Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТР милици сотрудникĕсемпе çамрăксем юлашки вăхăтра туслашмасан та «Максимум Вашего Доверия» акци хыççăн пĕр-пĕрин патне пĕр утăма çывхарчĕçех. Аса илтеретпĕр, милици ĕçне мĕнле лайăхлатасси пирки ТР шалти ĕçсен министрĕ А.Сафаров ятарласа çамрăксен ушкăнĕсен, обществăлла организацисен ертӳçисене «çавра сĕтеле» пуçтарса канашланăччĕ. Шăпах çавăн чух çамрăксем хăйсем милицие çывăхрах пулма пĕрре те хирĕç маррине пĕлтерчĕç çеç мар, унăн ĕçне мĕнлерех лайăхлатмалли пирки лайăх сĕнӳсем те пачĕç. Вĕсенчен пĕри – шкул ачисен, студентсен, çамрăксен хушшинче «Новое видение МВД: имидж, цели, задачи, обратная связь с обществом» наукăпа публицистика ĕçĕсен конкурсне йĕркелессиччĕ.
Кунсăр пуçне темиçе уйăха тăсăлнă «Максимум Вашего Доверия» акци вăхăтĕнче те тĕрлĕ мероприятисем ирттерсе хăйсен гражданла позицине кăтартрĕç. Акцие çамрăксен субкультурин фестивалĕпе вĕçлесси те вĕсен шухăшех. ТР Шалти ĕçсен министерствине пулăшса кун йышши фестиваль ирттерни Хусанта хальччен пулманччĕ-ха. Июнь уйăхĕн 18-мĕшĕнче Г.Камал ячĕллĕ Тутар патшалăх академи драма театрĕ умĕнчи тӳремре хусансене тĕрлĕ юхăмлă çамрăксем (рэперсем, битбоксерсем, брейкерсем тата ыттисем) хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă май пухăннă çамрăксене закона пăхăнса пурăнмаллине те аса илтерчĕç. Инкеке лексен мĕн тумаллине, камран пулăшу ыйтмаллине ăнлантаракан листовкăсем салатрĕç. Хаваслă шоу программинче çаплах тĕрлĕ конкурссем те пулчĕç. Вĕсене хутшăнакансене ТР ШĔМĕн представителĕсем А.Сафаров министрăн автографĕллĕ, «Эпĕ закона хисеплетĕп, закон мана хӳтĕлет» тесе çырнă футболкăсемпе, парнесемпе хавхалантарчĕç.
Çапах та фестивалĕн чи хумхануллă саманчĕ çӳлерех асăннă конкурса пĕтĕмлетни пулчĕ-тĕр. Республикăри 18 вĕренӳ заведенийĕнче вĕренекен 50 ытла çамрăк хăй ĕçне тăратнă. Эппин, çамрăксемпе милици сотрудникĕсем пĕр çырман çыранĕсем евĕр икĕ енче тени пĕрре те тĕрĕс мар. Конкурсăн чи çамрăк çĕнтерӳçине, Хусанти 5-мĕш номерлĕ шкул-лицейра 7-мĕш класра вĕренекен Анастасия Быховскаяна, тĕслĕхрен, ку конкурса хутшăнма никам та хистемен, шкулта та каламан, законсем çинчен ытларах пĕлес килнипе хăй шухăшне конкурса çырса янă вăл, ун шучĕпе, çул çитмен ачасен те Уголовнăй кодекса лайăх пĕлмелле, тӳрĕ çултан пăрăнни мĕн патне илсе çитернине милици сотрудникĕсем шкулсене час-часах килсе ăнлантармалла.
ТР ШĔМĕн ертӳçисенчен, ТР ШĔМĕ çумĕнчи Обществăлла канаш членĕсенчен, çамрăксен ушкăнĕсен ертӳçисенчен тăракан жюри 50 ĕçрен 6 çĕнтерӳçĕпе 7 номинанта суйласа илнĕ.
Ĕçсене жюри шухăшăн хăйне евĕрлĕхне, проекта пурнăçа кĕртме çăмăл тата хаклă маррине кура хакланă. Çĕнтерӳçĕсен хушшинче студентсем кăна мар, шкул ачисем те пурччĕ. ТР шалти ĕçсен министрĕн советникĕ Николай Козарь наукăпа публицистика ĕçĕсем пысăк шайра, интереслĕ, тарăн шухăшлă пулнине, милици ĕçне чăнах та лайăхлатма пултарнине пĕлтерчĕ. Çапла вара ТР ШĔМĕн Дипломĕпе 30 пин тенкĕ премие А.Шарипов (Хусанти федераллă университет), Р. Абдулганеевпа А.Ганиев-Вильданов (Раççей ШĔМĕн Хусанти юридици институчĕ), А.Рыбалов (Экономика, управлени тата право институчĕн Чистайри филиалĕ) çĕнсе илчĕç. Шкул ачисем А.Меркурьевпа (Нурлатри пĕрремĕш номерлĕ шкул, 7-мĕш класс) – мобильлĕ телефона, А.Быховская (Хусанти 5-мĕш номерлĕ шкул-лицей, 7-мĕш класс) компьютер мониторне тата Дипломсене тивĕçрĕç, номинантсене алла çыхмалли сехетпе тата Дипломпа чысларĕç.
 
: 1101, Хаçат: 26 (860), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: