Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Малалли. Пуçл. 11-15,
17, 19-20, 22№№.)
– Çук, эпĕ ун пирки каламарăм, Илюш, эсĕ ăнланса илеймерĕн пулас, – ăшшăн калаçрĕ Анук. – Пайпăлатсем авалтанпах çирĕп тытса пыракан, ваттисенченех юлнă йăла-йĕрке пирки калатăп эпĕ. Астăватăн-и, эпир пĕчĕк чухнех салтак ачисем ял тăрăх юрласа çӳретчĕç, тăванĕсем патĕнче пулатчĕç, лаша кӳлетчĕç, пĕккисене хĕр-тантăшĕсем парнеленĕ тутăрсемпе капăрлататчĕç. Кайран, салтакран таврăнсан, каччисем çав тутăрсене каялла тавăрса параççĕ. Çак йăла халĕ те пырать, асăрханă пулĕ?
– Халь вăл вăхăт мар-çке: лашисем питĕ шутлă. Кайăпăр-ха мĕнле те пулин. Эпир салтака каймастпăр вĕт, ополчение çеç.
– Çапах та, – кăмăллăн пăхса илчĕ Анук Илюш çине. – Эпĕ хамăр атте-аннесем тытса пынă йăлана манас темерĕм, Илюш. Эсир салтак йăлипе мар тухса каятăр пулин те, сана валли тутăр тĕрлесе хатĕрлерĕм. Çĕнтерӳпе таврăнсан, калле тавăрса парăн, çак саманта курма пире иксĕмĕре Турă хуштăрах, – хаçатпа чĕркенĕ тутăра салтса Илюш еннелле тăсрĕ Анук.
– Мĕнле чее вĕт-ха эсир, хĕрсем… Çак вăрттăнлăха халиччен те мана пĕлтерме васкаман, – мухтарĕ Илюш Анука, тутăрне илнĕ май. – Юрĕ, тавах сана, Аня, мана хисеп тунăшăн, юратнăшăн. Юратман çынна парне памаççĕ, ваттисен йăлине манса кайманшăн та – пуриншĕн те тавах. Тĕрĕсех калатăн, Аня. Эпĕ хамăн тантăшсемпе пĕрле çĕнтерӳçĕ-салтак пулса таврăннă çĕре ман валли туй кĕпи те тĕрлесе хур. Вăхăт çитĕ, – эпĕ кун пирки, Аня, пĕрре те иккĕленместĕп, – хамăр мĕн ĕмĕтленнисем çитеççех. Хальлĕхе вара… Малтан ополченире пулăп, кайран – фронтра. Мĕн чухлĕ хушаççĕ, çавăн чухлĕ чăтăпăр, шăла çыртăпăр, çапах чăтăпăр…
Анук май пулсан çак каçа вĕçĕмсĕр тăсĕччĕ, Илюш çумне ачашшăн йăпшăнса, çутă малашлăхри ĕмĕчĕсемпе савăнса ларĕччĕ, пĕртен-пĕр юратнă тусĕн ăшă сăмахĕсене итлесе ăшне кантарĕччĕ, юратăвăн асамлă туйăмĕпе ăшăнĕччĕ. Унăн Илюш вăрçă вутне кĕрес саманта мĕн май килнĕ таран каярах хăварас килчĕ. Вăл каччи çине пăхрĕ те:
– Илюш, вăтам шкула çӳреме пăрахнă ачасене ФЗОна та яраççĕ вĕт. Тен, шухăшна улăштарăн, унта кайма килĕшĕн? Мĕн тесен те, манăн сана вăрçă вутĕнчен аяккарах пултарас килет, – терĕ.
– Пĕлетĕн-и, Аня, ФЗОна кайсан нихçан та фронта лекейместĕн, унта кайнисенчен çар завочĕсенче ĕçлеме рабочисем хатĕрлеççĕ: токарьсем, слесарьсем, фрезеровщиксем, сварщиксем тата ытти те. Çар завочĕсем ĕçлемесен фронт эрне те тытăнса тăраймасть, çавăнпа та унти рабочисене бронь параççĕ. Фронта ямаççĕ эппин, самолетсемпе танксем, бомбăсемпе снарядсем, гранатăсемпе тупăсем тутараççĕ. Эпĕ нимĕн те каламастăп, вĕсем те кирлĕ ĕç тăваççĕ, анчах манăн фронта каяс килет. Фронта паттăррисенчен паттăррисем çеç, вилĕме куçран пăхма пултараканнисем çеç лекеççĕ. Вăл – пурнăç шкулĕ.
Çурçĕр иртни те чылай пулать ĕнтĕ, кантăкран кăшт кăна палăрмалла тĕмпĕл-тĕмпĕл çутă сăнĕ те палăрать, Илюшпа Анук çаплах пĕр-пĕринчен уйрăлаймаççĕ.
– Тутăршăн тепĕр хут тав тăватăп. Эпĕ ăна пурнăçра чи пысăк парне вырăнне хурса усрăп. Паллах, чĕрĕ юлсан, киле таврăнсан, фронтра пĕр-пĕр ухмах пуля пурнăçран уйăрмасан, пуçу çине хам аллăмпа çак тутăра çыхса ярăп.
– Тем пекехчĕ те çав, – ĕмĕтленсе килĕшрĕ Илюшпа Анук.
– Енчен те… – чарăнса тăчĕ Илюш. – Енчен те эпĕ таврăнаймасан… Çак тутăра сана анне ман ятпа тавăрса парĕ. Эпĕ ăна кун пирки каласа хăварăп. Пурте вилмеççĕ вĕт, чиперех пулĕ-ха… Кашни çыннăн вилме выртиччен виç çул пурăнмалăх тырă акса хăвармалла тенĕ ваттисем. Эпĕ вара шăпах тракторист пулас çын. Вăхăт çитĕ, акă, вăрçă та иртсе кайĕ, вара юрла-юрла тăван уй-хирте хамăртан çӳллĕ тырпул ӳстерĕпĕр. Мана ан ман, шанчăка ан çухат. Эпĕ те сана яланах асра тытăп.
Вĕсем юлашкинчен ыталанса илчĕç те чылайччен çакăн пек тăчĕç, икĕ вĕри чĕре пĕр пулса хĕрӳллĕн тапрĕ, çăка çулçисем пек çӳхе тата вĕри тутисем пĕр-пĕрне шырарĕç, тутлăн-тутлăн туйăнса, чуна килентерчĕç. Хĕрпе каччă çакăн пек саманта тепре кĕтсе илессе е кĕтсе илмессе Турă çеç пĕлчĕ… Анук Илюша шкул картишĕнчен тухичченех ăсатса ячĕ, уйрăлас умĕн вĕсем хапха умĕнче тепĕр хут ытакланса илчĕç, манас марччĕ çак саманта тенĕн, вĕрин чуп турĕç.
– Аня, питĕ-питĕ шанас килет: эпир телейлĕ пулатпăрах. Кĕт мана, кунĕн-çĕрĕн кĕт, кĕтме пĕлекенсем телейлĕ пулаканччĕ, – терĕ те каччă уйрăлса каяс умĕн, сылтăм аллине пачĕ.
– Илюш, Турă санпах пултăр, уйăх пек тухса кайса, яла хĕвел пек килсе кĕр, чĕре тулли вут-хĕлхемлĕ юрату илсе кил – çакă ман пилĕм пултăр. Тепре куриччен… Ан манса кай, – пулчĕç Анук Илюша юлашки хут каланă сăмахсем.
Анукран уйрăлса кайсан Илюш тусĕ енне тепĕр хут çаврăнса пăхрĕ те, пĕр-пĕрин еннелле аллисемпе сулкаласа, куçран çухалчĕç.
Тавра самаях вăранма ĕлкĕрчĕ, анчах çын-мĕн иртсе çӳрени курăнмасть-ха. Асамлă шăплăх калама пĕлмелле мар пысăк вăрттăнлăх упранăн туйăнать. Илюш халь çеç кайрĕ, анчах куç умĕнчех тăрать пек. Хĕр йӳçĕ чăнлăха – каччи инçене ăсаннине ăнланса илчĕ те пукан çине лак ларчĕ, унтан ĕсĕклесе йĕрсе ячĕ.
«Нивушлĕ çак тĕлпулу юлашки пулчĕ-ши вара? – пăшăрханса, шикленсе илчĕ хĕр. – Нивушлĕ Илюша яла тĕрĕс-тĕкел таврăнма, пире пĕрле пулма Турă пӳрмен? Фронтра хăравçăсем чăн малтан вилеççĕ теççĕ. Илюш вара хăравçă та, чăх чĕриллĕ çын та мар. Эпĕ уншăн кунĕн-çĕрĕн çӳлти Турă умĕнче çăлăнăç ыйтса кĕлтăвăп. «Эй, çӳлти Турă, эсĕ пурне те курса тăратăн пулсан, эпĕ санран мĕн ыйтнине илтсем, эппин. Çырлах пире: халиччен эпир сан умăнта мĕн хушнине итлемесĕр, аскăн шухăш тытса, çылăха кĕрсе пĕтмерĕмĕр», – хăй пĕлнĕ пек пăшăлтатрĕ.
Хура кĕр каçĕ куç хупмасăр, лăш канмасăр Илюшпа калаçсах иртсе кайрĕ. Ыйăх шухăшĕ-и кун пек чухне, халĕ те чун тĕпĕнче пытанса упранакан сăмахĕсем Илюш патне çитеймесĕрех, ӳлĕм валли юлчĕç. Илтме пӳрнĕ-ши вĕсене Илюша – темле çав: вăрçă кĕрленĕ вăхăтсенче телей тени тĕрлĕрен пайланать мар-и…
VIII
Илюш юлташĕсемпе пĕрле ополчение тухса кайсан, Анук чун канăçне пач çухатрĕ, унсăр иртсе пыракан пурнăçа хăнăхаймасăр, хĕл енне сулăннă, вăрăмланса пыракан каçсенче тусне кашни самантрах аса илчĕ, шухăшласа асапланчĕ. Ялта та савăнтараканни нимех те пулмарĕ. Шкула халăх каç-каç малтанхи пек мар, сайра-хутра çеç çӳреме пуçларĕ. Парти организацийĕ хушнипе ялти хуçалăхсене вуншар киле пайласа тухрĕç те учительсене тата ытти хутла вĕреннĕ çамрăксене агитаторсем пулма çирĕплетрĕç. Агитаторсем шкула пырса Совинформбюро пĕлтернине итлеççĕ те хăйсене çирĕплетсе панă çемьесене пĕр киле пухса, виçĕ кунта пĕрре хаçат-журнал мĕн çырнипе тата радио хыпарĕсемпе паллаштараççĕ.
(Малалли пулать.)
 
: 1005, Хаçат: 24 (858), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: