Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (18.01.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 758 - 760 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Республика шайĕнчи IV Уяв шăматкун кĕрлесе иртсе кайрĕ, аса илӳсемпе савăнасси çеç юлчĕ. Тĕрĕсрех каласан, республика шайĕнче вăл XV хут иртет-ха, Нурлатра вара чăнах та IV хут пулчĕ. 2006 çултанпа Нурлат çĕрĕ тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан кашни чăваша хапăл туса кĕтсе илет.
Уява хутшăнас текенсене вара шăрăх çанталăк та хăратмарĕ курăнать, халăх пĕлтĕрхинчен те йышлăн пухăннă. Танлаштарма: 2009 çулта 54 коллектив хутшăннă, 2010 çулта Тутарстанран, Пушкăртстанран, Самар, Ульяновск, Свердловск облаçĕсенчен, Мускавран, Санкт-Петербургран, Иркутскран, Чăваш Енрен тата ытти çĕртен – 75 илемлĕ пултарулăх ушкăнĕ пухăннă. Тутарстан районĕсенчен кăна 40 коллектив Уява пынă. Паллах, хуçасем – Нурлатсем хăйсене анлăн кăтартрĕç, районти 10 чăваш коллективĕ пуринпе пĕрле Уявра савăнчĕ. Ытти çулсенче Уявра пулса курнă кӳршĕри Самар чăвашĕсем çак праçник пирки ырă ят кăларнă курăнать Самар тăрăхĕнче: 25 коллектив килнĕ.
Уява хатĕрленĕ çĕрте яланхи пекех ТР Культура министерстви, ТР Чăваш наципе культура автономийĕ, ТР РНМЦ тата, паллах, чи пысăк тӳпе кĕртни – Нурлат муниципаллă район канашĕпе ĕçтăвкомĕ.
Чаплă хăнасенчен кăçал чăваш культурин праçникĕнче ТР Премьер-министрĕ И.Ш.Халиков, Раççейри Чăваш наципе культурин федераллă автономийĕн представителĕсем, ТР культура министрĕн çумĕ А.Р.Гайнутдинов, ЧР культура министрĕн çумĕ Т.В.Казакова, ЧР Патшалăх Канашĕн культурăпа, вĕрентӳпе, наукăпа тата наци политики енĕпе комиссийĕн председателĕн çумĕ В.В.Андреев, ТР ЧНКА председателĕ К.Г.Яковлев тата ыттисем пулчĕç.
Хăнасене, уява хутшăнакансене саламласа Нурлат муниципаллă район ертӳçи Наиль Шакирович Шарапов сăмах тухса каларĕ.
Республикăри XV Уяв ялавне çĕклеме кăçал Нурлат районĕнчи Якуркелĕнчи вăтам шкулăн завучне Галина Владимировна Терентьевăна шанса чыс турĕç.
Тутарстан Правительствин ертӳçи пурне те Уявпа саламларĕ, пухăннисене пур çĕрте те ăнăçу сунчĕ.
Уявра пысăк хăнасем умĕнче чаплă лару-тăрура районта пурăнакан ĕçчен те пултаруллă чăвашсене саламласа парнесем парасси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Кăçал та çаплах пулчĕ. Кĕçĕн Хăмăшлăри вăтам шкул учительне Юлия Еврантьевна Кульметьевăна, Чăваш Менчинчи ял клубĕн заведующине Елена Ильинична Сибулатовăна, «Çăлкуç» фольклор ушкăнĕн илемлĕх ертӳçине Светлана Семеновна Ефремовăна, харпăр предпринимателе Тамара Ивановна Ложкинăна, «Туслăх» район хаçачĕн корреспондентне Тамара Анатольевна Назаровăна тата Галина Владимировна Терентьевнăна хастар ĕçĕсемшĕн, чăваш культурине, наци аталанăвне тӳпе кĕртнĕшĕн пĕтĕм халăх умĕнче чысласа тав турĕç.
Ĕлĕкрен Уяв шалçа çапнинчен пуçланнă. Праçнике йĕркелекенсем çак саманта пĕр çул манса хăвармаççĕ, яланах таврари чи ватă, хисеплĕ çын шалçа çапнă. Кăçал Нурлат районĕнчи Ялавăр ялĕнче пурăнакан хисеплĕ шурсухала Михаил Логинова çак тивĕçе пурнăçлама ыйтнă.
Яланхи пекех уяв лаптăкĕнче чăваш халăх ăсталăхне кăтартакан площадкăсем ĕçлерĕç. Çакăнтах кил-çурта, хуçалăха сăнакан ӳкерчĕксене те курма пулать. Шыв ăсма картинка çинчи пек хитре пусă пур, пĕчĕк-пĕчĕк кӳлĕсем çинчен те манман. Кунтах шăпăрлансем пулă тытаççĕ. «Кӳлĕре» ишсе ырнă кăвакалĕсем «çыранра» хĕвел питтинче хĕртĕнеççĕ. Чăваш пӳрчĕн хăтлăхне курма кĕнĕ хăнасене кăпăклă сăрапа сăйлаççĕ. Çурт умĕнче çулăм çинче пĕçернĕ аша (шашлык мар, асăрхăр) астивсе пăхма сĕнеççĕ. Ал ĕç, тăмран шăлса тунă япаласене интересленсе пăхакансем пайтах пулчĕç Уявра. Паллах, курава илсе килнĕ япаласен авторĕсенчен чылайăшĕ Нурлатран пулчĕ – тĕрлĕ шкулсем, ача сачĕсем.
Республика Уявĕсене Нурлатра ирттерме пуçласанах «Уяв пики» конкурс кун курчĕ темелле. Кашни çул уява хутшăнакан районсем хăйсен чи-чи илемлĕ хĕрне конкурса тăратаççĕ. Компетентлă жюри вара Уяв пикине суйлать. Паллах, пике хитре пулни çителĕксĕр: чăваш чĕлхине питĕ лайăх пĕлмелле, пултаруллă та пулмалла, пĕр сăмахпа – нумай енчен хăйне лайăххипе кăтартса памалла. Çак конкурсра кăçал Аксу районĕнчи Кивĕ Саврăш вăтам шкулĕнче вĕренекен 16 çулти Мария Васикова çĕнтерчĕ. Пикене те, аксусене те (çакăн пек чипер те пултаруллă хĕр çитĕнтернĕшĕн) чĕререн саламлатпăр. Калас пулать, çарăмсансем те аксусенчен ӳксех юлмаççĕ: Марийăн Çĕнĕ Йĕлмелĕнчи тантăшĕ Наташа Петрова иккĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Виççĕмĕш вырăн йышăнаканни Çырчаллинчи Алена Антонова пулчĕ. Пикесене пурне те саламлатпăр! Малашне те çапла хӳхĕм, ăслă, пултаруллă пулăр.
Уявăн 2010 çулхи çĕнĕлĕхĕ – «Уяв паттăрĕ» конкурс. Çак ята çĕнсе илме чăваш каччисем пĕр-пĕринпе тахçанччен тупăшрĕç. Хул-çурăмĕсене спортпа пиçĕхтернине пур енлĕн кăтартса пачĕç – ал вăйне те виçрĕç, кавир çинче те тупăшрĕç, турник çинче те туртăнчĕç. Ятлă-сумлă спортсменсем судья пулса паттăрсене сăнаса тăчĕç. Юлашкинчен чи маттуррине палăртрĕç. Астуса юлăр, пĕрремĕш уяв паттăрĕсене! Конкурс икĕ категорипе иртнĕ. Аслисен категорийĕнче Нурлат районĕнчи Чура Паттăр ялĕнчи Иван Поляков çĕнтернĕ. Вăл иртнĕ çуркунне кăна çартан таврăннă-ха. Яшсен категорийĕнче кӳршĕсем мала тухнă – Алексеевски районĕнчи Чăваш Майни ялĕнчи Владимир Егорова çитекенни пулман.
Çак ята илессишĕн вара пĕр Нурлатран кăна мар, Аксу, Элкел, Çарăмсан, Çĕнĕ Шуçăм, Алексеевски муниципаллă районсенчен килнĕ йĕкĕтсем хĕртсе пăхакан хĕвел айĕнче тем вăхăт пулчĕç.
Пирĕн республикăра нумай наци халăхĕ пурăннине пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ. Кашни халăхăн хăйĕн уявĕ, праçникĕ. Акă, ака вĕçленнĕренпе кăна вырăссен «Каравонĕ» кĕрлесе иртрĕ, тутарсен Сабантуйĕ чаплă пулчĕ чăвашсен Учӳкĕпе Уявĕн мухтавĕ таçта çити саланчĕ. Питравра кĕрешĕнсен «Питрау» праçникĕ пулать тата ытти те, тата ытти те. Кашнин хăйĕн илемĕ, хăйне евĕрлĕхĕ. Анчах хăш-пĕр наци праçникĕнче «официаллă делегацисемпе ирттерме пуçланăранпа праçникĕн илемĕ пĕтрĕ» тенине илтме пулать. Нурлатри Уявра çакăн пек сăмахсем илтме тӳр килмерĕ. Кунта тĕл пулнă кашни çын чĕререн савăнса Уява хутшăнни йăл-кулăпа çиçекен сăн-питĕнчех курăнать. Пурте тарават, вашават. Çук, юри, çын умĕнче аванрах курăнас тенипе мар, чунтан савăннипе çапла. Малашне те Уява хутшăнакансен кăмăл-туйăмĕ ан улшăнтăрччĕ. Хальхи пекех Уява пынă вырăс-тутар çыннисем хисеплĕн «пирĕн чăвашсен Уявĕ», «чăвашсен Уявĕ чаплă иртет» тесе каласа паччăр çынсене.
 
: 1053, Хаçат: 28 (862)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: