Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (13.12.2019 15:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 760 - 762 мм, -5 - -7 градус сивĕ, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Хусанти К.Маркс урамĕнче вырнаçнă 3№ Республикăри клиника больници медицина учрежденисене илсен чи киввисенчен пĕри шутланать. Ăна çулталăк каялла юсав ĕçĕсем тумашкăн вăхăтлăха хупнăччĕ.
Иртнĕ эрнере тĕп юсав ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн акушер уйрăмне уяв тусах уçрĕç. Уçнă çĕре ТР Президенчĕ Рустам Минниханов та пычĕ.
Республика пуçлăхĕ больницăри пĕр пӳлĕме те пăхмасăр хăвармарĕ. Уйрăмах операционнăйне, реанимаци тата тин çеç çуралнă ачасен блокне, амăшĕпе ачи выртакан палатăсене кĕрсе, аппаратурăсене, краватьсене тыта-тыта пăхрĕ. Больница ĕçченĕсем çĕнĕ аппаратурăсем çинчен пуçлăха питĕ тĕплĕн ăнлантарса пачĕç.
ТР сывлăх сыхлав министрĕ Айрат Фаррахов каланă тăрăх, тĕп юсав ĕçĕсем тунă чухне хальхи вăхăтри технологисене пăхăнса усă курнă. «Халĕ ĕлĕкхи пек упăшкисем больница алăкĕ патĕнче тăмĕç, кашни çур сехетрен çуратнипе çуратманнине шăнкăравласа тарăхтармĕç. Ача çураттаракан çуртран ашшĕне мĕн ача çуралнине, виçине, çӳллĕшне СМС ярса пĕлтерĕç. Кунсăр пуçне тата, больницăра Wi-Fi пралуксăр сеть пур. Çав Интернет сечĕ урлă çуратакансем хăйсен çывăх çыннисемпе тата тăванĕсемпе ним мар çыхăнма пултараççĕ», – тесе пĕлтерчĕ сывлăх сыхлав пуçлăхĕ.
Çаплах акушер уйрăмĕнче пулас аннесем валли пĕтĕм условисем пур: хальхи вăхăтри кислород, процедура пӳлĕмĕсем, çуратмалли залсем тата мăшăрĕпе пĕрле çуратма юраканнисем те темиçе. Реанимацире инфекци çукки çинчен çирĕплетекен çĕнĕ технологиллĕ аппаратурăсем тата вентиляци вырнаçтарнă. Тата çаплах халиччен пулман япала, ача çуралсанах кунтах çуралнине ĕнентерекен хут, медицина страхованийĕн полисĕ параççĕ. «Чи пĕлтерĕшли вара, кунта шанчăклă, пысăк опытлă тухтăрсем тăрăшаççĕ», – тесе çирĕплетрĕ министр. Тĕрĕссипе каласан, ку больницăра мĕн ĕлĕкрен чи лайăх врачсемпе акушерсем ĕçлетчĕç. Унта лекме те питĕ йывăрччĕ.
Акушер уйрăмĕнче 45 хĕрарăм тата 22 ача вырнаçма пултараççĕ. Çаплах кунта, малтанхи пекех, Хусан çыннисем çеç мар, республикăри ытти районсенче пурăнакан хĕрарăмĕсем те килсе ача çуратма пултараççĕ. Пурĕ 11 район: Арск, Тури Услон, Ешĕлвар, Лайăш, Лениногорск, Пĕтреç, Тюлячи, Чистай, Ютаза, Камско-Устьински тата Рыбно-Слободски.
Министр сăмахĕпе, 2009 çулта 1000 çын пуçне ача çураласси 12,3 шутланать. 2008 çулта 11,8 пулнă. Юлашки 20 çулта ку кăтарту чи пысăкки пулса тăрать. Урăхла каласан, 2009 çулта 46555 ача çуралнă. 2008 çулпа танлаштарсан 2205 çын нумайрах. Кăçал вара 48180 ача çуралассине палăртса хунă.
Айрат Фаррахов каланă тăрăх, ача çуратма вăхăт çитнĕ хĕрарăмсем паян кунах çак больницăна выртма пултараççĕ.
Сăмах май, 3№ Республикăри клиника больницин акушер уйрăмĕ, 1861 çулта тунăскер, архитектура палăкĕ шутланать. Çавăнпа та тĕп юсав ĕçĕсем тунă чухне çуртăн малти енне ĕлĕкхи евĕрех хăварнă. Медицина учрежденийĕ кунта 1923 çултанпа. Малтанах Хĕрлĕ Хĕресĕн ырă кăмăллăх сестрисен клиники пулнă, унтан, 1965 çулта, 75 вырăнлăх ача çураттаракан уйрăм туса хунă. Çаплах кунта Хусанти патшалăх медицина академийĕн акушер тата гинекологи кафедри те вырнаçнă.
 
 
: 975, Хаçат: 24 (858)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: