Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 756 - 758 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Халăх ирĕклĕхĕшĕн кĕрешнĕ кашни ветеранăн пурнăç условийĕ тивĕçлĕ пулмалла, мĕншĕн тесен урăхла юрамасть, вăл – çĕнтерӳçĕ. Шăпах çак тĕллевпе РФ Президенчĕ «Пурăнмалли условисене лайăхлатма учета тăнă вăрçă ветеранĕсене çурт-йĕрпе тивĕçтересси çинчен» Указ кăларнă. Тутарстанра та çĕр-çĕр ветеран çак пулăшупа усă курса пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма ĕлкĕрчĕ. Пĕтĕмпе республикăра июнь уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлне çак категорири 10115 çын (1840-шĕ 2010 çулхи май уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн) учетра тăнă. Çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма парăнакан субсидие (943,2 пин тенкĕ) 6123 ветеранпа тăлăх арăм илнĕ, 2993-шĕ çĕнĕ хваттерсене пурăнма куçнă. Çĕпрел районĕнчи Кивĕ Çĕпрел ялĕнче вара ветерансен 16 çуртран тăракан çĕнĕ урамĕ ӳссе ларĕ, вăл икĕ хут Социализмла Ĕç Геройĕ П.В.Дементьев ячĕллĕ пулĕ.
Çĕпрел районĕнчи Матак ялĕнче пурăнакан Ольга Васильевна Мидюкинăн та акă савăнăçĕ пысăк. Ăна патшалăх ялта, çитменнине тата ывăлĕпе юнашарах темиçе пӳлĕмлĕ, хăтлă, пысăк çурт лартса парать. 40 тăваткал метр пысăкăш çурта строительсем икĕ эрне çурăрах туса пĕтернĕ, халĕ шывпа газ кĕртмелли кăна юлнă. Строительство мĕнле пынине вырăнти ял хутлăхĕ çирĕп тĕрĕслесе тăрать. Ял хутлăхĕн пуçлăхĕ В.Михайлов каланă тăрăх, çуртăн уççине ветеранăн мăшăрне кăçал сентябрĕн 1-мĕшĕччен памалла.
«Халĕ ĕнтĕ манăн вилме те юрамасть», – куççульне шăлать тăлăх арăм çуртăн вĕр-çĕнĕ алăкне уçнă май. «Ку çывăрмалли пӳлĕм, ку зал, кухня... Сивĕ, вĕри шыв пӳртрех пулать, шыв тăкма та тухмалла мар», – паллаштарать вăл пире хăйĕн пулас çурчĕпе. Кун пек парнешĕн мĕнле хĕпĕртемĕн-ха? Шел, çак кунччен Ольга Васильевнăн мăшăрĕ – вăрçă ветеранĕ Николай Владимирович – хăй пурăнса çитеймен, вăл 10 çул каялла çут тĕнчерен уйрăлнă. «Мăшăрăм ялан аслă мăнуксене те пулсан ура çине тăнине курасчĕ тетчĕ, вилсе кайрĕ», – аса илет чăваш хĕрарăмĕ. Мидюкинсен ялта халĕ пилĕк мăнук ӳсет, аслине Алексея июнь уйăхĕн çурринче шăпах çак çĕнĕ çуртран салтака ăсатнă та, эппин, аслашшĕн пилĕ çитнех. Ольга Васильевна çĕнĕ çуртра пĕччен мар, мăнукĕпе, 4 класс пĕтернĕ Ольгăпа, пĕрле пурăнма ĕмĕтленет.
Тĕрĕссипе, вăл пурăнмалли условине лайăхлатма ыйтса пĕр хут та пуçтарман, ял хутлăхĕн кантурне ывăлĕпе Анатолипе пĕрле пыма чĕнсен хăраса ӳкнĕ, ара, мĕн сăлтавпа пуçлăх чĕнтернине тӳрех пĕлмен-çке. Кĕтмен парнен савăнăçĕ халĕ те чĕрине шăнăçайманнипе Ольга Васильевнăн савăнăç куççулĕ юхма чарăнмасть.
Сăмах май, Матак ял хутлăхне кĕрекен Ишлĕ, Матак, Мучелей ялĕсенче хальхи вăхăтра ветерансемпе тăлăх арăмсем пурĕ 18-ăн, вĕсенчен 12-шĕ ял хутлăхĕн территорийĕнче пурăнать. Комисси вĕсен пурăнмалли çурт-йĕрне тĕрĕсленĕ хыççăн малтан чи йывăр условире пурăнакансене пулăшма йышăннă. Хальхи вăхăтра 5 ветеранпа тăлăх арăмăн пурăнмалли условийĕсене лайăхлатнă, чăн та, ытларахăшĕ район центрĕнче, Ульяновск, Хусан хулисенче хваттерсем туянма кăмăл тунă. Улька аппа çеç тăван ялтан ниçта кайма та килĕшмен. Ял хутлăхĕнчи тепĕр икĕ тăлăх арăмăн патшалăх субсидине илме докуменчĕсене хатĕрлесе çитернĕ. Шел пулин те, вĕсем те ялта çурт лартма кăмăл туман.
Ял çыннин ватлăхра чунĕ хуланалла мар, ялаллах туртать-çке. Çавăнпа та Çĕпрел районĕн ветеранĕсем хăйсене ялтах çĕнĕ çурт лартса пама сĕнсен савăнсах килĕшнĕ. Муниципаллă районăн ĕçтăвком ертӳçи Ш.А.Алиуллов пĕлтернĕ тăрăх, районти ялсенче хальхи вăхăтра ветерансем валли 52 уйрăм çурт тăваççĕ. Вĕсенчен 16-шĕ район центрĕнче, Кивĕ Çĕпрел ялĕнче. «Стенасене кирпĕчрен купаласа тăррине витрĕмĕр, çуртсенчен 15-шне типлă проектпа лартатпăр, вĕсем пурте пысăкăшĕпе 40 тăваткал метр ытларах, 16-мĕшĕ çеç ытти çуртсенчен пысăкрах пулать, мĕншĕн тесен кун валли ветеран хăй 250 пин тенкĕ хушнă. Хăтлăхĕпе вара пĕр-пĕринчен уйрăлмĕç, шыв, газ кĕртĕпĕр. Кунсăр пуçне урама асфальт та сарма планлатпăр. Çĕнĕ çуртсене ветерансем кăçал сентябрь-октябрь уйăхĕсенче пурăнма куçĕç», – пĕлтерчĕ Шавкет Ахметсафинович.
Çĕнĕ урама мĕнле ят парассине те палăртсах хунă район. Паллă ентешĕн, авиаци промышленноçĕн министрĕ пулнă, икĕ хут Социализмла Ĕç Геройĕн Петр Васильевич Дементьевăн ячĕллĕ пулĕ вăл. Калас пулать, ку урамра районти тĕрлĕ ялти ветерансем пурăнма куçĕç, апла пулсан та каç пулттипе урама тухсан, кӳршĕсен мĕн çинчен калаçмалли тупăнатех, мĕншĕн тесен вĕсене пурне те вăхăтĕнче хăрушă вăрçă пĕрлештернĕ.
 
: 1131, Хаçат: 27 (861), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: