Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Аркадий Леонтьевич Клементьев – Нурлат районĕнче паллă та хисеплĕ çын. Вăл –ТАССР тава тивĕçлĕ врачĕ, СССР Сывлăх сыхлавĕн отличникĕ, муниципаллă район Канашĕн депутачĕ, районти Чăваш наципе культура центрĕн председателĕ.
Аркадий Клементьев 1941 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче Гайтан ялĕнче çуралнă. Ашшĕ – Леонтий Васильевич «Виктория» колхозра бригадирта вăй хунă, амăшĕ – Елизавета Гавриловна çавăнтах тĕрлĕ ĕç тунă. Яланхи пекех килĕштерсе пурăнмалла та пурăнмаллаччĕ, вăрçă хускалман пулсан. Вăл пуçланни çинчен çемйипех Нурлата Акатуя килсен илтнĕ. Хĕвеллĕ кун пĕрле пуçтарăнса савăнакан халăха çак хăрушă хыпар пăлхатса янă. Вăйлă çил-тăвăллă, аслатиллĕ çумăр капланса килнине курнă пек, çынсем пăшăрханса, васкаса саланнă Акатуйран. Фронта каймалли арçынсенчен чылайăшĕ тăванĕсемпе, пĕлĕшĕсемпе ĕмĕрлĕхе сывпуллашнă.
– Килтен тухса кайнă чухне атте: «Эпĕ таврăнаймăп», – тенĕ. Чĕри сиснĕ-тĕр. Ачисене пăхса ӳстерме, вĕрентсе кăларма хушса хăварнă аннене, – аса илет ывăлĕ хăйĕн ĕç пӳлĕмĕнче иккĕн пуплесе ларнă чухне. – Атте чăнах та таврăнайман: 1941 çултах Смоленск çывăхĕнчи хаяр çапăçусенчен пĕринче пуç хунă. Анне пилĕк ачапа пĕччен тăрса юлнă. Асли те вуннăра кăна пулнă. Вася пичче нумай пурăнайман, хĕрлĕхенпе чирлесе вилнĕ. Вăрçă тапхăрĕнчи, ун хыççăнхи йывăрлăхсене çĕнтерме, атте хушса хăварнине пурнăçа кĕртме анне вăй-хал çитернĕ. Вăл хуçалăха пĕлсе тытса тăратчĕ, пурне те шута илетчĕ: калăпăр, виçĕ сурăх, пĕр ĕне пур, мĕн чухлĕ çĕр улми юлнă, çĕнни ĕлкĕриччен миçе уйăх. Перекетлесе çисе пурăнаттăмăр. Çĕр улмине хăшĕсем вĕтĕллех çиме тытăнатчĕç те час пĕтеретчĕç, эпир ăна пулса çитмесĕр кăлармастăмăр. Пире пурне те ĕçе явăçтарнипе, пĕр-пĕрне пулăшса пурăннипе эпир выçă ларман. Ача чухнех эпĕ кӳлĕре пулă, рак тытаттăм, вăрманта кăмпа, улма-çырла пуçтараттăм. Якаелĕнчи вăтам шкул хыççăн эпир, пĕртăвансем, пурте аслă пĕлӳ илме пултартăмăр. Лена аппа Хусанти педагогика институчĕн биологи факультетĕнчен вĕренсе тухсан Хуралту ялĕнче ĕçлерĕ.
– Елена Леонтьевнăна пĕлеттĕм эпĕ. Вăл пире биологи вĕрентетчĕ. Ăна, çамрăк та чипер учительницăна, пурте хисеплеттĕмĕр. Шкул çумĕнчи участокра вăл ачасемпе пĕрле темĕн тĕрлĕ пахча çимĕç ӳстеретчĕ. Йăранĕ-йăранĕпе хĕп-хĕрлĕ пиçсе çитнĕ помидорсем, темĕн тĕслĕ чечексем халĕ те куç умĕнче пек туйăнаççĕ.
– Якаелĕнчи шкул çумĕнчи участока та вăл çавăн пек йĕркене кĕртнĕччĕ, – каласа парать шăллĕ. – Хуралтăвĕнчен ăна комсомол райкомне куçарчĕç: инструктор, шкул секторĕн заведующийĕ пулчĕ, комсомол райкомĕн иккĕмĕш секретарĕнче ĕçлерĕ. Республикăра паллă спортсменччĕ, велоспорт енĕпе пĕрлештернĕ командăн йышĕнчеччĕ, Раççейре мала тухассишĕн пыракан ăмăртусене хутшăнатчĕ. Полинăпа Мария Ульяновскри ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн тĕрлĕ колхозсенче зоотехник пулса ĕçлерĕç. Мария халь Литвара кун кунлать.
– Литвана вăл мĕнле кайса лекнĕ?
– Пирĕн ял çамрăкĕ Василий Никифорович Кузнецов офицер унта служба иртетчĕ, аппапа пĕрлешсен çавăнтах юлчĕç. Вĕсен ывăлĕ Кăнтăр Америкăри Перу патшалăхĕнчи хĕрпе Интернет урлă паллашнă та ăна качча илнĕ, халь Лондон хулинче пурăнаççĕ, пĕр ачи пур.
– Пĕлтĕр Елизавета Гавриловнăн 100 çулхи юбилейне килме пултарчĕç-и инçетри мăнукĕсем?
– Çывăхрисем кăна пуçтарăнтăмăр. Аннен 8 мăнук, вĕсен ачисем – 9, мăнукĕсен ачисен ачисем – 3. Аннене эпир пирĕн шанчăклă тĕрек пулнишĕн, пирĕншĕн пурăннишĕн пурте тав тăватпăр, хисеплетпĕр, ырăпа кăна асăнатпăр. (Шел, нумай пулмасть Елизавета Гавриловна çут тĕнчерен уйрăлни çинчен хыпар çитрĕ редакцие. – ред.). Аппасем хăйсем тĕллĕн пурăнма тытăнсан та ăна çăмăл пулман. Асли, Лена, 1952 çулта йĕкĕрешсене çуратсанах сивĕ шыв ĕçнĕ те юн тымарĕнче юн хытса ларнипе сасартăк вилнĕ. Ачисене аннепе иксĕмĕр çулталăк çурă пăхрăмăр. Ашшĕ – Василий Антонович Волков партин аслă шкулĕнчен вĕренсе тухсан, пирĕн Полина Самар облаçĕнче техник пулса ĕçленĕ çĕртен таврăнсан пĕрлешрĕç те йĕкĕрешсене хăйсем патне илчĕç. Сăмах май каласан, вĕсенчен пĕри, Виктор, халь Череповец хулинчи металлурги завочĕн электроцехĕн начальникĕ пулса ĕçлет, «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» II степеньлĕ орденне илме тивĕçнĕ. Хĕрĕсем çынсен сывлăхне сиплес ĕçе кăмăлланă: Татьяна – шăл тухтăрĕ, Валентина – тĕп больницăри терапи уйрăмĕн медсестри, Елена Ярославльти медицина институтĕнче ординатурăра вĕренет. Колхозра аннене пĕр гектар чĕкĕнтĕр паратчĕç çум-курăкран тасатса ӳстерме, кăларса ăсатма. Уроксем хыççăн эпĕ ун патне хире васкаттăм. Пиллĕкмĕш класа çӳренĕ чухне икĕ эрне вĕренмерĕм, ăна пылак тымар кăларма пулăшрăм. Çавăншăн мана шкула пыма чарчĕç, пĕр çул вара Хуралтуне çӳрерĕм.
– Вăтам шкул пĕтерсен сире бригадир ĕçне шанса панă. Ăçтан пĕлнĕ эсир хастар пулнине, çав ĕçе пурнăçлама пултарнине?
– Эпĕ шкулти комсомол организацийĕн секретарĕччĕ. Каникул вăхăтĕнче августăн 30-мĕшĕчченех колхозра ĕçлеттĕмĕр. Вĕренекенсен бригади кукуруза ӳстеретчĕ. Салтака кайиччен икĕ çул пахчаçăсен бригадине ертсе пытăм. Улма-çырла пухса илеттĕмĕр, пахча çимĕç туса илеттĕмĕр. Виçĕ çул службăра тăтăм, батальонăн санитари инструкторĕ пултăм. Спортпа кăсăкланаттăм, чупас енĕпе дивизин чемпионĕччĕ. Хусанти патшалăх медицина институчĕн сиплев факультетне вĕренме кĕрсен, кăшт укçа ĕçлесе тупас тесе, каçхине ача садĕнче хурал тăраттăм, территорине тасататтăм. Хĕлле юр ывăта-ывăта унăн купи çуртсен иккĕмĕш хучĕ таран пулатчĕ. 1969 çулта институт пĕтерсен Кивĕ Чаллă участокĕнчи больницăн тĕп врачĕ пулса ĕçлеме тытăнтăм. Вăл земство больници пулнă. Унта 1936 çултах рентгенпа пăхса чире палăртнă. Больница çурчĕ кивелсе çитнĕччĕ, пĕтĕмпех çĕрĕшнĕччĕ. Машина çукчĕ. Çавсем çинчен пĕлнĕ хыççăн пăрахса кайма та пулатчĕ: пĕрле вĕреннĕ çынсем лайăх вариантсем сĕнчĕç. Анчах та колхоз председателĕ Николай Леонтьевич Филиппов шанăçне тӳрре кăларас килчĕ. Вăл мана тараватлă йышăнчĕ, мĕнпур енчен пулăшса пычĕ. Эпир районти тĕп больницăна пăхăнса тăнипе унăн аслă врачĕ Ирек Гасымович Ишкинеев та пире çивĕч ыйтусене татса пама пулăшатчĕ. Ним çукран темĕн те турăмăр, тăватă çулта 38 объекта ĕçе ятăмăр. Утмăл койкăлăх больницăн тата куллен 150 çын таран йышăнма пултаракан поликлиникăн икĕ хутлă çуртне туса пĕтертĕмĕр.
Унта терапи, хирурги, неврологи, гинекологи, стоматологи, ачасен уйрăмĕсем вырнаçрĕç, физиотерапи, рентген кабинечĕсем, тăвар камери те ĕçлеме тытăнчĕç. 1974 çултанпа пирĕн больница республикăра чи лайăххиччĕ, Раççейре пулман ун пекки, района инçетрен килекен хăнасене кăтартатчĕç. Пылчăкпа, шывпа сипленмелли уйрăма уçрăмăр, колхоз сауна туса пачĕ. Вĕри шыв та, канализаци те пулчĕç. Мĕн чухлĕ çăка лартрăмăр, анчах лашасем çисе яратчĕç. Унтан хурăнсем лартма тытăнтăмăр.
– Лашасем унта ăçтан пыратчĕç?
– Эпир колхозран тихасем илсе ӳстереттĕмĕр. Вите лайăхчĕ, вунă лаша усрама пулатчĕ. Виçисем тăватшар центнертан иртсен колхоза параттăмăр. Укçи больница валли аппаратура, телевизорсем туянма каятчĕ. Çак больница таврари çичĕ ял халăхĕн сывлăхне тĕрĕслесе, сиплесе тăратчĕ. Кашни эрнере тăватă хутчен автобус ирхине 7 сехетре инçетри Киклĕпуç ялĕнчен тухатчĕ: шофер çав ялтанччĕ. Унта кĕтсе тăракан чирлĕ çынсене лартатчĕ те çула май Пухтел, Киклĕ, Кислев, Анат Чаллă ялĕсенче пулатчĕ, тăхăр сехетре поликлиникăна çитетчĕ. Кунта вĕсене тухтăрсем пăхма тытăнатчĕç, пулăшу илнисене кăнтăрла иртсен килĕсене автобуспах леçсе хăвараттăмăр. Икĕ автобус çапла 15 çул тӳлевсĕр ĕçлерĕ. Профилакторие районти тĕп больницăран та сывă маррисене пылчăкпа сипленме яратчĕç.
– Аркадий Леонтьевич, вăтăр çул каярах эпĕ те сирĕн больницăрта пулнăччĕ. Сипленмеллисене хăвăр палăртнăччĕ. Усă кӳнĕччĕ вĕсем мана – тавтапуç. Тата унта ĕçлекенсем чирлисемпе питĕ тараватлă пулни, çутă та таса палатăсем хăйсен тĕсĕсемпе пĕр-пĕринчен уйрăлса тăни аса кĕрсе юлнă. Кăвак, кĕрен, симĕс, хĕрлĕ тĕссемпе сăрланă стенасем çине гуашьпа, эмульсиллĕ сăрăсемпе тĕрлĕ тĕрĕсем, чечексем туса капăрлатнăччĕ. Вăрçă ветеранĕсем валли уйрăм палатăсем пурччĕ. Эсир чирлисене çичĕ сехетченех пăхса тухаттăрччĕ...
– Ĕçе ирех тытăнма хăнăхнă эпĕ – ултă сехетре яланах ĕç вырăнĕнче.
* * *
Тĕп врачăн мăшăрĕ Валентина Павловна ун чухне терапи уйрăмĕн заведующийĕччĕ. Вăл та Хусанта мединститут пĕтернĕ, Тутарстан Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ. Килĕштерсе, пĕр-пĕрне пулăшса пурăнаççĕ. Вĕсен ывăлĕ, Алексей, хальхи вăхăтра Нурлатри пушар пайĕнче ĕçлет, мăнукĕ, Аркаш, 3-мĕш класа çӳрет.
Сывлăха сыхлас ĕçе ялта 28 çул ертсе пынă тăрăшуллă çынна 1997 çулта Нурлат районĕн тĕп больницин тĕп врачĕ пулма сĕнеççĕ. Кунта та вăл пикенсе ĕçлеме тытăннă. Эмелсемпе тивĕçтерессине лайăхлатнă, ĕç дисциплинине çирĕплетнĕ. Поликлиникăра, больницăн терапи, ача çуратмалли, ерекен чирсенчен сыватакан уйрăмĕсенче юсав ĕçĕсене тунă. Çав тапхăрта Кивĕ Чаллăра Валентина Павловна ăнăçлă ертсе пынă больницăна тытса пыма укçа-тенкĕ çук тесе хуптарни Аркадий Леонтьевича питĕ пăшăрхантарать: çынсемшĕн тăрăшса вăл мĕн чухлĕ вăй-хал хунă вĕт ăна лайăх шая çитерме. Халь унта кăнтăрлахи 5 стационар койка кăна. Медицина ĕçченĕсенчен пĕтĕмĕшле сывату врачĕ Валентина Павловна, пилĕк медсестра тата икĕ санитарка юлнă. Анчах та ĕçĕ чакман. Чирлисене хăйсем патĕнче йышăннисĕр пуçне ку участока кĕрекен ялсенчи медпунктсенче эрнере икĕ-виçĕ хутчен пулмалла, графикпа палăртнă вăхăтра кĕтекен çынсен сывлăхне тĕрĕслесе, сиплемелли майсене палăртмалла.
Аслă категориллĕ врач-йĕркелӳçĕ А.Клементьев районти сывлăх сыхлав уйрăмĕн пуçлăхĕнче те ĕçленĕ, 2003 çултанпа вара районсен хушшинчи медицинăпа экспертиза бюровĕн ертӳçи пулса тăрать.
Асаилӳ çăмхине малалла сӳтнĕ вăхăтра вăл сехет йĕпписем саккăр тĕлнелле çывхарнине курса: «Эпĕ планеркăна кайса килем-ха. Акă, кĕнекесем вулăр, çĕнĕ альбом пăхăр», – терĕ те тухса кайрĕ.
Тĕрĕллĕ, хытă хуплашкаллă пысăк та илемлĕ альбомăн страницисене васкамасăр уçма тытăнатăп. Унта чăваш юррисен уявĕсене республика шайĕнче ирттерме тытăннăранпа 13 çул хушшинче, Раççей шайĕнче йĕркеленĕ икĕ фестивальте, «Чăваш шăпчăкĕ» фестиваль-конкурссе нче тунă сăнӳкерчĕксене вырнаçтарнă. Пултарулăх ушкăнĕсен, фольклор ансамблĕсен юрăçисемпе ташă ăстисем пĕринчен тепри хитререх, хавхаланулăхпа çиçсе тăраççĕ. Уяв курма пуçтарăннисемпе хăнасен хушшинче те сӳрĕк пит-куçли пĕр çын та çук. Пурте хаваслă, савăнăçлă. Тĕрлĕ ӳкерчĕксемпе капăрлатнă хут листисем çине çыпăçтарнă сăнӳкерчĕксем чăн-чăн искусство произведенийĕсем пек пулса тухнă.
Сĕтел çине тирпейлĕ хунă кĕнекесем хушшинче чăвашсем çинчен çырнă авторсен произведенийĕсем те пур. Çавăнтах «Асамат кĕперĕ» ятлă çĕнĕ кĕнеке. Вăл – «Туслăх» хаçат редакцийĕ çумĕнче йĕркеленнĕ литературăпа пултарулăх пĕрлешĕвне çӳрекенсем вулакансене парнеленĕ сăвăсен, калавсемпе тĕрленчĕксен пуххи. Вырăнти хăш-пĕр çыравçăсен маларах пичетлесе кăларнă хайлавĕсемпе çумăн Чăваш Енрен концертсемпе килесси çинчен пĕлтерекен афишăсем выртаççĕ. Вĕсем пурте ăнсăртран мар лекнĕ кунта. Çак пӳлĕмĕн хуçи хăйĕн тĕп тивĕçĕсене пурнăçланă хушăрах Нурлат районĕнчи Чăваш наципе культура центрне 5 çул ĕнтĕ ертсе пырать.
– Пирĕн халăхăн историйĕ те, культури те питĕ пуян, тăван чĕлхе вара – тĕп пуянлăх, – тет вăл. – Хамăн ентешсене çапла калас килет: чăн чăваш пулма ачаранах вĕренмелле. «Чĕлхе пĕтсен, халăх пĕтет», – тенĕ ваттисем ĕлĕкренех. Чăвашла калаçма мансан эпир хамăр кам пулнине те манăпăр.
Тăван чĕлхепе культурăна сыхласа хăварас тата аталантарас ыйтусем çине яланах тимлĕ пăхать. Центрăн вырăна тухса ирттерекен черетлĕ ларăвĕсенче çак çивĕч ыйтăва хускатмасăр хăвармасть. Кăçалхи нарăс уйăхĕнче иртнĕ отчетпа суйлав конференцийĕнче те ку ыйту тĕп вырăн йышăнчĕ. Центр ертӳçи хăйĕн тĕслĕхĕпе ыттисене те хавхалантарать. Тăван чĕлхене чунтан хисеплекенсем ачасен искусство шкулĕн залне çав кун туллиех пуçтарăнни те çакна çирĕплетет. Унта муниципаллă Нурлат районĕн пуçлăхĕ Наиль Шарапов пирĕн районти тĕрлĕ халăх килĕштерсе пурăнни, чăвашсем яланах ĕçчен те тăрăшуллă, пуçаруллă пулнипе палăрса тăни çинчен каланине илтме кăмăллă пулчĕ хамăрăн йăхташсене. Клементьев хăйĕн докладĕнче халăх шучĕпе чăвашсем районта иккĕмĕш вырăн йышăннине палăртса, вĕсем асаттесен авалхи йăли-йĕркипе кăсăкланни, юрă уявĕсемпе фестивалĕсене çуллен лайăх хатĕрленсе кĕтсе илни, хаваслă кăмăл-туйăмпа ирттерни çинчен каларĕ. Ачасем тăван чĕлхепе литературăна 14 шкулта вĕренеççĕ, республикăри чи лайăх вĕренекенсен çулсерен иртекен слечĕсенче аван ӳсĕмсем тăваççĕ. Çамрăксене ырă тĕслĕх кăтартакансем те пур. Сăмахран, Хуралтăвĕнчи шкулăн 11-мĕш класĕнче вĕренекен Екатерина Артемьева республикăри «Чăваш пики» конкурсра мала тухса, Тутарстан чысне Мускавра хӳтĕленĕ. Унпа пĕрле Якуркелĕнчи Олеся Шерниковăпа Анат Чаллăри Светлана Варламова Шупашкарта чăваш эстрада юррисен «Кĕмĕл сасă» фестиваль-конкурсне хутшăннă. Унта Шерникова лауреат ята тивĕçнĕ, «Чăваш шăпчăкĕ» конкурсра Гран-при çĕнсе илнĕ.
Докладчик çаплах кăçал пурнăçламалли ĕçсен планĕпе паллаштарчĕ, ку тĕл пулăва хутшăннисене «Туслăх» тата «Сувар» хаçатсен тиражĕсене ӳстерес тĕлĕшпе пулăшма чĕнсе каларĕ. Ун хыççăн тухса калаçнисем – Тутарстанри Чăваш çамрăкĕсен союзĕн Нурлат районĕнчи представителĕ Светлана Совкова тата ыттисем те паха сĕнӳсем пачĕç. Тутарстан Республикинчи Чăваш наципе культура автономийĕн председателĕ Константин Яковлев районти ЧНКЦ пуçлăхĕпе активлă членĕсене Хисеп хучĕсем пани нурлатсен ĕçне пысăка хурса хакланине пĕлтерет пулсан, центр Канашне тата ревизи комиссине пуçаруллисене кĕртни унăн пуçлăхĕ çынсемпе ĕçлеме пĕлнине кăтартать. Пĕр кăмăллăн сасăласа суйланипе Чăваш наципе культура центрне малашне те Аркадий Клементьев ертсе пырĕ. Ку савăнтарать.
Депутат, сывлăх сыхлав тата санитарипе экологи енĕпе ĕçлекен яланхи комисси председателĕ пулнипе те унăн кунсерен тĕрлĕ ыйтусене татса пама тивет. Суйлавçăсемпе çирĕп çыхăну тытать. Тăван ялĕнче – суйлав округĕнче, ентешсене мĕн кирлине пĕлсе, пысăк ĕç туса пырать. Гайтансем çул-йĕр япăх пулнипе нумай тарăхнă: кĕрхи-çурхи тапхăрта пылчăк çăрăлса тăнипе шоссе çине тухма йывăр пулнă. Çул тума тытăнсан укçа-тенкĕ вăхăтлă уйăрса паччăр тата строительство материалĕсемпе тивĕçтерсе тăччăр тесе Клементьев мĕн пур инстанцире пулнă. Вăл тăрăшни усăсăр иртмен: халь ялта асфальтлă çулпа çӳреççĕ. Электролинисене çĕнетнипе электроэнерги парса тăрасси лайăхланнă, урамсенче çĕрле те çутă, пĕчĕк АТС хута янă хыççăн чылайăшĕ телефон кĕртнĕ. Ял Совечĕпе медпункт çурчĕсем кивĕ пулнипе шкула куçарма пулăшнă. Ун картишĕнчи ишĕлсе анса тахçан юрăхсăра тухнă пусса çĕнĕрен чавса, тĕреклĕ, тирпейлĕ тунă, хуппи те, тăрри те пур, шывне ăсма меллĕ. Ăша кантаракан тăрă шывлă пусăпа пурте усă кураççĕ. Хăйсен пурнăçне хăтлă тума пулăшнăшăн ял çыннисем депутата чĕререн тав тăваççĕ. Вăл ялта ирттерекен мероприятисенче пуласси те йăлана кĕнĕ. Çĕнтерӳ кунне, сентябрĕн 1-мĕшне, юлашки шăнкăрава тата ытти паллă кунсене халалланă тĕл пулусене кăмăлпа хутшăнать. Республикăн, çĕршывăн пурнăçĕнчен те аякра тăмасть, II-IV Пирогов съезчĕсен, Чăваш наци конгресĕн IV, VI съезчĕсен, Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн V съезчĕн делегачĕ пулнă.
Хăйĕн пурнăçĕн 40 çулне çынсене сиплессине панă, общество ĕçне те активлă пурнăçласа пыракан пултаруллă ентешĕмĕре малашне те ĕçре киленӳ курма çирĕп сывлăх, иксĕлми хастарлăх сунатпăр.
 
: 999, Хаçат: 24 (858)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: