Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Иртнĕ эрнекун, июнĕн 25-мĕшĕнче, Хусанти «Пирамида» Культурăпа кану комплексĕнче Республикăри историпе культура палăкĕсене çĕнĕрен çĕклес «Возрождение» – «Янарыш» фондăн хăтлавĕ иртрĕ. Тутарстанри икĕ пĕлтерĕшлĕ палăк – авалхи Пăлхар хули тата Свияжск утрав-хули – шăпи çинчен ТР Патшалăх Советникĕ Минтимер Шаймиев залра пухăннă журналистсене каласа пачĕ.
– Ку ĕçе текех ырана хăварма юрамасть, Тутарстанра пурăнакансем паян çак ыйтăва татса памашкăн «пиçсе çитнĕ». Ыр кăмăллăх пирĕн кулленхи пурнăç йăли пулса тăчĕ, – терĕ Минтимер Шарипович.
Патшалăх Советникĕ каланă тăрăх, халĕ Пăлхар хулашĕн территорийĕн пĕр проценчĕ çинче кăна чавса шырас ĕçсем пыраççĕ-ха. Пĕтĕмĕшле лаптăк вара 388 гектар йышăнать. Кунта малашне çĕнĕ коммуникацисемпе çулсем, юхан шыв вокзалĕсем тума палăртнă. Пур ĕçе те Пĕтĕм тĕнчери стандартсене пăхăнса пурнăçлаççĕ, мĕншĕн тесен палăка ЮНЕСКО списокне кĕртме тăратнă. Авалхи хулара 30 çын вырнаçмалăх медресе те уçăлĕ. Вăл Раççей Ислам университечĕн филиалĕ те пулма пултарать.
Пăлхарта çавăн пекех Çăкăр музейĕ пулать.
– Ку вырăн туристсемшĕн çав тери илĕртӳллĕ пулмалла. Пăлхара ашшĕ-амăшпе пĕрле килекен кашни ача тин кăна кăмакаран пиçсе тухнă çăкăра тутанса пăхма пултартăр. Киленсе ăшă çăкăр çини яланлăха асра юлать вĕт. Эп ача чухне ялан çăкăр çителĕклĕ пулман та çакă маншăн питĕ хаклă, – терĕ Тутарстанăн пĕрремĕш Президенчĕ.
Тутарстанра çӳллĕ шайра çĕнĕрен çĕклеме палăртнă тепĕр палăк – Свияжск. Утрав çинчи храмсене çĕнетес ĕçре çĕнĕ технологисемпе усă курĕç. Атăл çинчи утрав та туристсене çывăх вăхăтрах пуçтарасси куçкĕрет. Ара, вăл таçти тинĕссенчи утравсенчен мĕнпе уйрăлса тăрать?
Пĕр палăк мăсăльмансемшĕн хаклă, тепри – православи тĕнне ĕненекенсемшĕн. Пăлхарпа Свияжск пĕр тӳпе айĕнче, пĕр юхан шыв çинче, пĕр республикăра вырнаçнă. Хусан Кремлĕн территорийĕнче Кул-Шариф мечĕтĕпе юнашарах Благовещени соборĕ ларни хăех Тутарстанра пур халăх та пĕр тан пулнине пĕлтерет. Халĕ акă республика ертӳçисем каллех икĕ тĕне ĕненекенсемшĕн те хаклă палăксене çĕнетсе чĕртесшĕн. Фондăн эмблеми çинчи ӳкерчĕк те икĕ тĕн çыннисем пĕр тан пулнине пĕлтерет иккен.
Историпе культура палăкĕсене çĕнетмешкĕн республикăра пурăнакан кашни çынах укçан пулăшма пултарать.
 
: 987, Хаçат: 27 (861)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: