Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ХИТРЕ ПУЛАС КИЛЕТ-И?
Яланах хитре пулас текенсен тĕп правили – ӳркенмелле мар. Çулла пахча çимĕç ĕлкĕрнĕ вăхăтра пите тĕрлĕ маска тума питĕ ансат, мĕншĕн тесен мĕн кирли йăлтах алă айĕнче. Ирхине, симĕс хăяр касăкĕсене хурса е хăяр сĕткенĕ сĕрсе 20 минут тытмалла. Кунсăр пуçне лимонпа пыл хутăшĕ сĕрсен те аван. Кун валли пĕр чей кашăкĕ пылпа лимон сĕткенне лайăх пăтратмалла, марля салфеткăна çак хутăшра йĕпетсе пит çине 15 минута хумалла, кайран тăрă шывпа çуса ямалла.
ЧĔРНЕ ХУÇĂЛАТЬ
Çемçе чĕрнене вăрăм ӳстерме çук, вăл хăвăрт хуçăлать. Апла ан пултăр тесен чĕрнене çемçе щеткăпа час-часах массаж тумалла. Çав вăхăтрах тинĕс тăварĕн шывĕнче алла чиксе ларсан тата аван. Пĕр чей кашăкĕ тинĕс тăварне (тутлă шăршă кĕртмелли хатĕрсем яманни) лĕп шывра ирĕлтермелле те алла 20 минут чиксе лармалла, процедурăна уйăхра пĕрре пĕр кун сиктермесĕр 10 кун пурнăçламалла.
УРАСЕМ ÇИНЧЕН ТЕ МАНМАЛЛА МАР
Мелсĕр пушмакпа нумай çӳресен е ура тупанĕ тĕрĕс мар йĕркеленнĕ пулсан ура тĕпĕ вырăн-вырăн хытать. Ăна çупа компресс туса пĕтерме пулать. Кун валли пир-авăр нуские кирек мĕнле ӳсен-тăран çăвĕнче йĕпетмелле те урана тăхăнмалла, çиелтен целлофан хутаç (шăтăк марри) тата тепĕр нуски тăхăнса темиçе сехет тытмалла, унтан ăшă шывпа çуса ямалла. Çаплах çĕрлене касторка çăвĕ сĕрсен те аван, вăл ывăннине ирттерет, ура хыттине пĕтерет.
Мелсĕр пушмак нумай чухне урана хăмпă кăларать. Кун пек чух ыратакан вырăна лимон хуппи (çемçипе пĕрле) çыхса çĕр каçмалла. Процедурăна 2-3 кун тунă хыççăн хăмпа касса кăна илмелле.
 
: 1151, Хаçат: 24 (858), Категори: Нарспи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: