89 ÇУЛТИ ÇАМРĂК АТТЕ
Армавирта пурăнакан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Арамаис Назаров май уйăхĕнче Аслă Çĕнтерӳ юбилейне те паллă тунă, атте те пулса тăнă. Хула мэрĕ Сергей Геращенко çакăн çинчен пĕлсенех çемьен хваттер ыйтăвне татса пама шантарнă. Паянхи кун 89 çулти ветеран хунямăшĕн Лидия Александровнăн пĕр пӳлĕмлĕ хваттерĕнче пурăнать, пытармалли çук: пилĕк çынна – хунямăшĕ, Арамаиспа арăмĕ, вĕсен 12 çулти Вера хĕрĕ тата арăмĕн пĕрремĕш мăшăрланури 17 çулти Виталий ывăлĕ – çаврăнкаласа çӳреме тăвăртарах. Халĕ тата Артемка кун çути курнă.
А.Назаровăн арăмĕ Женя хăйĕнчен 54 çул çамрăкрах, халĕ вăл 35 çулта. Врачсем май вĕçĕнче çуралнă Артемăн (3700 грамм) сывлăхĕпе те, амăшĕ хăйне аван туйнипе те кăмăллă.
Арамаис иккĕмĕш хут çемье çавăрнă. Малтанхи арăмĕ 50 çул пĕрле пурăннă хыççăн вилсе кайнă. Вĕсем икĕ ача пăхса ӳстернĕ. Халĕ ветеранăн аслă ывăлĕ 61 çулта, кĕçĕнни уйăх та тултарман.
ТĔНЧЕ РЕКОРЧĔ
Майăн 31-мĕшĕнче Тэйг Крис роликлă конькипе çӳллĕшĕнчен сикессипе тĕнче рекорчĕ лартнă. Алжирта çуралса ӳснĕ француз çак кун Парижри Эйфель башнин пĕрремĕш шайĕнчен роликлă конькипе сикнĕ. 10 метр çӳллĕшĕнчен вăл 30 метрлă рампа çине анса ларнă. Апла пулин те спортсмен иккĕмĕш хут сиксен кăна рекорд лартайнă – судьясене вăл пĕрремĕш хут мĕнлерех сиксе анни килĕшмен иккен.
ЙЫТĂ КОНЦЕРЧĔ
Сидней (Австрали) оперин çуртне çĕршер йытăпа хуçисем пухăннă, сăлтавĕ – йытăсем валли хатĕрленĕ концерта итлесси. Тĕнчери пĕрремĕш йытă композиторĕ 63 çулти Лори Андерсон 20 минута пыракан концерт кăтартнă. Чăн та, концерт пĕр произведенирен кăна тăрать. Музыка инструменчĕсем те симфони е халăх оркестрĕсенчинчен уйрăлса тăраççĕ: хуçисем йытăсене йыхăрма усă куракан сасă кăларакан япаласем ытларах илтĕнеççĕ, тĕслĕхрен, шăхличĕсем. Шел пулин те, хуçисем тăватă ураллă тусĕсен савăнăçне ăнланайман – музыкăна ытла çӳллĕ тăтăшлăхпа çырнине пула этем ăна илтеймест. Йытăсене вара килĕшнĕ курăнать, музыка итленĕ май кăмăллăн хăлхисене выляттарнă, хӳрисене пăлтăртаттарнă.
АЧАСЕМПЕ ПАРĂМ ТАТНĂ
Мехикора пурăнакан 20 çулти Хавьер Коваррубиас 1900 доллар кивçен илнĕ. Анчах арçын парăма татма пултарайман. Кредитора укçа вырăнне хăйĕн ачисене илме сĕннĕ…
Çамрăк аттене Идальго штатĕнче арестленĕ. Малтанах вăл: «Майăн 18-мĕшĕнче Мехико варринче бандитсем ачасене вăрласа кайрĕç», – тесе каласа панă. Анчах экспертсене улталаймăн, «ачисене хӳтĕлесе аманнă» Хавьер хăйне хăй суранлатнине çийĕнчех тавçăрса илнĕ вĕсем. Хăйĕн преступленине арăмĕнчен пытарасшăн пулнипе бандитсем çинчен шутласа кăларнă иккен арçын.
Коваррубиас хăтланăвĕ Мехикора пурăнакансене питĕ тарăхтарнă, вĕсем саккунсене çирĕплетме ыйтнă. «Сутнă» ачасен шăпи паллă мар, полици шырать.
УРНĂ КĔТӲ?
Юлашки кунсенче Индонезири фермерсем аптранипе нимĕн тума пĕлмеççĕ. Çĕршывăн Бенгкалис анăçри регионĕнче слон кĕтĕвĕсем темиçе яла хур кӳнĕ – çурчĕсене ишнĕ, уй-хире таптанă, çапла темиçе çынна вĕлернĕ. Хăраса ӳкнĕ хресченсен ирĕксĕрех тăван килĕсенчен тухса тарма тивнĕ. Пĕр шутласан, пӳрчĕсене тискер слонсем пĕрмай çӳрекен çул хĕрринчен инçетерех лартнă пулсан çак нушана курман та пулĕччĕç-и?..
Индонези законĕсемпе слонсене вĕлерме юрамасть. Çавăнпа фермерсем бамбукран тунă параппансемпе, факел çунтарса слонсене хăратасшăн. Пĕрремĕш çитĕнӳсем пур та ĕнтĕ – 18 слон хăраса тарнă.