Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ял хуçалăхĕ – республикăн тĕп отраслĕсенчен пĕри. Типĕ çанталăк тăнине кура уй-хирсенчи лару-тăру ыйтăвĕ паянхи кун чи актуаллисенчен пĕри. ТР ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕ М.Ахметов ытларикун ТР Министрсен Кабинетĕнче журналистсемпе тĕл пулса уй-хирсенчи лару-тăрупа паллаштарчĕ.
«Çур аки кампанине вăхăтра, лайăх хатĕрленсе ирттертĕмĕр, пурĕ 3 миллион гектар лаптăка тĕрлĕ культура акса хăвартăмăр», – пуçларĕ вăл брифинга. Кăçалхи çанталăк ял хуçалăхĕшĕн ăнăçлах пулманнине уйрăмах палăртрĕ вăл. Юрсăр, сивĕ хĕл пуçламăшне тата типĕ çуркуннене пула 460 пин гектарти кĕрхи тырă (пĕтĕмпе 55 процент), вĕсенчен 325 пин гектарĕ кĕрхи тулă, 71 пинĕ – кĕрхи ыраш, 49,3 пинĕ – тритикале калчисем пĕтнĕ. Пĕтĕмпе вара республикăра пурĕ те 364 пин гектарти тырра кăна страхланă иккен, вĕсенчен 146 пинĕшĕ шăпах кĕрхи тырăсем. Çавна кура сивĕпе, нӳрĕк çителĕксĕррипе пĕтнĕ лаптăксене çĕнĕрен акма кăна республикăн 1,5 миллиард тенкĕ тăкаклама тивнĕ. Пĕтĕмĕшле илес пулсан, Тутарстан кăçалхи çур аки кампанийĕнче 15 миллиард тенкĕ тăкакланă.
Шел пулин те, кĕрхи тырăсем пĕтнипе федераллă центр пире субсиди парасси татăклă мар. Марат Готович каланă тăрăх, федераци влаçĕ ял хуçалăх производителĕсене хăйсен тыррисене страхлама çеç сĕнĕç. Пирĕн производительсемшĕн ку çăмăл мар, мĕншĕн тесен кашни гектаршăн 1200-1500 тенкĕ тӳлемелле, кăна вара республикăн кашни хуçалăхĕ пултараймасть.
Паллах, министр паянхи чи çивĕч ыйту çине пусăм тумасăр пултараймарĕ. Республикăн нумай районĕ типĕ çанталăка пула кăçал та тухăçсăр юлма пултарассине палăртрĕ вăл. Сăмах май, пĕлтĕр типĕ çанталăка пула 21 район тивĕçлĕ тухăç илеймен. Кăçалхи лару-тăру ТР Президентне Р.Минниханова та пăшăрхантарать.
Хальхи вăхăтра хуçалăхсем шăтнă калчасене сыхласа хăварас тесе тĕрлĕ мелсемпе усă курсан та, пулас тухăçăн шăпи çав-çавах иккĕленӳллĕ-ха. Паянхи кун нумай районта çĕр нӳрĕкĕн запасĕ сахал. Апрель-май уйăхĕсенче республикăра пурĕ те 30 миллиметр чухлĕ кăна çумăр çунă-мĕн, ку ытти çулсен вăтам кăтартăвĕн 44 проценчĕ кăна.
«Синоптиксем çанталăк пăсăласса шантараççĕ, эпир ăна тем пек кĕтетпĕр, çумăр вара çумасть», – шӳтлеме пăхрĕ министр. Хусан тăрăхĕпе Пĕтреç районĕсĕр пуçне ытти районсенче çумăр çуса ял халăхне савăнтармасть çав. Çĕр нӳрĕкĕн запасĕ Пĕкĕлме, Мĕслĕм, Мензеле, Азнакай районĕсенче пурĕ те 9-20 миллиметр кăна-мĕн. Актаныш, Заинскпа Саба районĕсенче лару-тăру ку енĕпе тата япăхрах, унта юлашки 20 кунра 3 миллиметртан ытла çумăр çуман.
Лару-тăру уй-хирсенче çăмăлах пулмасан та пулас тухăç енĕпе шанăçа çухатманнине пĕлтерчĕ Марат Готович. Юлашки пилĕк çулта ятарлă технологипе (çĕре çавăрса сухаламанни, улăма ваккăн тураса салатни) усă курни çĕр нӳрĕкĕн запасне йĕркелеме пулăшнă, çакă вăтам тухăç илме шанăç парать те. Тутарстан кăçал çăкăрсăр юлмассине пĕлтерчĕ министр. Мĕншĕн тесен республикăн пĕлтĕрхи тухăçăн запасĕ пĕтмен, вăл 1,5 миллион тонна, Раççейре вара – 25 миллион. Кунсăр пуçне 2010 çулта çĕршывра пурĕ 90 миллион тонна тырă илессе шанаççĕ.
ТР ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕ ял хуçалăхне республика бюджетĕнчен хушма пулăшу, 1 миллиард тенкĕ уйăрни çинчен те аса илтерчĕ. Çак укçаран 700 миллион тенкине маларах кредита илнĕ минераллă удобренишĕн тӳлĕç, 300 миллионне ял хуçалăх техникине туянма субсиди парĕç.
Ял хуçалăх ĕçченĕсен хальхи тĕп тĕллевĕ – выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлесси, çав шутра харпăр хуçалăхсен те. Марат Готович ял хуçалăхĕсен кăçал та 1 миллион тонна утă, 3-шер миллион тонна сенажпа силос хатĕрлемеллине, уттăн пĕрремĕш хутне (республикăра нумай çул ӳсекен курăксен лаптăкĕ 500 пин гектар) июнь уйăхĕн 20-мĕшĕччен çулса пĕтермеллине каларĕ.
Курăкăн иккĕмĕш хучĕ лайăхрах ӳстĕр тесе ăна азотлă удобренисемпе апатлантарма тытăнĕç. Кун валли ТР Президенчĕ Р.Минниханов тата 200 миллион тенкĕ укçа уйăрма йышăннă.
 
: 1043, Хаçат: 24 (858), Категори: Ял хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: