Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 756 - 758 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Июнĕн 5-мĕшĕнче Тăхăрьялта, Пӳркел ялĕнче пурăнакан тавра пĕлӳçĕ, сăвăçă Анатолий Меркурьевич Малышев 70 çул тултарать. Юбилей умĕн пирĕн корреспондент унпа тĕл пулса темиçе ыйтăва хурав пама ыйтрĕ.
– Анатолий Меркурьевич, сăвă тĕнчине еплерех пырса кĕнине каласа парăр-ха?
– Мĕнле пырса кĕтĕм? Именсе. Вăтанса. Хамра ачаранах çырас терт пуррине асăрханă-ха. Анчах палăртман. Çыраттăм та çураттăм. Ыттисемшĕн вăрттăнлăх. Чăваш поэзийĕсĕр пуçне вырăс тата тĕнче поэчĕсен ĕçĕсемпе паллашсан, хайлас ĕç çине урăхла пăхма пуçларăм. Вăтану туртăмне çĕнтертĕм. Эпир çитĕнсе çитнĕ çулсенче поэзи çӳллĕ шайраччĕ. 60-мĕш çулхи поэтсем пĕр пек шухăшласси манран нихçан та уйрăлман. Пурнăç мана çĕршывăн тĕрлĕ халăхĕсемпе çыхăнтарчĕ. Çурçĕрти, Инçет хĕвел тухăçĕнчи халăхсен культурине чăвашсеннипе танлаштарма май пачĕ. Чăваш вĕрентекенĕсенчен В.Урташ сĕмне, «Ялаври» «Çăлкуç» хуçине А.В.Лепешкина асăнмасăр иртейместĕп. Хама сăвăçă тенипе те килĕшес килмест. «Эпĕ сăвăçă» тени «Эпĕ аван çын» тесе каланă пек туйăнать.
– Мĕн вăл сирĕншĕн сăвă? Паян ку жанр хисепрех мар. Мĕн хавхалантарать сире сăвăсем çырма?
– Сăвă маншăн Чӳклев кĕллисен, хӳхлевсен, асăнусен, пилсен паянхи тăсăмĕ. Кĕтрелетсе каланă сăмах çаврăнăшĕсем çынсене хумхантарма пултарнине пурте пĕлеççĕ тата вĕсем асра юлаççĕ. Çав сахал сăмахсемпе пысăк шухăшсем калама меллĕ. Ман шутпа сăвăсен юхăмĕнче, кĕввинче, янравлăхĕнче халăхăн ĕмĕрсем тăршшĕнче çуралнă чун хускалăвĕсем пухăнса пынă. Паян эпир ырăпа усал нихçан пулман хăватпа хире-хирĕç килсе тухнă тапхăрта пурăнатпăр. Çавăнпа çылăх хушшинчи чикĕ çухалчĕ. Чĕлхемĕр çухалас хăрушлăх çинчен калаçатпăр. Паянхи çĕр çынни хăйне валли кĕпе-йĕмрен пуçласа Туррисем таран суйласа илме пултарать. Мĕн ку? Мĕне пĕлтерекен асăрхаттару? Çак пулăмсене кам та пулсан асăрхаса, ăнлантаракан çынсен шутне эпĕ сăвăçсене те кĕртетĕп. Вĕсен ют çынсен хуйхине хăйсем çине илес йăли пур. Ыттисем илтменнине, курманнине те туяççĕ вĕсем.
Туяççĕ те сăвва çавăраççĕ. Эпĕ сăвăсем хайланă чух сăмахсен кĕтӳçине çаврăнатăп. Чăваш халăхĕн сăмах пуянлăхĕнчен тĕлĕнни – сăвăсем çуралнă чух пĕрремĕш вырăнта тăраççĕ.
– Эсир ялта пурăнатăр. Паянхи ял çыннин пурнăçне епле хак паратăр?
– Чăвашлăхăн çăл куçĕ те, чиккисем те чăваш ялĕсенче. Пайтах тăванăмсем çав ялпа чикĕленекен утрава тĕнче тесе пурăнаççĕ. Вĕсен хуйхи-савăнăçĕсене ял пурнăçĕ пĕтĕмпех тивĕçтерет. Пысăк тĕнчерен хаçат, телевизор урлă илтĕнекен сасă вĕсемшĕн Сармантей халапĕ çех пулсан та, вăл çынна хăй кам иккенне манăçтарасшăн ĕçлени куç кĕретех. «Яла мĕн – пире çавă» текен принциппа пурăнакан чăваш ăнсăртран сиксе тухакан тĕрĕсмарлăхсене хирĕç тăрайми пулса çитет.
Пурнăçа ĕç çех илем кӳмест. Халăх мĕнле ĕмĕтпе хавхаланса пурăнни пĕлтерĕшлĕ. Çав шутра халăхăмăрăн ĕмĕрхи йăли-йĕркисем те.
Çамрăк йăх çавсем çинчен манса пыни чĕрене вĕчĕрхентерет.
– Тутарстанра пурăнакан сăвăçă хальхи чăваш поэзийĕ çине мĕнле пăхать-ши?
– Поэзи вăл пĕр тапхăрта çӳле вĕçсе хăпарать, тепре пăхсан, аяла анса ларма пултарать. Çакă пĕтĕмпех сăвăçăсен чун хăюлăхĕнчен, вĕсем каланă шухăшсем пурăнман пурнăçпа çыхăннинчен килет. Çак аксиома чăваш поэзийĕшĕн те чăн. Хисеплесе пăхăр: Мĕтри Юман, Кĕçтен Иванов, Тайăр Тимкки, Çеçпĕл Мишши, Митта Ваçлейĕ, Валентин Урташ, Геннадий Айхи (чĕррисене асăнмастăп, ыттисем ӳпкене хывĕç). Кашнинех вĕсене пурнăç питĕ вирлĕ пырса çапнă. Анчах вĕсем поэзие пурнăçран мала хума хал çитернĕ.
Хальхи вăхăтра Чăваш Ен тулашĕнче пурăнакан чăвашсен районсенче сăвă çăлкуçĕсем çĕнĕрен уçăлнине асăрхамасăр иртме çук. Тутарстан, Чĕмпĕр, Пушкăрт, Самар енчи сăвăçăсен сасси çултан çул çирĕпленсе пынине Чăваш Енре те чухлаççĕ. Пысăк поэзин кухньăра е килтисем хушшинче калаçакан темăна анса ларас хăрушлăх пур. Вирлĕ шухăшлавсем çех анлă сăнарсем калăпланипе вĕçленеççĕ. Пурнăçра çапла пуласса шанас килет.
– Кăçал сирĕн иккĕмĕш сăвă кĕнеки Шупашкарта пичетленсе тухрĕ. «Вăрçă çăпанĕсем» ятлă вăл. Çав ĕçĕр çинчен пĕр-ик сăмах калăр-ха?
– Çĕнĕ кĕнекене вăрçа кĕнисене халалланă. Эпĕ вăрçă çулĕсенче ӳснĕ. «Анне», «атте» тесе калама вĕреннĕ сăмахсем хыççăн «вăрçă» сăмах пулнă пулмалла. Ирсĕр япала вăл вăрçă: хурлăх, выçлăх, тăлăхлăх, çухатусен шучĕ те çук. Вăрçă иртсен те пĕтмеççĕ вĕсем. Хĕлле шăннипе, çуркунне ӳт çине тухакан çăпансене аса илтереççĕ. Кĕнеке ячĕ çавăнтан.
Пĕтĕмĕшле илсен, пурнăç, вăрçă çине ача куçĕпе пăхасси манран тухнă йăла мар. Ача чĕлхипе чăнлăх калаçать теççĕ-и-ха? Кĕнеке автобиографилле ĕç мар. Шухăрах шухăшсем те, çитменлĕхсем те пур унта. «Ăна эпир каламастпăр, туй ачисем калаççĕ», – тесе юрлатчĕç чăваш туйĕсенче. Ытарлă каланине вулакансем тĕрĕс ăнланĕç тетĕп. Ман сăмахсем вулакансене хумхантарни – маншăн чи пысăк парне.
 
: 1031, Хаçат: 23 (857)

Комментарисем:

Вутошпи (2010-06-06 16:43:38):
питĕ лайăх çырнă!Маттур!!!

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: