Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

АМЕРИКА ТУТАРСТАНПА ĔÇЛЕСШĔН
Америкăри сĕт юр-варĕ хатĕрлекен пысăк компанисенчен пĕри «Аврора Органик Дейри» Тутарстана хăйĕн технологийĕпе килсе сĕт продукцине ӳстерме хатĕррине пĕлтернĕ компанин делегацийĕ çак кунсенче Тутарстана килсен. «Аврора Органик Дейри» компанин генеральнăй директорĕпе Марк Пеперзакпа ТР Президенчĕ Рустам Минниханов ТР Правительство çуртĕнче тĕл пулнă.
Америка компанийĕ пирĕн республикăна пĕр ахаль суйламан. Пĕрремĕшĕнчен, ку отрасль Тутарстанра лайăх аталанать, хуçалăхсенче пурĕ 425,8 пин пуç ĕне, республика территорийĕнче сĕт юр-варĕ хатĕрлекен 39 сĕт завочĕ ĕçлет, 200 тĕрлĕ сĕт продукчĕ кăларать. Çĕршывра суса илекен мĕнпур сĕтрен 8,3 проценчĕ Тутарстана тивет. Иккĕмĕшĕнчен, ку енĕпе инфраструктура пур, урăхла каласан нумай çĕрте фермăсене çĕнетнĕ, вĕсем патне асфальт çул сарнă. Анчах американецсене сĕтлĕ выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантармалли пирĕн опыт пурри илĕртет.
«Çĕнĕ технологисемсĕр, оборудованисĕр хамăрăн продукцие конкурентлă тума çук, Тутарстанăн çĕнĕ технологисемпе усă курас опычĕ пур, апла пулин те тĕнчери пысăк компанисен опычĕ те пирĕншĕн интереслĕ», – тенĕ Президент «Аврора Органик Дейри» компани пирĕн республикăра хăйĕн производствине йĕркелеме хирĕç маррине пĕлтерсе. Рустам Нургалиевич ют çĕршыв хăнисене производствăна вырнаçтармалли вырăн суйлас, хăй тĕллĕн е вырăнти компанипе пĕрле ĕçлес ыйтусене уçăмлатсан вĕсене мĕнпур енчен пулăшма хатĕр пулнине каланă.
ЙӲНĔ СУТАСШĂН МАР
Республикăн фермерĕсем тырра йӳнĕ хакпа урăх сутасшăн мар. Вĕсен шучĕпе 3 класлă тырра патшалăх хальхи пек 3 тенкĕпе мар, 4 тенкĕ те 50 пуспа та пулин туянмалла. Кунсăр пуçне кĕрхи тата çурхи тулăпа ыраш хакне йĕркелессине те уçăмлатмалла. Паян кĕрхи тыррăн пĕр килограмĕ 1 тенкĕ те 70 пус тăрать. Çакна 3 тенке те пулин çитермелле тесе шутлаççĕ. Çитес вăхăтра ТР фермерĕсемпе хресченĕсен ассоциацийĕн анлă ларăвĕ иртет. Шăпах унта çак ыйтăва пăхса тухĕç, унтан ТР Президенчĕпе Р.Миннихановпа ТР ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕ М.Ахметов патне çыру хатĕрлĕç.
ÇĔР ÇЫРЛИ ХĂРУШЛĂХРА
Тутарстанăн пахчаçисене Тутар наукăпа тĕпчев институчĕн специалисчĕсем çĕр çырлисене ытти çулсенчен лайăхрах пăхма сĕнеççĕ. Мĕншĕн тесен сивĕ хĕллене йывăрпа чăтса ирттернĕ çырлан çеçки халĕ те вăй илсех çитеймен. Çавăнпа хăш-пĕр çулçи хăмăрланни курăнать. Специалистсем çырла тĕмĕсене эрнене икĕ хутран кая мар вăйлă сапма, азот, фосфор тата калирен тăракан минераллă удобренипе апатлантарма сĕнеççĕ. Сăмах май, слива чирĕсене хирĕç кĕрешессине те вăраха тăсмалла маррине аса илтереççĕ, унсăрăн çырласăр тăрса юлас хăрушлăх пур.
ÇĔНĔ СПЕЦИАЛЬНОСТЬ
Хусанти ветеринари академийĕн ветеринари медицинин факультетĕнче сентябрĕн пĕрремĕшĕнчен çĕнĕ специальность – йытă ĕрчетекен – вĕрентме тытăнаççĕ. Ăна Атăлçи тăрăхĕнчи «Буре-Басар» кинологсен центрĕпе пĕрле йышăннă. Мĕншĕн тесен йытăсемпе ĕçлекен специалистсене Раççейри пĕр вĕрентӳ заведенийĕнче те хатĕрлемеççĕ. Вĕрентекенсем валли нумаях пулмасть академин тĕп çуртĕнчен инçех мар пӳлĕмсем уйăрнă, йытăсем валли вольерсем тума тытăннă. Пулас специалистсем служба йыттисемсĕр пуçне декоративлă тата ытти йытăсем ĕрчетессине те вĕренĕç, чĕрчунсен физиологийĕпе, хăйсене мĕнле тытнипе паллашĕç, йытă чирĕн диагнозне тĕрĕс лартса сиплеме те вĕренĕç.
Çак специальноçа алла илсен вĕсем ТР МЧСĕнче тата служба йыттисем пур ытти организацисенче ĕçлĕç, кунсăр пуçне тренер, консультант, ветеринари тухтăрĕ пулса ĕçлеме пултарĕç.
 
: 1152, Хаçат: 25 (859), Категори: Ял хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: