Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Патшалăхăн наркотиксене хирĕçле политикин стратегине Д.Медведев 2020 çулччен çирĕплетрĕ. Çакăн çинчен РФ Президенчĕ «Афганское наркопроизводство – вызов мировому сообществу» Халăхсен хушшинчи форумра пĕлтерчĕ. Наркотиксен хăрушлăхĕпе кĕрешӳ пынипе усă курса политика вăййисем вылямалла марри пирки, наркотиксене хирĕç пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлесен кăна ăнăçу пулассине палăртрĕ Раççей Президенчĕ. Наркотиксене хирĕç кĕрешесси çĕршывра анлă пырать. Тĕслĕхрен, паян Хусанта 3 куна пынă семинар-тренинг вĕçленчĕ, Ĕпхӳре наркотиксене хирĕç çамрăксен форумĕ ĕçлерĕ.
Тутарстансен календарĕнче çывăх вăхăтрах тепĕр уяв – «Ислам йышăннă кун» хушăнĕ, ТР Патшалăх Канашĕн пуçарăвне РФ Патшалăх Думи йышăнмасан та. Çакăн пирки журналистсене ТР Патшалăх Советникĕ М.Шаймиев ТР Патшалăх Канашĕн 11-мĕш ларăвĕн тăхтавĕнче каларĕ. Ун сăмахĕсемпе, ислама Пăлхар хулинче 922 çулта йышăннă, çакă республика историйĕшĕн пĕлтерĕшлĕ. Паянхи кун Раççейре пурăнакан 20 миллион çын мăсăльман.
Юнкун Хусан Кремлĕнче ТР Президенчĕ Р.Минниханов Хусан тата Тутарстан архиепископĕпе Анастасипе тĕл пулнă. Калаçу вăхăтĕнче Епархи управленийĕн çуртне реконструкци тăвасси, Турă Амăшĕн Хусанти турăшне тупнă Богородицки мăнастире юсасси пирки сӳтсе явнă. Рустам Минниханов Хусан епархине православин çветтуй вырăнĕсене юсанă çĕрте, Тутарстанра православие аталантарма пур енлĕн пулăшма пулнă. Тĕл пулăва ТР Президенчĕн Шалти политика ыйтăвĕсен управленийĕн начальникĕ А.Терентьев, Хусан мэрĕ И.Метшин хутшăннă.
Июнĕн 9-мĕшĕнче ТР Патшалăх Канашĕн 4-мĕш пухăвĕн 11-мĕш ларăвĕнче ТР Премьер-министрĕ И.Халиков 2010-2015 çулсенче ТР Министрсен Кабинечĕ мĕнле сулăмсем çине пусăм туса ĕçлесси çинчен каласа панă. ТР Правительствин 2015 çулчченхи тĕп задачи республикăра пурăнакансен пурнăç пахалăхне ӳстересси пулса тăрать.
Иртнĕ кĕркунне йышăннă закон Польшăра çак эрнере вăя кĕчĕ. Çĕнĕ закон ачасене мăшкăлланă çынсене химилле кастраци туса явап тыттарма май парать. Кунсăр пуçне малашне çĕршыври педофил-преступникс емпе тата тăванĕсемпе çывăх çыннисене хĕсĕрленисем тĕрмере те халичченхинчен ытларах ларĕç – малтан 2-12 çул срок пулнă- тăк, халĕ – 3-15 çул.
 
: 1038, Хаçат: 24 (858), Категори: Хыпарсен ярăмĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: