Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Июнĕн 8-мĕшĕнче Хусан мэрĕ Ильсур Метшин Мускав районĕнчи Химиксен урамĕнче вырнаçнă хытă йышши кулленхи каяшсен полигонне кайса курнă. Унта малтанхи Самосырово полигонĕнчи пек каяшсем купаланса, аван мар шăршă кăларса, çунса выртмаççĕ, çӳп-çапран брикетсем туса хураççĕ.
Полигон кăçалхи январь уйăхĕнчех ĕçлеме пуçланă ĕнтĕ. Çавăнтанпа вăл 11,5 пин кубла метра яхăн брикетленĕ каяшсем йышăннă. Пĕр брикечĕн виçи вăтамран пĕр тоннăна яхăн. Кунне полигон вун пилĕк машина йышăнать. Ĕçлекенĕсем те нумаях мар, вун тăхăр çын çеç ĕлкĕрсе пырать.
Полигон вырăнĕ вара самаях пысăк, пĕтĕмĕшле илсен 18 гектар çĕр лаптăкĕ йышăнать.
Полигон карти, сăмахран, 8 метр тарăнăш тикĕс тĕплĕ котлован. Котлован хĕррипе 6 метр çӳллĕш тăпра улăхтарнă. Çавăнпа та усă куракан котлован тарăнăшĕ 14 метр пулать. Çĕр айĕнчи шывсем каяшсем патне лекесрен хулăн йышши корбофол ятлă полимертан тунă пусмапа витеççĕ. Пусми çурăлса каясран вара хăйăр сараççĕ. Каяш брикечĕсене пилĕк сий хураççĕ те хăйăр сараççĕ. Çумăр е юр шывĕ пуçтарăнса тăрасран полигон тĕпне дренаж пăрăхĕсем хурса хăварнă. Вĕсем тăрăх шыва насуспа сăвăрттарса пăслантармалли пĕвене яраççĕ. Çапла полигон 30-40 çул ним мар тăма пултарать. Çавăнпа та ăна «типĕ полигон» тесе ят панă. Ытти полигонсемпе танлаштарсан кунта икĕ хут нумайрах каяш кĕрет.
Юлашки 5-10 çулта кăна хытă йышши кулленхи каяшсен калăпăшĕ Хусанта 2-3 хут ӳснĕ. Паян кашни кун тенĕ пек хуларан пĕр тонна (канмалли кунсемпе праçниксенче – пĕр тонна çурă) кулленхи çӳп-çап ăсатăнать. Ку пĕлтĕрхипе танлаштарсан çĕр тонна нумайрах, иртнĕ çулсене илсен ик çĕр тоннăран та иртет. Пĕр çын пуçне илсен кунне пĕр килограмм ытла е çулталăкне 330-350 килограмм кулленхи каяш пуçтарăнать.
Хусан мэрĕн сăмахĕпе, кун пек полигон чи пысăккисенчен тата хальхи вăхăтри технологисемпе тунисенчен пĕри шутланать. Çакăн йышшиех, анчах та кăшт пĕчĕкреххи Новокузнецк хулинче пур.
Тата чи интересли, çак полигонра йĕке хӳресемпе кураксем те çук. Вĕсене хăратмашкăн ультрасасă аппарачĕпе усă кураççĕ.
Çаплах мэр каланă тăрăх, пĕрер уйăхран Хусанта тепĕр çӳп-çапне пуçтаракан станци уçăлмалла. Родина урамĕнче вырнаçнă станци вара Советски, Атăлçи, Вахитов районĕсен çӳп-çапне пуçтарма тивĕç.
 
: 1041, Хаçат: 24 (858)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: