Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТЕЧЧĔРИ педколледжра тăваттăмĕш курс пĕтерекен Оксана Пайзе регионсем хушшинче иртнĕ «Перспектива» инновацилле наукăпа техника проекчĕсен конкурсĕнче «Информационные технологии» номинацире иккĕмĕш вырăн йышăннă. Оксана информатикăпа ППЭн икĕ пине яхăн заданине хатĕрленĕ.
ЭЛКЕЛ. Районти ялсенчи шыв башнисен санитарипе экологи шайне тĕрĕслекен комисси ялсене тĕрĕслевпе тухнă. Шел пулин те, халăха шывпа тивĕçтерекен башньăсене нумай ялта картапа тытман, сыхлав павильонĕсем лартман. Яваплă çынсене çитменлĕхсене пĕтерме икĕ эрне вăхăт панă.
ÇЫРЧАЛЛИНЧИ çамрăксемпе студентсен ĕç отрячĕсем питĕ лайăх ĕçлеççĕ. Вĕсем шкул ачисемпе студентсем валли сезонлă, вăхăтлă, яланлăх ĕç вырăнĕсем шыраççĕ. Вĕренекен çамрăксене ĕçпе тивĕçтерекен центрăн сотрудникĕсем ĕç сĕнекен предприятисене малтан кайса унти условисемпе хăйсем паллашаççĕ-мĕн. Студентсен ĕç отрячĕсем йĕркеленнĕренпе 7 çул, çак вăхăтра вĕсем Раççейри пысăк предприятисемпе тачă çыхăну йĕркеленĕ. Кăçал та Краснодар крайĕпе тата Свердловск облаçĕпе 820 ĕç вырăнĕпе тивĕçтересси пирки килĕшӳ тунă. Иккĕмĕш çул çамрăксем инçете каякан поездсем çинче проводник пулса ĕçлеççĕ. Хальхи вăхăтра 50 çынран тăракан отряд çак ĕçе пуçăнма хатĕр, вĕсене пурне те вĕрентнĕ, медицина тĕрĕслевĕ ирттернĕ. Июнь уйăхĕнче тепĕр 50 çынна проводник ăсталăхне вĕрентĕç. Май уйăхĕн вĕçĕнче Краснодар крайне педагогсен пĕрремĕш отрячĕсем кайнă, пĕтĕмпе унта 200 çынна ăсатма планлаççĕ. Стройотрядсем Çырчаллинчи, Анат Камăри, Хусанти строительство объекчĕсенче (çав шутра Универсиада объекчĕсенче те) ĕçлĕç.
ХУСАН. Туполев ячĕллĕ патшалăх техника университечĕн студенчĕсем Нурлатри ача çурчĕпе тахçантанпах çыхăну тытаççĕ, май çитнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ. Кăçал та вĕсем хăйне евĕрлĕ акци пуçланă: ачасем валли нускисем пуçтараççĕ. Мĕншĕн-ха нуски? Студентсем кун пирки ача çурчĕн ĕçченĕсемпе канашласа ачасене пуринчен ытла нуски кирлине пĕлнĕ. Акцие Мускав çыннисем те хутшăнасшăн.
ЕЛАБУГА. Ачасене хӳтĕлемелли кунра çамрăк аннесен хушшинче йĕркеленĕ «Чи лайăх ача коляски» конкурсăн çĕнтерӳçисене пепкине ача садне вырнаçтармалли сертификатпа чысланă. Сăмах май, хальхи вăхăтра хулара ачисене ача садне вырнаçтарма 340 çын черетре тăрать, кунсăр пуçне вĕсен йышĕ кашни кун ӳсет. Çакна шута илсен, конкурс çĕнтерӳçисене панă сертификат чăн та хаклă парне.
ПАВЛĂ районĕнче иртнĕ шăматкун вăйлă çил-тăвăл, çумăр, пăр çунă. Телее, никам та вилмен, çапах та хăш-пĕр çĕрте çуртсене сиенлетмесĕр иртмен. Потапово-Тăмпăрлăра , тĕслĕхрен, ача сачĕн верандин, тырă кĕлечĕн, Культура çурчĕн, почтăпа перекет банкĕн çурчĕсен тăррисене сӳнĕ, «Хазеев» фермер хуçалăхĕн 200 гектар лаптăкри кĕрхи тырă тата 500 гектарти çурхи тырă калчисене пĕтернĕ. Çаплах хулара та çил-тăвăл хăй ĕçне тунах, йывăçсене, картасене тӳнтернĕ, çурт тăррисене сирнĕ, организацисен вывескисене сирсе пăрахнă.
 
: 1172, Хаçат: 24 (858), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: