Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Кăçалхи пек типĕ те шăрăх çанталăк Тутарстанра 30 çул пулман. Çитес вăхăтра та çумăр çумасан çĕр ĕçченĕсен лайăх тухăç илес шанчăкĕ пĕтет. ТР ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕ М.Ахметов каланă тăрăх, кăçал республикăн ял хуçалăхĕнчен пысăк тупăш кĕтмелли çук. 2008 çулта тыр-пул, тымар çимĕç ӳстерсе 37 миллиард тенкĕ тупăш илнĕ пулсан, кăçал ку кăтарту 10-12 миллиард тенкĕрен иртеймĕ.
Пĕкĕлме, Мĕслĕм, Азнакай, Актаныш, Заинскпа Саба районĕсенче лару-тăру халĕ те питĕ япăх, çумăр çуманнипе çĕр нӳрĕкĕн запасĕ кунта çукпа пĕрех. Çавах та лару-тăру республикăн ытти районĕсенче лайăх тесе калама çук. Тĕслĕхрен, Çĕпрел, Пăва тăрăхĕнче кĕрхи тырă калчисем хĕллех шăннипе анасене çĕнĕрен акма тивнĕ. Кунта вăхăт-вăхăт çумăр çукаланипе çеç ытти культурăсемшĕн хальлĕхе питех пăшăрханмалли çук. Апла пулин те хуçалăх ертӳçисем сисчĕвленни палăратех, мĕншĕн тесен пулас тухăçăн шăпи çавах иккĕленӳллĕ.
Çĕпрел районĕнчи «Çĕпрел» агрофирмăн Матакри филиалĕшĕн те кăçалхи çул ăнăçлă тесе калаймăн. Пин-пин тенкĕ тăкакласа çĕртме сухи туни вĕсен те харама кайнă, кĕркунне 140 гектара акса хăварнă кĕрхи тыррăн калчисем сивĕ хĕле чăтайман. Хура анана çуркунне выльăх валли тырă хутăшĕ акма тивнĕ, юрать-ха калчасем лайăх шăтнă, çумăр çусан утти пулĕ.
Пĕтĕмĕшле илес пулсан, хуçалăх çур акине лайăх хатĕрленсе, вăхăтра ирттернĕ, 986 гектара тĕрлĕ культура акса хăварнă, вĕсенчен: пăрçа – 229, кукуруз – 339, тырă хутăшĕ – 123, пĕр çул ӳсекен курăк – 42, сахăр чĕкĕнтĕрĕ 395 гектар.
Ытти çĕрти пекех ку хуçалăхра та халĕ хĕрӳ вăхăт. Мĕнпур вăя утă хатĕрлесси, калчасене çум курăкран, хурт-кăпшанкăран тасатасси çине яраççĕ. Хуçалăх ертӳçи Владимир Сурский каланă тăрăх, ферма ĕне-выльăхне (халĕ пурĕ 412 пуç) хĕл каçарма утă çителĕклĕ хатĕрлеме тивĕç. 231 гектар лаптăкри нумай çул ӳсекен курăка июнĕн 20-мĕшĕ тĕлне 106 тонна çулса типĕтме ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ.
Сăмах та çук, паккуссен хулăнăшĕ пĕлтĕрхине çитеймест, çавах та хуçалăх валли кăна мар, ĕçлекенсене те процент памалăх утă пуласса шантарчĕ ертӳçĕ. Нумай çул ӳсекен курăкăн иккĕмĕш хучĕ пĕрремĕшĕнчен лайăхрах ӳстĕр тесе вĕсем курăка хальхи вăхăтра аммиак селитрипе апатлантараççĕ. Çак ĕçе хуçалăхăн чи опытлă механизаторĕсенчен пĕри Геннадий Кудрявцев пурнăçлать. Хăй каланă тăрăх, техника ванмасан, кунне 100 гектара удобрени сапма ĕлкĕрет вăл.
Пĕтĕмпе вара хуçалăх фермăри кашни ĕне-выльăх пуçне 25-30 апат единици хатĕрлемелле. Владимир Ильич пĕлтернĕ тăрăх, кукуруз калчисен шайĕ хальлĕхе начар мар, çумăр пулсан, çителĕклĕ сенаж, силос хатĕрлеме шанăç пур.
Сахăр чĕкĕнтĕрĕн тухăçĕ мĕнле пулассине те калама иртерех, виçĕ участокри калчасене те çум курăкпа хурт-кăпшанкăран икĕ хут гербицидпа сапнă, тунтикунран Ф.Мушарапов, Ш.Азмуханов, О.Петрянкин механизаторсем виççĕмĕш хутне пуçăнчĕç. Çапах та тымар çимĕçе вăй илсе ӳсме каллех çумăр кирлĕ-çке. Çитменнине хуçалăх кăçал унăн лаптăкне пĕлтĕрхинчен виçĕ хут ӳстернĕ, 140 гектартан 395-е çитернĕ. Çавăнпа лайăх тухăç илесси вĕсен пысăк ĕмĕчĕ.
Паллă ĕнтĕ, ял хуçалăхĕн тăкакĕ тупăшран ирттернĕ çул пысăк ĕç укçи кĕтмелли çук. Çавна кура çамрăксем хуçалăхра питех ĕçлесшĕн мар. Ку енĕпе Матак филиалĕнче те çаплах. Хальхи вăхăтра унта сезонра ĕçлекенсемпе пĕрле Ишлĕ-Матак ялĕнчен пурĕ те 50-60 çын кăна тăрăшать. Çитменнине тата нумай çул ĕçленĕ сысна фермине те агрофирма иртнĕ çулсенче ку хуçалăхран куçарнипе ĕçлекенсен шучĕ тата чакнă. Çапах та ĕçлекен вуçех çук тени те тĕрĕс мар, пуян опытлă механизаторсем В.Решетов, П.Шакин, Г.Кудрявцев, В.Казаков (хăй кăна çуркунне 700-750 гектар çĕре культиваторпа кăпкалатнă), А.Шумиловпа В.Желудкин, О.Петрянкин тата ыттисем хуçалăхра вун-вун çул ытла тăрăшаççĕ, хăшĕ-пĕри çулталăкра темиçе техникăпа ĕçлеме те ĕлкĕрет. Дояркăра нумай çул ĕçлекен С.Кузнецова, Е.Васильева, С.Одинокова,Т.Кузне цова, Е.Акимовăпа В.Одинокова, Г.Алимасовăпа Л.Барышева пирки те япăххине каламалли çук, вĕсем те ниме пăхмасăр хуçалăхра нумай çул ĕçлеççĕ, пĕр ĕнерен талăкра 17,8 литр сăвакансем те пур.
Тепĕр тесен, ял хуçалăхĕнчи ĕç нихăçан та çăмăл пулман-ха, çапах та тухăç нумай чухне çĕр ĕçченĕн тăрăшулăхĕнчен кăна килмест, шăпана çанталăк татать. «Çĕпрел» агрофирмăн Матак филиалĕ те акă пулас тухăçшăн куллен кĕрешсен те çывăх вăхăтра çумăр çумасан, тупăш илесси ĕмĕтре кăна юлать.
В.Воробьев заправщикпа хуçалăх ертӳçи В.Сурский
В.Воробьев заправщикпа хуçалăх ертӳçи В.Сурский
В.Казаков тракторист
В.Казаков тракторист
Г.Кудрявцев
Г.Кудрявцев
 
: 1161, Хаçат: 26 (860), Категори: Ял хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: