– Кунта итленипе çеç мар, кунта тăнламалла, – пуçларĕ калаçăва ТР Президенчĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен патшалăх советникĕ Татьяна Ларионова Ача-пăчасен республикăри клиника больницине пуçтарăннă инвалид-ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем умĕнче. – Çавăнпа та паян илтмен ачасене республика шайĕнчи «Ачана пулăш» ыр кăмăллăх акцийĕн йĕркипе илтмелли цифрăллă аппаратсем парнелетпĕр.
Çак пархатарлă япаласене кăçал июнĕн 1- мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери ачасене хӳтĕлемелли куна халалласа Ыр кăмăллăх марафонĕпе Ыр кăмăллăх балне ирттернĕ укçапа тата «Единая Россия» партин кашни членĕ пĕр кунхи ĕç укçине акцине ярса (пурĕ икĕ миллион тенкĕ пуçтарăннă) туяннă.
Парти укçи, паллах, илтмелли аппаратсем илме çеç мар, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин инваличĕсене кресло-коляскăсем тата сахăр диабечĕпе чирлекенсем валли глюкометрсем илме те самаях кайнă.
Республикăри илтмен тата начар илтекен 111 ача валли пурĕ 1460000 тенкĕлĕх 222 аппарат ( пĕр ачана икшер, урăхла каласан икĕ хăлха валли те) парнеленĕ.
Ачасенчен ытларах ашшĕ-амăшĕсем питĕ савăннă çакăншăн. Вĕсем халĕ хăйсен пепкисемпе кăшкăрса е аллисемпе кăтартса калаçмаççĕ.
Аппаратлă пулнисенчен пĕри – çичĕ çулти Рузалия Сагдиева малтанлăха мĕн пулнине ăнланса та ĕлкĕреймерĕ: «Мĕнле-ха капла, хăлха çине пӳрне пысăкăш япала хĕстерсе хураççĕ те тавралăхра мĕнле сасă пур – пурне те илтетĕн?» Рузалийăн амăшĕ каланă тăрăх, хĕрĕ илтменнипе питĕ начар калаçнă. Малтанхи çулсенче калаçма пĕлменнине пула ачи илтменнине туйса та илмен. Унтан больницăра тĕрĕсленсен тин диагноз лартнă.
Илтмелли аппаратсене «Исток Аудио Трейдин» тулли мар яваплăхлă общество ятарласа ачасем валли туса кăларать. Фирма представителĕсем каланă тăрăх, çак аппаратсем пĕчĕк пулнипе ачасем шкула та, ытти çĕре те тантăшĕсемпе пĕр тан, вăтанмасăр çӳреме пултараççĕ.
Шел, паян панă аппаратсем тăватă çула çеç çитеççĕ. Унтан вара çĕннине туянма тивет. Тĕп тухтăр Раиса Кашифова «Единая Россия» партийĕн представителĕсене тата членĕсене тав сăмахĕсем каланă май пĕр сĕнӳ те пачĕ: «Çак аппаратсем илтекен çынна ним тума та кирлĕ мар. Илтменнисем вара питех нумай мар. Çавăнпа та вĕсене акци вăхăтĕнче çеç мар, яланах пулăшмалла. Ачасем – пирĕн пуласлăх вĕт»,– терĕ.
Хаклă парнесем илнĕ ашшĕ-амăшĕсем ура çине тăрса, пуç тайса тав турĕç.