Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

УЛЬЯНОВСК ОБЛАÇĔНЧЕ çамрăк çемьесене хваттерпе тивĕçтересси çине 42 миллион тенкĕ ытла тăкаклама палăртнă. Облаçăн вĕрентӳ министрĕ Екатерина Уба пĕлтернĕ тăрăх, РФ Регионсен аталанăвĕн министерстви январь уйăхĕнче 2010 çулта «Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси» подпрограммăна пурнăçа кĕртес çĕре хутшăнмашкăн Раççей Федерацийĕн субъекчĕсем хушшинче конкурс ирттернĕ. Ульяновск облаçĕ те заявка панă. Мартра область конкурс çĕнтерӳçисен йышне кĕни паллă пулнă. РФ Регионсен аталанăвĕн министерстви региона 19,08 миллион тенкĕ уйăрса панă, область бюджетĕнчен 9 миллион, муниципалитетсем 14 миллион тенкĕ уйăрĕç. Çак укçа-тенкĕ 60 çемьене хваттерпе тивĕçтерме çитет.
ПУШКĂРТСТАН. Çулталăк пуçланнăранпа республикăри сиплевпе профилактика учрежденийĕсене сăвăс çыртнипе 6915 çын пынă, вĕсенчен 28 проценчĕ – ачасем. ПР Гигиенăпа эпидемиологи центрĕн лабораторийĕнче 3424 сăвăса тĕрĕслесе вĕсенчен 58-шĕнче энцефалит вирусĕ тупнă. Хальлĕхе Пушкăртстанра сăвăс энцефаличĕпе никам чирленине те палăртман. Анчах вăрмана кайнă чух яланах асăрхануллă пулмаллине аса илтереççĕ тухтăрсем.
ФЕДЕРАЦИН АТĂЛÇИ ОКРУГĔНЧЕ 2010 çулхи март-апрель уйăхĕсенче экономика тĕлĕшпе активлă халăхăн шучĕ 2009 çулпа танлаштарсан 0,01 процента чакнă, 15,867 миллионпа танлашнă. Кăçалхи тăватă уйăх пĕтĕмлетĕвĕсемпе ĕçсĕррисен йышĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан 0,5 процент сахалланнă – пурĕ 1,377 миллион çын.
ЧĂВАШ ЕНРЕ пурăнакан икĕ çын республикăн чи пысăк наградине илме тивĕçнĕ. «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденпа спортăн тава тивĕçлĕ мастерне, XXVIII Олимп вăййисен кĕмĕл призерне Олимпиада Ивановăна тата К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисткине Нина Яковлевăна наградăланă. РСФСР халăх артистки Нина Яковлева июнĕн 8-мĕшĕнче 70 çулхи юбилейне паллă тунă, вăл 50 çула яхăн драмтеатрта ĕçлет, ку таранччен çĕр-çĕр роль калăпланă. Утассипе спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Олимпиада Иванова вара икĕ хутчен тĕнче чемпионки, виçĕ хутчен тĕнче рекордсменки, Европа чемпионки.
МОРДОВИ РЕСПУБЛИКИНЧЕ çулла Пĕтĕм Раççейри стройотряд йĕркелеççĕ. Унта çĕршывăн 12 регионĕнчен сахалтан та 150 çын пуçтарăнĕ. Отряда ытларах Федерацин Атăлçи округĕнчи вузсенче вĕренекен студентсене илме тăрăшаççĕ. Çамрăксем мордва халăхĕ Раççей халăхĕсемпе пĕрлешнĕренпе пин çул çитнине халалланă строительство объекчĕсен стройкинче ĕçлĕç. Ĕçсĕр пуçне яш-кĕрĕме анлă культура программи те кĕтет: вĕсем республикăри паллă вырăнсемпе паллашĕç, Строитель кунне ирттернĕ çĕре хутшăнĕç. Ульяновск, Архангельск тата Краснодар стройотрячĕсем заявка панă та ĕнтĕ.
 
: 1168, Хаçат: 24 (858), Категори: Кӳршĕсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: