Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ЙĂЛАНА КĔНĔ МАЙПАХ
2009 çулччен шкул пĕтернĕ, вузăн кăнтăрлахи уйрăмне вĕренме кĕрес текен абитуриентсем ППЭ результатне кăтартмасăрах вĕренме кĕме пултараççĕ. Çакăн пирки Рособрнадзор пуçлăхĕ Любовь Глебова пĕлтернĕ. Пĕлтĕр вуза йăлана кĕнĕ майпа 2009 çулччен шкул пĕтернисем тата куçăн мар, каçхи уйрăмсене суйланисем кăна вĕренме кĕме пултарнă.
Л.Глебова каланă тăрăх, вузсем шкул пĕтернисен олимпиадăсенчи результачĕсене шута илмесен те пултараççĕ, вĕсен кун пек ирĕк пур. Ултă вузра тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн олимпиадăсене хутшăннисенчен 95 проценчĕн пĕлĕвĕ чăнах та çӳллĕ шайра пулни палăрнă.
ЭКЗАМЕНА ТЕЛЕФОНПА КĔНĔ
Азнакай районĕнчи пĕр шкулта вĕренекен Интернета ММS мелĕпе усă курса контроль-виçев материалĕсене вырнаçтарнă. Тунтикун ТР Вĕрентӳпе наука министерствинче майăн 27-мĕшĕнче Азнакай районĕнче ИКТпа тата информатикăпа ППЭ тытнă чух мобильлĕ телефонпа усă курнипе сиксе тухнă ăнсăрт çинчен комментари пачĕç.
Вĕренекенĕн ĕçне Интернетра курнă хыççăн ТР Патшалăх экзамен комиссийĕ пăрахăçланă. «Азнакай районĕнчи пĕр вĕренекен хăйĕн ĕçне социаллă сетьсенчен пĕринче вырнаçтарнă фактпа тĕпчев ирттернĕ, ĕнентерӳсем пухнă. Ача хăй мобильлĕ телефонпа усă курнине тата экзамен хучĕсене Интернетра вырнаçтарнине çирĕплетнĕ. Ача каланă тăрăх, вăл экзамен хучĕсене унти заданисене килĕнче тепĕр хут шутласа пăхас тесе ӳкерсе илнĕ. Вĕсене Интернета мĕншĕн вырнаçтарнине ача тĕплĕн ăнлантарайман. Мĕншĕн экзамена телефон илсе кĕнине ыйтсан «эп унпа хама шанчăклăрах туйрăм» тенĕ», – ăнлантарать ТР Вĕрентӳпе наука министерствин Вĕрентӳ сферинчи надзорпа контроль департаменчĕн Надзорпа контроль управленийĕн начальникĕ Равиль Хамитов.
«Йĕркене пăснине асăрхаман» вĕрентекенсене иккĕшне те çирĕп выговор панă. Шухă ачана вара ятарласа уйăрнă кун тепĕр хут экзамен тытма ирĕк парĕç.
17-ĔН 100 БАЛЛ ПУХНĂ
Тутарстанра майăн 27-мĕшĕнче биологипе, литературăпа, информатикăпа тата ИКТпа пĕрлехи патшалăх экзаменĕ тытнă хыççăн 17 ача 100 балл пухма пултарни палăрнă.
Асăннă кун республикăра биологипе 3210 ача, ИКТпа – 1257, литературăпа 936 ача экзамен тытнă. Рособрнадзор Раççейри пур шкул пĕтерекенĕн ĕçĕсен 90 процентне тĕрĕсленĕ хыççăн биологипе 40 регионтан 117 вĕренекен, литературăпа 57 регионтан 377, ИКТпа 36 регионтан 71 вĕренекен 100 балл пухни палăрнă.
ТР Вĕрентӳпе наука министерствин ППЭ йĕркелес уйрăмĕн начальникĕ А.Гатауллин сăмахĕсемпе, Тутарстанра литературăпа 11 ача, ИКТпа 4, биологипе 2 ача 100 балл пухнă.
Вăтам балсем Тутарстанра çавнашкал: биологипе – 58,39, литературăпа – 57,71, информатикăпа тата ИКТпа – 67,35. Вĕренекенсенчен биологипе 2,98, литературăпа 3,56, информатикăпа тата ИКТпа 4,87 проценчĕ палăртнă минимум чухлĕ те балл пухайман.
Сăмах май республикăра вырăс чĕлхипе 907 вĕренекен ППЭ тытайманни паллă пулчĕ. Вĕсем минимум (36) чухлĕ балл пухайман.
 
: 1107, Хаçат: 24 (858)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: