хурав кĕтсе илеймен. Чен строительсене хирĕç хăйне май протест акцийĕ шутласа кăларнă – эвкалипт çине пурăнма куçнă. Йывăç çинче туратсенчен ӳпле пекки туса лартнă, ĕçме-çимене вĕренпе хăпартнă.
Эвкалипт çинчи этем-кайăк хăвăрт чапа тухнă: журналистсем интервью пама ыйтнă, иртен-çӳрен чарăнса тăрса пăхнă. Çаксемпе кăмăлсăр полици Маоугона тунтикун суда пыма хушнă. Мĕн кĕтет этем-кайăка?
Бутылка утравĕ
Голланди ăсчахĕсем пластик бутылкăсенчен утрав тума проект хатĕрлеççĕ. Этем вăйĕпе тунă утравăн Лăпкă океана çӳп-çапран тасатмалла. Малтан шутласа хунă тăрăх, Утрав калăпăшĕпе Гавайя пысăкăш пулмалла. Компьютер схемисем утрав 44 миллион килограмм пластикран (халь океанра ишсе çӳрекен çӳп-çап) тăрать, утрав çинче 500000 çын пурăнма пултарать, хĕвел энергине электричествăна куçармалла. Ăсчахсем пĕлтернĕ тăрăх, проектăн 3 тĕллев: океана çӳп-çапран тасатасси; çынсене пурăнма вырăн туса парасси; хĕвелпе шыв энергине утрав çинчи пурнăçа тытса пыма ярасси.
 
: 1904, Хаçат: 28 (862), Категори: Тĕнче тавра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: