Паянхи кун хваттерлĕ пулас тесен ахаль çынна пĕрре те çăмăл мар. Юрать, çăлăнăç унки – ипотека – пур тейĕпĕр, анчах унпа усă куриччен малтан пĕр пăт тăвар çиме тивет. Кирлĕ хутсем пуçтарсах хăшкăлатăн. Пĕр ведомство хулан пĕр кĕтесĕнче, иккĕмĕшĕ тепринче вырнаçни ку ĕçе чылай кансĕрлет. Çак йывăрлăха «çӳлтисем» асăрхамаççĕ тени тĕрĕс пулмĕччĕ.
Тĕслĕхрен, куçман пурлăхпа ипотека рынокне хутшăнакансене пĕр çĕре пухас шухăш пирĕн республикăра икĕ çул каяллах çуралнă. Çак тĕллевпе хăйне евĕрлĕ проект– «Ак Барс Ипотека» Ĕç центрĕ те йĕркеленĕ. Унăн тĕллевĕ шăпах çӳлерех асăннă йывăрлăха татса парасси шутланать те. Урăхла каласан, клиента хваттерлĕ пулма мĕнпур енчен пулăшасси. Тинех çынсем хаш сывласа ярĕç, мĕншĕн тесен шухăшланине пурнăçа кĕртсе çак кунсенче Хусанта «Ак Барс Ипотека» куçман пурлăхпа ипотека центрĕ хута кайрĕ. Ăна уçма ТР Премьер-министрĕ Р.Минниханов хăй хутшăнчĕ.
Центр «пĕр чӳрече» принципа пурнăçа кĕртет. Вăл куçман пурлăхпа çыхăннă ĕçсене илсе пыракан компанисене (Федерацин регистраци службин Тутарстанри уйрăмĕпе техника инвентаризацийĕн бюровĕ (БТИ), ипотека енĕпе консультантсем, юристсем, страхлакан, хак паракан компанисем, банк, нотариус компанийĕ) пĕр çĕре пухнă. Ку вара çынсене кирлĕ документсене пуçтарассине самай çăмăллатĕ. Малашне вĕсен пĕр справкăшăн хулан тепĕр вĕçне каймалла пулмĕ.
– Ку офисра заказ паракан тата харпăрлăха çирĕплетекен мĕнпур службăсем вырнаçнă. Кун йышши центрсем уçни влаçăн граждансене хăтлă та йӳнĕ хваттерсемпе тивĕçтерес тĕллевне пурнăçлакан утăмĕ, – тесе хак пачĕ Премьер центра уçнă май. Федерацин регистраци службин Тутарстанри управленийĕн начальникĕн ĕçне пурнăçлакан В.Бушков каланă тăрăх, республикăн кашни районĕнче, хулинче граждансене çакăн пек условисем туса пама май пур. Ун шухăшне «Ак Барс» Банк УАО правленийĕн председателĕ Р.Миннегалиев та ырласа çакăн йышши центрсем Хусанта, каярах Анат Камăра тата Çырчаллинче уçма палăртнине каларĕ.
Сăмах май, «Ак Барс Ипотека» тулли мар яваплăхлă общество «Ак Барс» Банк» УАОран уйрăлса тухнă предприяти шутланать. Куçман пурлăхпа ипотека рынокĕнче вăл виçĕ çул ăнăçлă ĕçлет. Çапла вара «Ак Барс Ипотека» центр пĕр вырăнтах клиентсене куçман пурлăхпа çыхăннă документсене регистрацилеме, справкăсем илме, техника паспорчĕсене хатĕрлеме заявленисем тăратма май парать. Пурăнмалли çурт-йĕр туянассипе çыхăннă мĕнпур банк операцийĕсене пурнăçлама, çаплах харпăрлăха хаклама, страхлама, документсене нотариус патĕнче çирĕплетме, харпăрлăха страхламалли килĕшӳ тума пулать. Кунсăр пуçне клиентсем хушма услугăсемпе те усă курма пултараççĕ: кредит, автокредитсем, лизинг, «Ак Барс-Мед» медицина страховкине илме май пур.