Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (13.12.2019 15:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 760 - 762 мм, -5 - -7 градус сивĕ, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Июнĕн 20-мĕшĕнче Хусанта республика шайĕнчи Сабантуй пулать. Ăна пĕлтĕрхи пекех 4 çĕрте ирттерме палăртнă: Акăш кӳллинче (Лебяжье), Борисковăри тата Дербышкинчи Хурăн ращисенче тата Горький ячĕллĕ паркра. Яланхи пекех уяв ирхине 10 сехетре пуçланать, асăннă вырăнсене çитме ятарлă автобуссем уйăраççĕ.
Юнкун федераллă çул фончĕн проектне пуçарасси пирки РФ Президенчĕ Д.Медведев видеоконференци режимĕпе лару ирттернĕ. ТР Президенчĕ Р.Минниханов та ларăва хутшăннă. Хăйĕн докладĕнче Рустам Нургалиевич Тутарстанра кризисченех «Татавтодор» тунă, çавăнпа çул фончĕпе мĕнлерех ĕçлессине пĕлеççĕ тесе асăрхарĕ. «Татавтодорăн» çĕнĕ çулсем тума та, пуррисене пăхса юсаса тăма опыт та, хатĕрĕсем те çителĕклĕ. Республика ертӳçин сăмахĕсемпе, çул фондне туса хуни аван, проекта хатĕрлекенсен 12 пин тонна ытла тиев туртакан транспорт çула ытларах сиен кӳнине шута илмелле.
Тутарстанри çар промышленноçĕн комплексĕ Федерацин тĕллевлĕ программипе кăçал 2 миллиард тенкĕ укçа илме пултарать. Çакăн пирки ТР промышленноçпа суту-илӳ министрĕ Р.Зарипов пĕлтернĕ. Ун сăмахĕсемпе республикăри 11 оборона предприятийĕ тата Наукăпа тĕпчев институчĕпе конструкторсен бюровĕ пĕлтĕр пилĕк тĕллевлĕ программăпа 1 миллиард тенкĕ илнĕ. 2010 çулта Тутарстанри «оборонкăна» 130 миллион тенкĕ куçарнă.
Америкăн Boeing компанийĕ Раççее 50 Boeing-737 самолетпа тивĕçтерме тендер выляса илнĕ. АПШ патшалăх секретарĕн пулăшуçи Ф.Гордон кун пирки юнкун Вашингтонри семинарта Д.Медведев Президент АПШна пырас умĕн пĕлтернĕ.
Экологие хирĕç тăвакан преступленисемшĕн çирĕпрех явап тыттарасси пирки РФ Премьер-министрĕ В.Путин РФ çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕпе Ю.Трутневпа калаçнă.
Астрахань облаçĕнчи Черноярскпа Лиман районĕсенче «чрезвычайлă лару-тăру» çинчен пĕлтернĕ. Сăлтавĕ – çак тăрăха саранчасем сырса илнĕ, 1 тăваткал метрта 1500 хурт-кăпшанкă кĕшĕлтетнĕ. Вĕсемпе имçам сапса кĕрешме пулать-ха, анчах хальлĕхе саранча иленнĕ 13 пин гектартан çиччĕшне кăна имçамланă. Тепĕр япала та хресченсен ĕçне кăткăслатать – саранчасем 3–4 эрне ӳссе 5 сантиметра çитнĕ, кусене вара химикатсем сиенлеймеççĕ. Енчен те çуначĕсем тухиччен вĕсене пĕтереймесен ял хуçалăхне пысăк сиен кӳрĕç саранчасем.
Социаллă ипотека программипе çуртсем тума малашне Тутарстанра 3 çул маларах план тума пуçлĕç. 3 çуллăх программа хатĕрлеме Р.Минниханов хушнă. Çакă çуртсем лартма çĕр лаптăкĕсем уйăрма, сметăсене тĕрĕс шутлама май парать. Халĕ социаллă ипотекăпа хваттер илме черетре тăракансемпе çыхăнтармалла ăна. Ӳлĕм социаллă ипотекăна хутшăнас текенсене учета илессине кăшт чакарма тивет-мĕн.
 
: 913, Хаçат: 25 (859), Категори: Хыпарсен ярăмĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: