Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Судра пăхса тухакан гражданла ĕçсен пĕр категорийĕ çынна психика пăсăлнипе ăнсăр (недееспособный) тесе йышăнассипе çыхăннă. 2008 çулта Аксу районĕн сучĕ асăннă категорипе 6 ĕç пăхса тухнă пулсан, 2009 çулта – 27.
Çак категорие пырса тивекен заявленисене парас тата вĕсене суд пăхса тухас йĕркене, условисене РФ Гражданла процесс кодексĕн (ГПК) 31-мĕш сыпăкĕпе çирĕплетнĕ.
РФ ГПК 281-мĕш статйин 2-мĕш пайĕпе килĕшӳллĕн гражданина психика пăсăлнипе ăнсăр тесе йышăнтарма унăн çемйинчи пĕр-пĕр çыннăн е çывăх тăванĕсен (ашшĕ-амăшĕн, ачисен, шăллĕ-пиччĕшĕн, аппăшĕ-йăмăкĕн), опекăпа попечительство органĕсен, психиатри е психоневрологи учрежденийĕн заявленийĕ кирлĕ. Çав заявленипе судра ĕç пуçараççĕ.
Çак перечень тулли пулнине асăнмалла. 2010 çул пуçланнăранпа Аксу район сучĕ граждансене ăнсăр тесе йышăнма ыйтакан икĕ заявление йышăнман, мĕншĕн тесен вĕсене паракансем çав граждансен çемйин членĕсем те, çывăх тăванĕсем те пулман.
Ыйту сиксе тухать: психика чирĕпе чирлĕ çын пĕччен пурăнать, унăн тăванĕсем те çук пулсан мĕн тумалла? Кун пек чухне çав çын пурăнакан вырăнти опекăпа попечительство органĕн суда заявлени çырса памалла.
Çак категорие пырса тивекен заявление панă чух патшалăх пошлини тӳлемелле, вăл 200 тенкĕпе танлашать. Заявленире вара, РФ ГПК 282-мĕш статйин 2-мĕш пайĕпе килĕшӳллĕн, гражданинăн чăнах та психики пăтрануллă пулнине çирĕплетекен сăлтавсем çинчен уççăн, ăнланмалла çырса кăтартмалла, вăл хăй мĕн тунине мĕншĕн ăнланманнине, хăйне хăй алра тытайманнине ăнлантармалла.
Нумай чухне граждансем заявлени çумне хăйсен тăванĕ чăнах та психика енчен чирлине çирĕплетекен документсен копийĕсене, характеристика, тăван пулнине çирĕплетекен документсене хураççĕ.
Психика чирĕ е инвалидлăх пурри хăй тĕллĕн кăна гражданина ăнсăр тесе йышăнмалли сăлтав маррине те палăртмалла. Çавăнпа та суд ĕçне пăхса тухма хатĕрленнĕ май судья РФ Гражданла процесс кодексĕн 283-мĕш статйипе килĕшӳллĕн гражданин психика енчен пăтрануллă пулнине çирĕплетекен даннăйсем çителĕклĕ пулсан унăн психика енчен сывлăхĕ мĕнле пулнине пĕлме судпа психиатри экспертизи ирттерме палăртать. Енчен те гражданин экспертиза иртесшĕн мар-тăк, суд ларура прокурорпа тата психиатрпа пĕрле ăна вăйпах экспертизăна ямалла йышăну тăвать.
Экспертизăна Тутарстан Республикин Сывлăх сыхлав министерствин В.М.Бехтерев академик ячĕллĕ Республикăри клиника психиатри больницин (Хусанта) эксперт-психиатрĕсе м ирттереççĕ. Тĕпрен илсен, экспертизăна амбулаторире пĕр кун хушшинчех тăваççĕ.
Экспертăн пĕтĕмлетĕвне илсен суд ĕçе тишкерме пуçлать. РФ ГПК 284-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшӳллĕн суд гражданина ăнсăр тесе йышăнассипе çыхăннă ĕçе çав гражданин, заявлени паракан, прокурор, опекăпа попечительство органĕн представителĕ хутшăннипе пăхса тухать. Хăйпе çыхăннă ĕçе пăхса тухнă чух сывлăхĕ май парать-тĕк, гражданинăн чĕнсен суда каймаллах.
Суд экспертăн пĕтĕмлетĕвне шута илсе йышăну тăвать (нумай чухне эксперт гражданина опека кирлĕ тесе пĕтĕмлетет). РФ ГПК 285-мĕш статйин 2-мĕш пайĕпе килĕшӳллĕн гражданина ăнсăр тесе йышăннă суд йышăнăвĕ ăна опекăпа попечительство органĕн опекун çирĕплетсе памалла текен сăлтав пулса тăрать.
 
: 998, Хаçат: 24 (858)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: