Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 752 - 754 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ВИÇÇĔН 100 БАЛЛ ПУХНĂ
Тутарстанра математикăпа ППЭре 3 çын 100 балл пухма пултарнă, ку пĕтĕм йышăн 0,01 проценчĕ. Пурĕ вара математикăпа пĕрлехи патшалăх экзаменĕ 25155 вĕренекен тытнă.
Рособрнадзор 2010 çулта математикăпа чи пĕчĕк балл 21 тесе йышăннă. Кăçал асăннă предметпа вăтам балл Тутарстанра 44,7 (пĕлтĕр 41,9) пулнă. Пĕтĕмĕшле йышран минимум чухлĕ те балл пухайманнисем – 4,9 процент (Раççейпе 5,1). Рособрнадзор 100 тата пысăк баллă ытти ĕçсене çĕнĕрен тĕплĕн тĕрĕслеме йышăннă.
АТТЕСТАТ ВЫРĂННЕ СПРАВКА
«Кăçал шкул пĕтерекен 8 пин ытла вĕренекен пĕтĕмĕшле пĕлӳ çинчен калакан аттестат илеймест. Паянхи кун тĕлне обязательнăй предметсемпе – вырăс чĕлхипе тата математикăпа – экзамен тытайманнисем пурĕ 8251 çын пулни паллă. Вĕсем чăнахах та аттестат илеймеççĕ», – терĕ июнĕн 17-мĕшĕнче Рособрнадзор ертӳçи Любовь Глебова.
Пĕр экзамена тытаймасăр апелляци панă, анчах иккĕмĕш хутĕнче те парайман вĕренекенсем те аттестатсăр юлаççĕ. Пĕлтĕр справкăпа шкул пĕтерекенсем 3,3 процент пулнă-тăк, кăçал – 1,1.
ЫЙТĂМ: ППЭ СЫВЛĂХШĂН СИЕНЛĔ
11 класс пĕтерекенсен ашшĕ-амăшĕсен (69 процент) шучĕпе ППЭ ирттерессине пăрахăçламалла, мĕншĕн тесен вăл шкул ачисен психики çине япăх витĕм кӳрет тата чăн-чăн пĕлĕве кăтартаймасть. Çакăн пирки SuperJob.ru порталăн социологĕсем ыйтăм ирттернĕ хыççăн пĕлтернĕ.
Раççей çыннисем пĕрлехи патшалăх экзаменне кăмăлламаннин тĕп сăлтавĕсем – хăнăхман мелпе (тестировани) экзамен тытасси, ун тĕлне уроксенче йĕркеллĕ хатĕрлеменни, шкул ачисемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсен хытă хумханнипе нервисем хавшани. Ыйтнисенчен 24 проценчĕ кăна ППЭ йĕркипе кăмăллă.
ЙЫШĂНУ КОМИССИЙĔСЕМ ĔÇЛЕÇÇĔ
Тутарстан вузĕсем абитуриентсенчен документсем йышăнма пуçланă. Хусанти (Атăлçи) федераллă университетне вĕренме кĕрес текенсенчен заявленисем июнĕн 20-мĕшĕнчен йышăнаççĕ, Хусанти Туполев ячĕллĕ техника тата технологи университечĕсенче йышăну комиссийĕсем июнĕн 15-мĕшĕнчех ĕçлеме пуçланă.
Сăмах май, кăçал Тутарстанри техникăпа çыхăннă аслă шкулсенче бюджетлă вырăнсен шучĕ татах чакнă, тĕпрен илсен – гуманитари специальноçĕсем енĕпе. 2010 çулта республикăра 25233 çамрăк шкул пĕтерет, вĕсем аслă шкулсенчи 13125 бюджетлă вырăншăн кĕрешме пултараççĕ.
ПРОГРАММĂНА СӲТСЕ ЯВНĂ
Ытларикун Хусан Кремлĕнче Тутарстан Республикинче вĕрентӳ системине 2010 – 2015 çулсенче аталантарас енĕпе патшалăх комплекслă программине йĕркелес тата пурнăçа кĕртес республика комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта ТР Президенчĕ Р.Минниханов, патшалăх советникĕ М.Шаймиев, ТР Премьер-министрĕ И.Халиков, РФ вĕрентӳ тата наука министрĕн çумĕ И.Калина тата ыттисем хутшăннă. Программăна хатĕрлеме пуçличчен социологи тĕпчевĕ ирттернĕ, пĕтĕмлетӳсене шута илсе вара стратеги йĕркелеме пуçланă. Пухăннисем программăна тĕрлĕ енчен сӳтсе явнă, халĕ ăна пĕр уйăх министерствăсемпе ведомствăсенче, муниципаллă йĕркеленӳсенче пăхса тухĕç.
 
: 973, Хаçат: 26 (860), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: