Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Хусан урамĕнче ăнсăртран тахçан пĕр шкулта вĕреннĕ ентеше тĕл пултăм. Пĕр ялсем эпир, анчах ялĕ – район центрĕ, самаях пысăк пулнăран унпа çывăх паллашман. Вăл, манран ултă çул кĕçĕнскер, шăллăмпа пĕр класра вĕренетчĕ, унпа туслăччĕ. Çавăнпа пĕрле сахал мар курнă ăна. Унтанпа хĕрĕх çула яхăнах курманччĕ, урамра хăй пырса ыталаса илчĕ; эпĕ пулсан ăна халĕ, çулланнăскере, тĕреклĕ хул-çурăмлăскере, паллаяс та çук.
– Шăллуна пĕлтĕр тĕл пулнăччĕ çуралнă ялта. Вăл эсир Хусантине каларĕ. Халĕ акă тĕл пулма та тӳр килчĕ, – терĕ вăл мана хăйĕнпе паллаштарса.
Çывăхри кафене кĕрсе калаçса лартăмăр вара унпа. Петĕр ĕмĕрне милици органĕсенче ĕçлесе ирттернĕ иккен, икĕ çул каялла майор званийĕпе отставкăна тухнă. Эпĕ ăна хăйĕн пурнăçĕнчи пĕр интереслĕ ĕç çинчен ыйтсан вăл хапăлах пулчĕ:
– Чăнах, пулнă ман ĕçре пĕр питĕ кăсăклă самант. Ун çинчен хам çырма та хатĕрленнĕччĕ эпĕ, анчах нимĕн те кăлараймарăм. Çырмаллах ку ĕç пирки. Анчах эсĕ хайлавунта манăн хушамата ан асăн вара, паллакансем кулса вилĕç, ĕненмĕç. Ара, ĕненмелле япала та мар-çке. Ун чухне вытрезвитель пуçлăхĕнче вăй хураттăм эпĕ. Пĕррехинче пирĕн пата питĕ интереслĕ çынна илсе килчĕç, – тесе пуçларĕ вăл хăйĕн калавне.
Çыннине çĕрлехи клубра çапăçу пуçланă ӳсĕр çамрăксемпе пĕрле илсе килнĕ иккен. Вытрезвительте çак çын тăп-тăрă урă пулни палăрнă. Анчах çапăçу шăпах çак çынна пула тухнă иккен. Пĕр пĕччен вăл эрехпе сĕрĕмленнĕ çирĕме яхăн çамрăка хирĕç тăнă, вĕсене тĕрлĕ еннелле сирпĕтсе пĕтернĕ. Тĕрлĕрен сурансемпе тăххăрăшне больницăна ăсатнă, ыттисене вытрезвителе илсе пынă. Çакăн çинчен дежурствăри офицер пуçлăха телефонпа шăнкăравласа пĕлтернĕ.
– Килте, çывăрма выртма та хатĕрленнĕччĕ ĕнтĕ эпĕ ун чухне. Çийĕнчех вытрезвителе тухса чупрăм. Арестленĕ çынна хам пата илсе килме хушрăм. Милицие ăсатиччен калаçса пăхас терĕм унпа, – тесе калавне малалла тăсрĕ Петĕр.
Калаçу пуçлансанах арестленĕ çын Петĕре: «Эпĕ берсерк. Çапăçу пуçланăшăн пĕртте айăплă мар. Ӳсĕрсем мана хăйсем тапăнчĕç, хĕнесшĕн пулчĕç. Эпĕ хӳтĕлентĕм çеç. Пĕрне те сиенлесшĕн марччĕ, ытла та черченккесем лекрĕç. Пăсĕ пур хăйсен, ăсĕпе чăтăмлăхĕ вара пачах çук. Тĕрĕссипе пурне те вĕлерсе тухма пултараттăм. Айăплă мар эпĕ, киле ярăр халех», – тесе тĕлĕнтернĕ вăл пуçлăха.
Берсерксем тесе ĕлĕк-авал, пин çул каялла, çапăçу умĕн ятарлă курăк шывĕ ĕçнипе (çав шыва тĕрлĕрен курăксенчен, çав шутра наркăмăшлă кăмпасенчен те туни паллă) тĕлĕнмелле вăй туяннă салтаксене каланă. Хальхи вăхăтра çакăн пек салтаксем пуласса шухăшлама та пултарайман Петĕр. Акă хальхинче вĕсенчен пĕринпе куçа куçăн тĕл пулмалла пулса тухнă.
«Афганистанра пире, вун пилĕк çынран тăракан ушкăна, душмансем патне диверси тума яма хатĕрлерĕç. Вертолет çине ларас умĕн пурне те темĕнле укол турĕç. Вырăна çитнĕ çĕре эпир хамăра-хамăр питĕ вăйлă туйма пуçларăмăр. Задание ăнăçлă пурнăçларăмăр. Анчах каялла таврăннă чухне инкек пулчĕ, пирĕн икĕ вертолета та душмансем персе антарчĕç», – тесе каласа панă арестленĕ çын Петĕре.
Çĕре ӳксе вертолетсем чăл-пар саланнă. Анчах çак хăрушă авари хыççăн та ушкăнран улттăшĕ чĕрĕ юлнă. Тĕлĕнмелле вăйлă пулнă вĕсем, çывăрмасăр, апат çимесĕр пурăнма пултарнă, çурт урлă çăмăллăнах сиксе каçнă. Хăрани мĕнне пĕлмен вĕсем, упапа тигра е ытти тискер кайăка шăммисене хуçса тылласа пĕтерме пултарнă. Çавна май вертолетсем ӳкнĕ вырăна хупăрласа илнĕ душмансенчен çăмăллăнах хăтăлнă, темĕн сарлакăш çĕр çурăкĕ урлă сиксе каçса тарнă, хăйсен çарĕсем патне аванах çитнĕ. Анчах çитсен ку ушкăна çийĕнчех салатса янă, пурне те киле ăсатнă. Ахăртнех, проектра темĕнле кăлтăк пулнă ахăр.
– Халь ăçта вара сирĕн ушкăнри çынсем? – тесе ыйтмасăр чăтайман Петĕр.
– Халĕ çук ĕнтĕ вĕсем, хăшĕсем хăйсем çине алă хунă, теприсем тĕрмере, – тесе тавăрнă лешĕ. «Тĕрмерен çăмăллăнах тарма пултараççĕ пулĕ вĕсем» тенине хирĕç берсерксем питĕ çирĕп дисциплинăллă пулни, çынна вĕсем сиен тума пултарайманни пирки каласа панă арестленĕ çын. Çакăн хыççăн тек тытса тăман вара ăна Петĕр, çийĕнчех кăларса янă.
– Унтанпа çак этем пирки нимĕн те илтмен, – тесе вĕçлерĕ ентешĕм калавне.
 
: 1788, Хаçат: 24 (858), Категори: Тĕлентермĕшсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: