Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТАРАКАНСЕМ КАЛАÇАÇÇĔ?!
Тутлă апат ăçта выртнине таракансем пĕр-пĕрне хими ылмашăвĕ урлă пĕлтерме пултараççĕ текен шухăш патне тухнă Лондон университетне кĕрекен Мария королевăн колледжĕн специалисчĕсем.
Çакна вĕсем таракансене харăсах икĕ тĕрлĕ апат парса тĕрĕсленĕ. Кăпшанкăсем икĕ ушкăна пайланса икĕ апат патне каясса кĕтнĕ вĕсем, анчах таракансем пурте тутлăрах апата кăна суйланă. Ученăйсен шучĕпе, таракансем информацие сĕлекере пулма пултаракан веществопа – апат феромонĕпе е хăйсем кăларакан углеводород пулăшнипе пĕлтерме пултараççĕ.
Тĕпчев апат феромонне кăларма май парать, ку вара таракансене вĕлермелли наркăмăшăн пахалăхне ӳстерет.
ЮРАТУШĂН ЧИКĔ ПУЛАТЕХ
Египетăн административлă Аслă сучĕ нумаях пулмасть кĕçĕнрех инстанци сучĕн йышăнăвне çирĕплетнĕ. Унпа килĕшӳллĕн, малашне Египет каччисен Израиль хĕрĕсене юратма юрамасть, тĕрĕсрех каласан, качча илме. Унсăрăн каччăсене Египет гражданствисĕр хăварма пултараççĕ. Ку ыйтăва çĕршывăн правительствине пăхса тухма пама, процедурăн йĕркине палăртма суд Шалти ĕçсен министерствине хушнă. Çакна хутăш çемьесем Египетăн наци хăрушсăрлăхне сиенлетме пултараççĕ тесе сăлтавлаççĕ. Израиль законĕпе, еврейкăран çуралнă ачасем Израиль гражданинĕсем шутланаççĕ. Çак ачасене Израиль законодательствипе салтака та илме юрать.
Хальхи вăхăтра Египетра еврейкăна качча илнĕ çемьесен шучĕ темиçе пин. Египет Израильпе мирлĕ килĕшӳ тунă (1979) пĕрремĕш араб çĕршывĕ пулсан та, икĕ çĕршывăн хутшăнăвĕсем ăшах мар-ха.
ЧĔРЧУН ПУЛМА ÇУРАЛНĂ-ТĂККамбоджăри Пномпень полицийĕ 2007 çулта вырăнти фермерсен пахча çимĕçне вăрлакан çаппа-çарамас хĕре тытса чарнă. Çурма çын, çурма чĕрчун хăй ирĕкĕпе 1988 çултанпах вăрманта пурăнать иккен, нимĕнле чĕлхе те пĕлмест, никампа та калаçмасть. Хĕр полици аллине çакланнă чух 29 çулта пулнă. Кĕçех унăн тăванĕсем те тупăннă. Хăйĕн çемйипе вăйпах виçĕ çул пурăннă хыççăн хĕр каллех вăрмана тарнă. Ашшĕ ăна вырăнти клиника больницинче психика чирĕнчен сиплесе те пăхнă, пурпĕрех усси пулман.
3 МЕТР ТĂРШШĔ ÇУЙĂН
Çурçĕр Италири пĕр юхан шывра 2,46 метр тăршшĕ, 113 килограмм йывăрăш çуйăн тытнă. Кун пысăкăш юхан шыв пулли тытни халиччен ку çĕршывра пулман. Паллах, çуйăна никам та вĕлермен, сăн ӳкернĕ те юхан шыва каялла янă.
ПЛАНЕТĂН ЧИ ЙЫВĂР ХĔРАРĂМĔ
Нью-Джерсире пурăнакан 42-ри Донна Симпсон планетăри чи йывăр хĕрарăм пулма тĕллев лартнă. Халĕ вăл 272 килограмм таять. Ĕмĕчĕ – 450 килограма çитесси. Донна Симпсон ача çуратнă чи йывăр хĕрарăм тесе Гиннес рекорчĕсен кĕнекине кĕме заявка та панă. Доннăн икĕ ача, пĕри – 3, тепри 14 çулта. Симпсона кĕнеке çырма сĕннĕ, кунсăр пуçне вăл реалити-шоу та хатĕрлеме ĕмĕтленет. Çакăн пек пропаганда мăнтăр хĕрарăмсене хăйсене шанма вĕрентет тесе шутлать.
Хальхи вăхăтра Донна supersize- dbombshells.com сайт валли çуллă апат çинине, машина патне мĕнле утнине ӳкерĕнсе укçа ĕçлесе илет. Вăл эрнене апат çине кăна 750 доллар тăкаклать.
Кун пек пурнăç ăна вĕлерет тесе шутлать нумайăшĕ. Апла пулин те Донна вĕсемпе килĕшмест, мĕншĕн тесен хăйне сывă тесе шутлать, виç уйăхра пĕрре тухтăр патĕнче пулать. Доннăна савнийĕ çакăн пек пулнăшăнах юратать те, çавăнпа юратнă çынни тата ӳт хушма шут тытнине ырлать кăна. Мăшăр тепĕр çул пĕрлешме шутлать.
 
: 2080, Хаçат: 27 (861), Категори: Тĕнче тавра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: